Чӑваш кӗнеке издательствинче «Счастье Райской птицы. Ҫӑтмах кайӑкӗн телейӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Нина Абрамова, аслӑ категориллӗ врач-психотерапевт, медицина ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗнче 35 ҫул ытла ӗҫлекенсер вӑтам тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем юмахсемпе калавсем ҫырнӑ.
Нина Михайловна 1961 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Алманчӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн биографийӗпе паллаштарнинче вырӑнти вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернине те палӑртнӑ. 1984 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Нина Абрамаова ҫырнисене чӑвашла Альбина Юрату (Любимова) поэт куҫарнӑ. Ӳкерчӗксен авторӗ — Ольга Любимова, вӑл — Альбина Юрату хӗрӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова.
Калавсемпе юмахсен пуххи 1000 тиражпа пичетленнӗ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк.
Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ».
«Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерӗ пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. Шупашкара 500 ҫул паркра тата Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ҫывӑхӗнче аталантаракан ҫак проекта пурнӑҫа кӗртсе юлашки ҫулсенче самай ӗҫ тукаларӗҫ-ха. 2013 ҫултанпа проекта 3 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 1 миллиарда яхӑн — федераци хыснинчен.
Ҫапах та паянхи куна «Амазония» центрта малтан шантарнӑ аквапарк та, океанариум та ҫук. Инфраструктурӑн пӗр пайне ҫаратнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Туризма аталантарассипе ҫыхӑннӑ федераци программи епле пурнӑҫланнине пӗтӗмлетнине тишкернӗ. Унта Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Константин Яковлева хытах критикленӗ иккен. Туризм кластерӗ валли уйӑрнӑ укҫапа епле усӑ курнине федераци казначействи тӗрӗсленӗ мӗн те 24 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи отчет та юрӑхлӑ пулмасан штраф виҫи тата тепӗр 200 миллионлӑх ӳсме пултарасси пирки сӑмах пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей залӗнче Чӑваш наци музейӗн куҫса ҫӳрекен сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. «Памятники истории и культуры Чувашии в фотообъективе» (чӑв. Чӑваш Енӗн историпе культура палӑкӗсем — фотообъективра) ятлӑ курав 12 планшетран тӑрать, кашнинче Чӑваш Республикин тӗрлӗ районӗсенчи паллӑ культурӑпа истори палӑкӗсене сӑнлакан 34 сӑнӳкерчӗк. Вӗсен авторӗсем — культурӑпа архив министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисем.
Курав уҫнӑ ҫӗре Питӗркасси шкулӗнчи 4–5-мӗш класра вӗренекесем те хутшӑннӑ. Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенчи истори палӑкӗсемпе ачасем кӑсӑкланса паллашнӑ.
Курав пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлет, историпе тата культурӑпа интереслекенсем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Тутарстанра чӑваш спектакльне кӑтартӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ гастроль республикӑри чи аслӑ театра уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер, чӑваш драма театрӗ хӑйӗн вӑрӑм кун-ҫулне Хусанта пуҫланӑ. Шӑпах унта Иоаким Максимов-Кошкинский пуҫласа спектакль лартнӑ. Вӑл ӗҫ — Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драма.
Ӳнерӗн ҫак ӑсталӑхне хаклакансене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Хусанти патшалӑхӑн ҫамрӑк куракансен театрне чӗнеҫҫӗ.
Билетсене чӑваш театрӗн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗнчен Людмила Квасовӑран
8-967-473-84-55 номерпе шӑнкравласа ыйтмалла.
Иртнӗ ҫулӑн юлашки кунӗсенче Мускавра Раҫҫейри халӑхсен ача-пӑча литературин антологийӗ кун ҫути курнӑ. Сумлӑ кӗнекере чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсем те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Информполитика министерстви паян хыпарланӑ.
Антологие Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен ятлӑ-сумлӑ писателӗсен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӗртнӗ. Кашнинех ӳкерчӗкпе илемлетнӗ, унсӑр пуҫне наци эрешӗсене кӑтартнӑ, хушма информаци вырнаҫтарнӑ.
Антологи валли чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен Николай Ытарайӑн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Николай Ишентейӗн хайлавӗсене суйласа илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейри халӑхсен хальхи ача-пӑча литературин антологине 201 авторӑн 870 хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсене тӑлмачӑсем 55 чӗлхерен куҫарнӑ.
Пирӗн республикӑра «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта пурнӑҫласа Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи вӑрӑм канмалли кунсене асра юлмала та хаваслӑ ирттерме майсем туса пачӗҫ. Туристсем тӗрлӗ районпа хулана ҫитсе унти кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Проекта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районӗсенче пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ӗнер вӗсем Муркаш районне ҫитнӗ. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ вӗҫленнӗ.
Муркашри тӗп лапамри елка тавра «Новогодние приключения или Волшебство только начинается» ятпа уяв иртнӗ. Унта юмахри тӗрлӗ сӑнар пуҫтарӑннӑ. Ачасемпе аслисем елка йӗри-тавра хаваслӑн ҫаврӑннӑ, ташланӑ, юрланӑ. Хӗл Мучипе юнашар тӑрса сӑн ӳкерӗнме те кашниех тӑрӑшнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑйне евӗр поэзи кунӗ иртнӗ. Кун пирки Фейсбукра Шупашкарти Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков ӗнер пӗлтернӗ.
Наци вулавӑшӗнчи кӑрлач жуйӑхӗнчи тӗл пулу вӑхӑтӗнче Швеци тӑлмачи Микаэль Нюдаль тата Ева Лисина поэт пулнӑ. Микаэль Нюдаль Геннадий Айхин шведла куҫарнӑ сӑввисемпе паллаштарнӑ, Ева Лисина — «Песни низовых чувашей» (чӑв. Анатри чӑвашсен юррисем) кӑларӑмпа.
Чӑваш халӑх сайтне вулакансем Нюдаль ятне эпир унччен те асӑннине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявланӑччӗ. Уявра Кристиан Лундбергӑн «Ярден» лирикӑлла тата журналистикӑлла романне хӑтланӑччӗ. Ӑна Микаэль Нюдальпе Дмитрий Воробьев вырӑсла куҫарнине пӗлтернӗччӗ.
«Наци телекуравне реанимацине вырттармалла, сирӗнпе Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илме питӗ тунсӑх пулчӗ паян... . Контент контентшӑн ҫеҫ пултӑр тесе ҫителӗксӗр, пӗр япалана темиҫе хут кунне кӑтартни япӑх тата чӑвашла контент ӑҫта? Вырӑсла контент ӳкерме кӑмӑллатӑр пулсан, тархасшӑн вырӑс телеканалӗсем шайӗнче ӳкерӗр, пултараймастӑр пулсан ӳкерӗр чӑвашлине май ҫитнӗ таран, куракансем йышлӑрах пулӗҫ», — тесе ҫырнӑ «Контактра» Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов.
НТРКна вӑл 100-тен кая мар вырӑс телеканалӗпе танлаштарнине пӗлтернӗ. «НТРКна вырӑс телеканалӗсемпе танлаштарма та намӑс, вырӑс вӑл контента пылакпа сӗрсен те пӑхмӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑвашлине чӑвашӑн пӑхас килет, шел, ҫук... Кам валли, мӗн ӳкеретӗр эсир?» — пуҫ ватать Ильтимер.
Ильтимеи Ефремов шухӑшӗпе килӗшнине палӑртса ҫыракансем те тупӑннӑ.
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |