Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне кӑҫал та ирттерӗҫ. Кун пирки республикӑн Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫалхи мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Анчах ытти ҫултинчен вӑл расна иртӗ. Пӗтӗм чӑвашсен VIII Акатуйӗн уйрӑмлӑхӗ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ӑна онлайн ирттерӗҫ.

Унта хамӑр республикӑри тӗрлӗ районпа хулари, ҫавӑн пекех тӗрлӗ регионти халӑх, эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Видеосаламсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ddn21nac@mail.ru тата tania-fill@yandex.ru электрон адрессемпе йышӑнӗҫ.

Видеоматериала #ВместеПӗрле хештегпа Google тата Яндекс дисксем ҫине, «YouTube» видеохостинга, «Контактра», «Пӗркласрисем» халӑх ушкӑнӗсене те вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ.

 

Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ «Стальная вера» (чӑв. «Хурҫӑ шанчӑк») тематика фильмӗ ӳкересшӗн. Ку тӗллевпе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ.

Аукцион ҫӗнтерӳҫи фильма юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Фильм виҫӗ пайран тӑрӗ, вӗсем Чӑваш республики хронологи тапхӑрӗсене тата аталанӑвне кӑтартӗҫ. Кашни пай 26 минутран кая мар тӑсӑлӗ.

Ҫавӑн пекех тулли метражлӑ верси пулмалла, акӑлчанла тата чӑвашла титрсем ҫырмалла. Фильм кинотеатрсенче проката тухмалла.

Сюжечӗ пирки калас тӑк, тӗп сӑнар – политика ӗҫченӗ Александр Краснов. Вӑл республика аталанӑвӗн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ.

 

Культура

Шупашкар хулинчи 75-мӗш ача пахчинчи дежурство ушкӑнне ҫӳрекен ачасем лармана пухӑннӑ. Ку мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Хӗрачасене воспитательсем тӑван республикӑмӑр культурипе паллаштарнӑ, унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ.

Лармана пӗчӗкскерсем чӑваш тумне тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Пӗрин тумӗ тепринчен хитререх, чӑвашла тумланнӑ пӗр ача тепринчен чипертерех. Аслӑ тусӗсем ертсе пынисем вӗсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.

Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ача пахчисем ӗҫлеме пуҫламан-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 319 дежурство ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсене 3550 ача ҫӳрет. Дежурство ушкӑнӗсене хуласенче тата пысӑк район центрӗсенче ӗҫлеттереҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкар урамӗсене «100 выдающихся людей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ 100 ентешӗ) арт-проект илемлетӗ.

Асӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти ҫуртсем ҫине паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан баннерсем вырнаҫтарӗҫ. Унта паллӑ ҫынсен ӳкерчӗкӗ тата вӗсем ҫинчен каласа кӑтартакан илемлӗ текст вырӑн тупӗ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӳкерчӗкпе пӗр ҫӗрте ҫеҫ усӑ курӗҫ.

Чӑваш наци музейӗн тата Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи картинӑсемпе портретсене суйласа вӗсен копийӗсене хатӗрленӗ. Вӗсемпе те хула ҫыннисене паллаштарӗҫ.

 

Персона

РСФСР тата Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.

Анатолий Кузьмич 1938 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Иккӗмӗш Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче вӗреннӗ. 1957 ҫулта ҫав театра артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫав вӑхӑтрах режиссер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ, каярах ӑна труппа заведующине куҫарнӑ.

Анатолий Большаков радио- тата телеспектакльсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл тӑлмачӑ пулнипе те паллӑ. Федерико Гарсии Лоркӑн «Юнлӑ туй», «Арҫынсӑр хӗрарӑм», Виктора Розовӑн «Хир сысни», Бориса Дроздӑн «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп», Эмилиь Брагинскийӑн «Тӗлӗнтермӗш хӗрарӑм», Алексея Поповӑн «Телейлисем», «Юратура — телей» тата ытти ӗҫсене чӑвашла куҫарнӑ. Анатолий Кузьмич 10 ытла пьеса авторӗ. Ҫав шутра — «Ах, юрату, юрату», «Ан кай», «Хӑп-хап».

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кънеки пичетленнӗ. Издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӗнекери сӑвӑсене тӗрлӗ ярӑма: сӑмахран, «Ҫӗнтерӳ ячӗпе», «Вӑрҫӑ ачисем»,«Кӗмӗл хӗлӗх», «Хӗвеллӗ симфони» — пӗрлештернӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине ытти кӑларӑмра пичетленмен сӑвӑсемпе поэмӑсем кӗнӗ. «Мамай сӑртламӗ» поэмӑра, тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене аса илсе кашнине сӑвӑ халалланӑ.

Редакторӗ – В.Н. Алексеев, ӳнерҫи – С.А. Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 500 экземпляр.

 

Культура

Паян Чӑваш Республикин тата РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлевӑна 80 ҫул тултарнӑ.

Нина Яковлева – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн паллӑ артистки. Вӑл 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Eнккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл СССР халӑх артисчӗ В.А. Орлов курсӗнче вӗреннӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Унта вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе, пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа, пӗр ҫул ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫлеҫҫӗ вӗсем.

Нина Яковлева ҫак ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине гастрольсемпе ҫитнӗ. Куракансем унта та ӑна ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Ҫимӗк уявне кӑмӑлтан хатӗрленнӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Бардасов пуринчен малтан тӑрса кил-ҫурта тирпейленӗ, кил картине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Паян Ҫимӗк мунчи кӗрессине асра тытса 77 тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухнӑ, ҫамрӑк хурӑн милӗкӗ хатӗрленӗ.

Эльза Кетмелева каҫхи вӑййа тухас тесе пуҫ кӑшӑлӗ тунӑ, курӑк пуҫтарнӑ, ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ курӑк тутанса пӑхӗӑ, тутлӑ икерчӗ пӗҫернӗ.

Халапсинсем ҫемйипех Ҫимӗке хатӗрленнӗ. 77 тӗрлӗ курӑка пухнӑ хыҫҫӑн Вова пиччӗшӗпе, амӑшӗпе кукӑль-пӳремеч пӗҫернӗ.

Ытти ача та Ҫимӗк ҫӗннине юратать, тасалӑха ырлать тесе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_3339
 

Ӳнер
Михаил Кондратьев искусствовед
Михаил Кондратьев искусствовед

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ паян Максим Михайлов пултарулӑхӗпе паллаштаракан онлайн-лекци ирттернӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Ютубра итлеме пулать.

«Максим Дормидонтович Михайлов: настоящий русский бас» (чӑв. Максим Дормидонтович Михайлов: чӑн-чӑн вырӑс басӗ) лекцие Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсенчен пӗрне, ХХ ӗмӗрти вокал ӳнерӗн ӑстине, СССР халӑх артистне, Пысӑк театр солистне Максим Михайлова халалланӑ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Лекцие Михаил Кондратьев музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Педагогика пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери наукӑсен академийӗн академикӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Композиторсен союзӗн пайташӗ вуланӑ. Михаил Григорьевич — 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Максим Михайлов: «Настоящий русский бас» монографи авторӗсенчен пӗри.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://youtu.be/qySO1-it_Z8
 

Персона

Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ.

«Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ.

Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.

Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 200, 201, 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, [210], 211, 212, 213, 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, ... 471
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 20

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
87
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
41
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть