Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ.
Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ».
«Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова.
Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.
Хӗрарӑмсем алӗҫӗпе ӗлӗкех аппаланма юратнӑ. Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче хӗрарӑмсем кашнинчех алӗҫ тума пухӑнаҫҫӗ.
Ялта «Асамлӑ кружок» ӗҫлет. Вӑл ял хӗрарӑмӗсене савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрет.
Кружокра хӗрарӑмсем модӑпа килӗшсе тӑракан тумсене ҫеҫ ҫыхаҫҫӗ. Вӗсем кил тӗрӗше илемлетмелли япаласене те ҫыхаҫҫӗ. Ҫавсене вӗсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене, пӗлӗшӗсене парнелеҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем ачисем валли те тумтир ҫыхаҫҫӗ. Ку кӑна мар — вӗсем валли теттесем те ҫыхаҫҫӗ.
Кружока ҫӳрекенсем мӗн пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ. Куравсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ — Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртекен куравсене яланах хутшӑнаҫҫӗ.
Паян, ҫурлан 29-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Юртукассинче пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ ирттернӗ. Пӗрисем — ҫавапа, теприсем — кӗреплепе тата кӗреҫепе, виҫҫӗмӗшӗсем карҫинккапа тата михӗпе тухнӑ.
Юртукассисем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ, вӑрӑм курӑка ҫулнӑ. Паркра хӑрнӑ йывӑҫсене, туратсене каснӑ.
Сӑнсем (5)
Паян Кӳкеҫре чӑвашсен облаҫри ҫар комиссарӗ пулнӑ пӗрремӗш ҫынна, Иван Ефимова, хисеплесе асӑну хӑми уҫнӑ. Вӑл асӑннӑ районти Юртукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗн пысӑк пайне патшалӑх службине халалланӑ. 1920–1925 ҫулсенче Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш комиссарӗ пулнӑ. Ҫак должноҫе шанса панӑ чух вӑл 24 ҫулта кӑна пулнӑ. «Такам паллакансем пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа ун пек должноҫе шаннӑ пулӗ», — тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ун чух тӑван-пӗтен тӑрӑх суйласси йӑлара пулман теҫҫӗ. Иван Ефимов хӑйне евӗр шухӑшлама пултарнипе репсубликӑра ҫар ӗҫне ертсе пыма тивӗҫнӗ. Кайран вӑл 10 ҫул Сталин лагерӗсенче ларнӑ. Ирӗке тухсан Шупашкарта пурӑннӑ.
Кунта ҫакна та палӑртса хӑварар: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кӳкеҫре чӑвашсен пирвайхи прокурорне Александр Лбова халалласа район прокуратурин ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ.
Сӑнсем (16)
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ.
Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ.
Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ.
Йӑршу юханшывне «Юрма» агрохолдинг сиен кӳни пирки эпир пӗлтернӗччӗ, тӗрӗслевҫӗсем 1 300 пулӑ виллине ун чухне тупнӑччӗ.
Шупашкар район прокуратури тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пулӑ Кӳкеҫ патӗнче, ҫавӑн пекех юхӑмӑн тата та анат енче те — Юртукасси ялӗ таранах — вилнине палӑртнӑ. Ҫак фактсене тӗпе хурса «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Район сучӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятие 8.2 статьяпа айӑпласа чи пысӑк виҫене — 250 пинлӗх штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра агрохолдинга административлӑ право тӗлӗшӗпе 7.6, 8.15, 9.2, 8.38 тата 8.13 статьян 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн, вӗсене пӑхса тухайман-ха. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ — РФ Пуҫиле кодексӑн 247 статьин 2-мӗш пайӗпе.
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче вырнаҫнӑ клуб-музей ӗҫченӗсем уйӑхра икӗ хутччен килсерен ҫӳреҫҫӗ. Кашни вулакана кӗнекепе тивӗҫтерес тесе ырма-канми тӑрӑшаҫҫӗ: вулавҫӗсем ыйтакан кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫӗннисем пирки каласа параҫҫӗ.
Куҫса ҫӳрекен вулавӑшпа тӑтӑшах усӑ куракансен шутне пушӑн 8-мӗшӗнче 92 ҫул тултаракан Трофимова Клавдия Ивановна та кӗрет. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 4 ача ӳстерсе 8 мӑнукпа тата мӑнуксен 7 ачипе савӑнса пурӑнакан кинемей чӑвашла хаҫат тата кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш ӗҫченӗсем те вӑл ыйтнӑ кӗнекесене вӑхӑтра илсе килсе пама тӑрӑшаҫҫӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |