Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсанипе пуҫлӑхсем вырӑна тухса паллашнӑ. Хӗрлӗ лапама тата Шупашкарти кӳлмеке «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) кластера тунӑ май юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.
Вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, подряд организацийӗсемпе структура подразделенийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра подрядчик ҫул сарать. Асфальт вырӑнне гранит плитки хуртарнӑ. Лапамра ҫывӑх вӑхӑтра ҫутӑ музыка фонтанӗ тата велосипедпа ҫӳремелли меллӗ ҫулсем пулӗҫ. Ачасемпе аслисене канмалли вырӑнсем йӗркелӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Валентина Ивановӑна ҫӗршыв ертӳҫин Тав хучӗпе чыслӗҫ. Ӑна культурӑпа ӳнере аталантарнӑшӑн хавхалантарас тенӗ.
Валентина Иванова 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Валентина Иванова паян та унта ӗҫлет.
Утӑм хыҫҫӑн вӑл пултарулӑхне туптанӑ. 1991 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки», 2003 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсем панӑ.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Валентина Ивановӑна пысӑк чыса тивӗҫнӗ ятпа саламлать. Артисткӑн мӑшӑрӗ Иван Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артистра тата режиссерта ӗҫлет.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» премьерӑна йыхравлать. Спектакле Антон Чеховӑн «Чайка» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Режиссер-постановщикӗ, сценографӗ тата тумтирсен художникӗ, хайлава чӑвашла куҫараканӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Спектакльти ӗҫсем Петр Сорин (рольте — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) килӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ирина Аркадина (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) — актриса. Вӑл хӑйӗн тӑванӗ патӗнче ывӑлӗпе, Константин Треплевпа (Василий Иванов) тата Борис Тригорин беллетристпа (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Петр Садовников). Константин Треплев хайлавсем ҫырать. Улпутсен ҫуртӗнче пуҫтарӑннисем Константин пьесине пӑхасшӑн. Унта Нина Заречная (Оксана Драгунова) вылямалла. Вӑл — пуян помещиксен хӗрӗ. Константин ӑна юратать. Анчах вӗсен шӑпи телейлӗ пулӗ-ши?
Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур.
Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ.
Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ.
Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
ЮПА | 02 |
*Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен
1916 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ҫуралса ӳснӗ Максим Ястран 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, колхоз председателӗнче тӑрӑшакан арӑмӗпе пӗчӗк ачисене хӑварса, «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗнчен салтака тухса кайнӑ та, авӑнӑн (сентябрӗн) 11-мӗшӗнче Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӗ. Ку кунсене эпӗ манмастӑп: манӑн атте те ҫара Канашран 42-мӗш ҫулхи мартра хӑпӑл-хапӑл тухса кайнӑ, ҫур ҫултан, авӑн 11-мӗшӗнче, Калуга патӗнче танксемпе ҫапӑҫса «хыпарсӑр» ҫухалнӑ. Сталинград фронтӗнче те, Хӗвеланӑҫ фронтӗнче те хаяр тытӑҫусем йӗп вӗҫӗнчи пек пынӑ. Ку Хӗрлӗ Ҫаршӑн пысӑк та йывӑр ҫухатусен вӑхӑчӗ пулнӑ.
Орелпа Калуга патӗнчен Гудерианӑн танк дивизийӗсене Атӑл ҫине (Паульс ҫарне пулӑшма) куҫарассине пӗлсен, пирӗн салтаксен пур-ҫук вӑйпа Жиздра хӗрринче ҫапӑҫӑва тухма тивнӗ. Хаяр та тан мар вӑйсен ҫапӑҫӑвӗнче пирӗн икӗ дивизи пӗтнӗ, ҫапах та вӗсем фашистсен тимӗр лашисене тӑлласа лартма пултарнӑ. Юнлӑ фронтсем пӗр сывлӑшпа сывланӑ, ҫапӑҫури салтаксене пӗр йывӑр шӑпа тивнӗ.
Сочи хулинче Пӗтӗм тӗнчери ачасемпе ҫамрӑксен «Ҫӗнӗ ҫырансем» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарти Воробьев ячӗллӗ ачасен 2-мӗш музыка шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Александра Николаева пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.
Хӗрачан вӗрентекенӗ – Наталья Серегина. Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи конкурсра гран-при илни 11 ҫулти Алескандрӑшӑн – пысӑк ҫитӗнӳ. Саша конкурса хутшӑнса «Планета дарований» фонд пулӑшнипе йӗркеленекен тӗнче шайӗнчи «Пултарулӑх юхӑмӗ» проекта та хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Александра Николаева Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи конкурссенче нумай хутчен ҫӗнтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енри чӗрчунсем. Животные Чувашии» карточкӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, «карточкӑсен пуххи – паха дидактика материалӗ. Унта килти тата тискер чӗрчунсен ҫирӗм ӳкерчӗкне кӗртнӗ. Карточкӑн пӗр енче – чӗрчунӑн ӳкерчӗкӗ, тепӗр енче – ун ҫинчен калакан тупмалли юмах тата кӗске информаци.
Паллашу кӑсӑклӑрах пултӑр тесен малтан тупмалли юмах тупсӑмне пӗлсен аван, ун хыҫҫӑн ачана чӗрчунпа тӗплӗнрех паллаштарма пулать».
Кашки ӳкерчӗк ҫинче чӗрчун тата вӗсен «ачисен» ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ.
Проект авторӗ – Светлана Каликова (вӑл — Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ), пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.
Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ.
Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ.
Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать.
Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртӗ. Мероприятие Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫын 80 ҫул тултарнине (ҫут тӗнчене вӑл сакӑр теҫетке ҫул каялла паян килнӗ) халалланӑ. Валерий Яковлев — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл — Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх премине вара икӗ хут тивӗҫнӗ. «Ылтӑн маска» театр премийӗпе те чысланӑ.
Театрта ӗҫлесе ӗмӗрленӗ ҫыннӑн юбилейне кӑнтӑрла артистӑн тӑван ялӗнче, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра, уявлӗҫ. Вӑл ашшӗ килне кӗрсе тухӗ. Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе тата учительсемпе тӗл пулӗ. Театр артисчӗсен пӗр ушкӑнӗ «Ялта» спектакль сыпӑкне кӑтартӗҫ.
18 сехетре Шӑмӑршӑри культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |