Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен.
«Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина.
«Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗн юбилейне унта ирттернине кирек мӗнре те начаррине шыракансем ырламан-ха. Вӗсен шучӗпе парламент юбилейӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн шайӗнче ирттермелли уяв.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара уява чӑваш халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать иккен. Ҫакӑн пирки вӑл Александр Белов журналиста пӗлтернӗ.
«Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ е ҫыравҫи республика парламенчӗн юбилейне хутшӑнма нивушлӗ тивӗҫ мар? Пултарулӑх интеллигенцине хисеплеменнине урӑх нихӑш наци республикинче те кураймӑн», – тенӗ вӑл.
Республикӑра иртнӗ Культура форумӗ пирки те культура ӗҫченӗсенчен чылайӑшне систермен-мӗн.
Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ.
Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче «Салам» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Гульчачак Мухамедьянова «Салам» фестивале республикӑри чи анлӑ мероприятисенчен пӗри тесе хакланӑ. Кӑҫалхи фестивале С.Т. Аксаков ячӗллӗ культурӑпа кану пахчинче иртнӗ.
Кӑҫал мероприятие республикӑри 24 районпа 4 хуларан пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм ташӑҫӑсем тата юрӑҫӑсем, пурӗ 295 ҫын, килсе ҫитнӗ.
«Салам» ташӑпа юрӑ фестивалӗ Пушкӑртстанри чӑваш культура обществипе унӑн Ӗпхӳ хулинчи уйрӑмӗ (ертӳҫисем — Ю.П. Михайлов, Т.Е. Петрова), Ӗпхӳ хулинчи ЧНКА (В.Ф. Иванов), ПР Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (А.А. Ибрагимов) йӗркеленипе иртнӗ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра.
«Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ май. Михаил Игнатьев саламне Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, тӑван республикӑмӑр ҫуралнӑ кунне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уявлӗ. Анчах ҫав куна халалланӑ мероприятисем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Шупашкарта паян, сӑмахран, культура форумӗ иртнӗ.
«Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Элтепер саламӗнче.
«Чӑвашлӑха аталантаракан ҫынсем кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран палӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри @red_a_red», — тесе пӗлтернӗ Инстаграмра Сантӑр Элтиярӗ.
Вӑл унта хыпарланӑ тӑрӑх, Кокель хушаматлӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшнипе Шупашкар хулинче «Хулари ӳнер» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать.
Республикӑн тӗп хулинчи «Каскад» канупа суту-илӳ центрӗ ҫумӗнчи лапам — Ксения Кокелӗн тата унӑн ушкӑнӗн Шупашкарти пӗрремӗш пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫӗ иккен.
Ксения малашне те тӗп хуламӑр урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн-мӗн. Хальлӗхе хастарсем Петр Сизов ӳкернӗ «Нарспие» пысӑк хӳме ҫине куҫарнӑ.
Сантӑр Элтиярӗ Ксения Кокеле тата унӑн ушкӑнне ӑнӑҫу суннӑ. Эпир те ун пек маттурсене пултарулӑхра ҫавна пӗтӗм чунтан сунатпӑр.
Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫсейри ачасен уҫӑ фольклор фестивалӗ уҫӑлӗ. «Легенды. Сказки. Предания» (чӑв. Халапсем. Юмахсем) ят панӑскере ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Республика кунӗ ҫитнине халалланӑ.
Фольклор фестивальне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ пуҫарнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ тесе вӗсем халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси тесе калаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри халӑхсен юрӑпа ташӑ фольклорне те упраса хӑварас тӗллевлӗ. Фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчен килсе ҫитмелле.
Фестиваль иртнӗ май финпа угор юмахӗсемпе халапӗсене тӗпе хурса йӗрклеенӗ ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вилӗмсӗр Иосиф Трерӑн кӗнекине хӑтлӗҫ.
Тӗлӗнсе каймалла тарӑн шухӑшлӑ поэт тата драматург, пултаруллӑ тӑлмачӑ, актер тата театр режиссерӗ пирӗнтен иртнӗ ҫул уйрӑлса кайрӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн ӗҫӗсем пӗр уйрӑм кӗнекере пичетленмен. «Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту» ҫавна кура та пирӗншӗн, Иосиф Дмитриева хисеплесе те аслӑласа пурӑннисемшӗн тата пурӑнакансемшӗн, чӑннипех те хаклӑ парне пулса тӑчӗ.
Кӗнекене кӗртнӗ материалсене пухса хатӗрлекенни — шухӑшлавӗпе Иосиф Дмитриева ҫывӑхрах Борис Чиндыков драматург, поэт тата публицист.
Иосиф Трер Борис Чиндыков хӑйӗн ӗҫӗсене пухнине пӗлнӗ-ха. Анчах кӗнекене алла тытса ӗлкӗреймерӗ вӑл. Пичет кӑларӑмне пичетлеме Николай Лукианов усламҫӑ кӗмӗл уйӑрса пулӑшнӑ.
Тутарстанри Чистай районӗнне кӗрекен Анат Кӑтрата ялӗнче «Юрла, ташла чӑваш ҫынни» ятлӑ фестиваль иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ялти хастарсем пуҫарса янӑ.
«Малтанхи ҫулсенче унта ансамбльсем йышлӑ ҫӳрерӗҫ, юлашки ҫулсенче фестиваль ял уявне ҫаврӑна пуҫларӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урӑх сӑлтав-и, инҫетре пурӑнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен ҫӗкленӗччӗҫ тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума Анати Кӑтратара культура хӑвачӗ пур», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Иван Ильин ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ пур ҫӗре те ҫитсе пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшать иккен. Транспорт пулсан.
Сӑмах май, шӑпах Чистай районӗнчи Анат Кӑтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытӑннӑ.
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ.
Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар».
Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |