Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш ывӑлӗ Владимир Чекушкин

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 20.07.2021 17:14 | 4625 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

«Тус-юлташсем ҫинчен» ярӑмран

(2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче В.И. Чекушкин философ тата юрӑҫ 85 ҫул тултарать. Ҫак сӑлтавпа ГТРКра Марина Карягина ятарласа кӑларӑм хатӗрленӗ).

Кама мӗнле-тӗр, мана Владимир Чекушкинпа Чӑваш инҫекурӑмӗн экранӗ ҫинче хальхаҫҫӑн тӗл пулни капла курнӑҫнисенчен тем чуль пахарах пулчӗ. Ишлӗ Шетмӗ вӑтам шкулӗнче яп-яшӑ, хуткупӑслӑ Володя Чекушкин — Патӑрьел райкомолӗн пӗрремӗш секретарӗ — юрӑллӑ-шӳтлӗ калаҫу ирттернине аса илтӗмӗр. Ытти мӗн-мӗн асра юлнисене каласа пӗтереймӗп.

Пӗр калаҫӑва манаймастӑп. Университетри пӳлӗме ҫула май кӗчӗ те, тӳрех каларӗ: эсӗ ҫав-ҫав писателе хӳтӗлетӗн, анчах унӑн хура чунне пӗлместӗн пулас. Асӑрхан, вӑл камне куратӑнах! Кӗнеке вуласа панӑ пекех тӗрӗс пулчӗҫ сӑмахӗсем! Лешӗ пайтах шар кӑтартрӗ, ӗмӗрӗпех тилӗленсе ҫӳрерӗ. Е тата кӑмпана тухсан пирӗн ял ҫумӗнчи Ҫӑкалӑхра ачасемпе тӗл пулнӑ та, калаҫа-калаҫа кӑмпасем ҫинчен пӗлӳ «урокӗ» ирттерсе хӑварнӑ. Ачасем мана унран салам калаҫҫӗ, мӗн пӗлсе юлнипе савӑнаҫҫӗ. Эпӗ те философӑн анлӑ ӑсталӑхӗпе, тарӑн тавракурӑмӗпе, чун уҫҫипе, ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнатӑп. Вӑл ҫапла ҫын. Яш чухнех ҫаплаччӗ, ватӑлсан та ирӗклӗ те ӑслӑ юлчӗ. Кафедра пуҫӗнче ӗҫлени, Чӑваш Республикин Президент пулӑшуҫинче тӑни пӗр шит те пӑсмарӗ ӑна.

Ҫынлӑх туйӑмӗ, ӗретлӗх, психологипе философи, наукӑпа фольклор пуянлӑхӗ унра ҫутҫанталӑкранах упранса пынӑ. «Юрлама аннерен вӗреннӗ. Юрӑра — этем ырри. Япӑххи юрӑра юрланмасть», — тет вӑл. Унӑн юратнӑ йӑмӑкӗ Клара юрӑҫ та ҫаплах калать.

Инҫекурӑмӑн «Халӑх ывӑлӗ» кӑларӑмӗ Владимир Иванович Чекушкин профессор ватлӑхра та ҫутҫантлӑкпа юрӑ ытамӗнче, чир-чӗре парӑнмасӑр пурӑнинне кӑтартнӑ. Пичетлесе ларать-и Муркаш енчи Лантӑшри канмалли пӳртӗнче Нӑрваш Шӑхаль ачи, уява лашапа пырать е килти музейӗпе паллаштарать, тарӑн ҫӑлтан шыв ӑсса кӗрет, пулӑ тытать, ял ҫыннисемпе кӗрекере юрлать е вӑрманта юмана, шӗшке, кӑмпана сӑваплать — тӑван халӑх ӗҫченлӗхӗпе, тирпейлӗхӗпе, тавралӑх хӑвачӗпе мӑнаҫланса ларатӑп. «Талантлӑ пирӗн халӑх!» тет хӑй те талантлӑ, хитре, ӗҫчен ӗҫтешӗм, Европа тавра чӑваш юррине юрласа ҫаврӑннӑ, ҫавна кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ Владимир Чекушкин ученӑй. «Испанский дневник чувашского певца», «Бессмертная песня любви» статьясене тата «Трагедия личности» кӗнекине илсе пӑхатӑп. Нумай енлӗ ҫав унӑн пултарулӑхӗ, ытама кӗми тулли те пуян.

Марина Карягина тӗпелӗнче паллӑ этемӗн тӑхӑр теҫеткери кӗрешӳҫӗ-юрӑҫ паттӑрлӑхне кӑтартнӑ, малтан ӳкерсе юлнисене аса илтернӗ. Ват ҫынсемшӗн, ватта картакансемшӗн, чӑваш юррине юратакансемшӗн ку темрен те паха иккенне каласа тӑмастӑп. Эппин, тавах сана, маттур тележурналистка! Кашни-пӗр кӑларӑмна тимлесе пӑхатӑп, кашнинчех ӑсталӑхна куратӑп. Малашне те шырама ан пӑрах! Чӑвашӑн хӑватлӑ ывӑлӗ-хӗрӗсем нумай, вӗсене вӑхӑтра тивӗҫлӗ асӑрхани тӑван халӑха хисеплениех тесе шутлатӑп.

 

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Патӑрьел районӗ, #юбилейсем, #культура, #телекурав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3443.62.3296
2021.07.20 17:55
Agabazar
Кăмссамул урлă хăйĕн карьерине (лайăх пĕлтерĕшпе) йĕркеленĕ.
Микула // 1077.37.9691
2021.07.20 18:22
Ҫапла пуль ,ҫапла пуль ? Университетра философи парӑсенче час -часах юрласа панӑ. Кайран экзаменне тепри йӑшӑннӑ. Миҫейӗн провал илчӗҫ,билетсем те ыйтусем те пачах урӑххисем пулнӑран. Микулашӑн темле экзамен та уяв пулнӑ пулсан та паллашман темӑран пулнӑ ыйтусене хуравлама питех ҫӑмӑл пулмарӗ. Пить лайӑх астӑватӑп. Ишсе тухма тиврӗ пач хатӗрленмесӗр. Ку умсӑмах кӑна пулчӗ. Ыйту вара малалла.
"Чӑвашӑн хӑватлӑ ывӑлӗ нумай " тетӗр. Хирӗҫ мар. Плакатсем ҫинче "хӑват" тесе ҫырса ӗнентересшӗн. Каллех хирӗҫлемес. Анчах та сӑмах вӑл сӑмахах пулать. Хӑвачӗ мӗнре-ши ? Ытти регионсенчен ӗҫ укҫин виҫипе кая пынинче, е тата Шупашкарта чӑваш ачисем валли ТӐВАН ЧӖЛХЕПЕ усӑ курса ӲСТЕРМЕЛЛИ ача сачӗсем ҫуккинче?
Agabazar // 3443.62.3296
2021.07.20 23:52
Agabazar
Евраçийццăсене те кăштах тирке-ха, Микула.

Ячĕшĕн те пулин тирке.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем