Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Аҫтӑрхан хулинче иртекен фестивале тухса кайнӑ. Культура мероприятийӗн йӗркелӳҫисем ӑна хальхи театр ӳнерӗн фестиваль-лабораторийӗ теҫҫӗ. Ӑна «Верю!» (чӑв. Ӗненетӗп) ят панӑ.
Раҫҫей шайӗнче ирттерекен уҫӑ фестиваль-лаборатори кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Анчах чӑвашсем малтанхи икӗ ҫулӗнче хутшӑнман. Кӑҫал, ав, тухса кайнӑ.
Фестиваль утӑ уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 12 хулари 15 труппӑпа пултарулӑх пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пять – двадцать пять» трагикомедие кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Данила Привалов ҫамрӑк драматург. Ӑна театрти ҫамрӑк Дмитрий Михайлов актер лартнӑ.
Фестиваль тӳрисем — Раҫсейри паллӑ педагогсем, критиксем тата режиссерсем. Форумра чи лайӑх режиссера, хӗрарӑм тата арҫын ролӗсене чи калӑплакансене палӑртӗҫ.
Ӗнер Мускаври ентешӗмӗрсем Акатуя пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк кӗрхи пек сивӗ тӑнине тата ҫапса ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах халӑх уявра савӑнчӗ.
Мускаври Акатуя Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсен пӗр ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Йышра правлени ертӳҫи Лидия Филиппова, ҫавӑн пекех Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев, Чӗмпӗрти чӑваш ҫыравҫи Николай Ларионов пулчӗҫ. Чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова, Роза Степанова юрӑҫ, Зоя Яковлева телеоператор та ҫак йышраччӗ.
Акатуйпа саламлама политиксем, тӗрлӗ-шайри тӳре-шара, ҫавӑн пекех Питӗрти, Чӗмпӗр тата Иркутск облаҫӗсенчи, Пушкӑртстанри тата, паллах, чӑвашсем пырса ҫитнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчелӗхӗнче чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисен вулавӑшне йӗркелесшӗн. Республикӑри поэтсемпе писательсене ҫапла сӗнӳпе Пётр Чекмарёв савӑнтарчӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш поэзийӗн каҫӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ (правлени ертӳҫи — Лидия Филиппова) полпредство пулӑшнипе ирттерчӗ.
Мускаври каҫа йӗркелес енӗпе Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Волков хастар чӑваш питӗ нумай пулӑшнине уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл — Мускаври чӑвашсен обществин правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫейри чӑвашсен автономийӗн хастар ертӳҫисенчен пӗри. Ӳркенмен ентешӗмӗрех, сӑмах май, Чӑваш Ен делегацине кӗтсе илчӗ, пирӗн йыш Мускавран тухса киличченех пӗрле пулчӗ.
Поэзи каҫӗнче Раҫҫейри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Николай Иванов Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫине Лидия Филипповӑна обществӑлла ҫак ӗҫре хавхаланса та пӗтӗм чуна парса ӗҫленӗшӗн ырларӗ. Чӑваш поэзийӗн каҫне хутшӑннӑ Пётр Чекмарёв та пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫисене тата чӑвашсене кӑмӑлтан ырласа калаҫрӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӗнер, Шупашкарта чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк журналистсен слечӗ иртнӗ. Корреспондентсен конкурсне чылай материал килнӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илнӗ, авторӗсене слета чӗннӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене грамотӑпа, парнепе чысланӑ.
Слетра журналистикӑпа кӑсӑкланакансемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскерсем камера умӗнче мӗнле пулмаллине пӗлнӗ, хӑйсене телеертӳҫӗ пек тӗрӗсленӗ.
Слета йӗркелекенсен шучӗпе, чӑн-чӑн журналистӑн литературӑна питӗ лайӑх пӗлмелле. Ҫавна май ачасем чӑваш поэтессипе тӗл пулнӑ, унпа калаҫнӑ.
Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарта сунарҫӑсен «Охотники Чувашии – 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем — 2019) фестиваль-конкурсне пуҫласа ирттерӗҫ. Ӑна республика шайӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл Йӑлӑмра 12 сехетре пуҫланӗ.
Фестиваль-конкурса пыракансене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине уйрӑмшарӑн та кайма май килӗ, туристсен ушкӑнӗпе те.
Фестиваль-конкурс вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗчченшер юрлакан артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Чи лайӑх сунарӑсене чыслӗҫ. Чӗрчунсене юратакансем валли сунар йыттисен куравне йӗркелӗҫ.
Фестиваль-конкурса Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени, Хула администрацийӗн Йӑлӑмри территори управленийӗ, Чӑваш Енри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ тата Шупашкар хулин тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелӗҫ.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Илтимӗр Ефремов ҫак кунсенче Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттеретӗп... Чӑваш киноӳнерне аталантарас тӗлӗшпе ӗнер Раҫҫей кинематографи пӗрлӗхӗнче пултӑм. Паян вара, Елена Рябцева кинорежиссёрпа Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» киносценарисен питчингне хутшӑнакансене валли ятарлӑ мастер-классем йӗркелесси пирки тӗлпулса калаҫрӑмӑр. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче (кунне каярах пӗлтеретӗп) унӑн мастер-классӗ иртӗ», — хыпарланӑ Илтимӗр.
Аса илтерер, «Асам» пӗтӗм чӑвашсен IV кинофестивалӗ иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелеме йышӑннӑ. Кинофестивале чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артистки, театр тата кино актриси Алла Покровская вилнӗ. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Лента.ру пӗлтернинче вилӗм сӑлтавне асӑнман. Сцена ӑстине ӑҫта пытарассине тата унпа хӑҫан сывпуллашассине каярах пӗлтерӗҫ.
Покровская МХАТ студин профессорӗ пулнӑ. 2004 ҫултанпа Чехов ячӗллӗ театр труппинче ӗҫленӗ, «Современник» сцени ҫине те тухнӑ.
«Строится мост», «Выбор цели», «Однофамилец», «Охота на лис» тата «Высоцкий. Спасибо, что живой» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Великан-эгоист», «Сказка о царе Салтане», «Перевал» тата «Когда-то давно...» мультфильмсене калаҫтарма хутшӑннӑ.
Артистка Борис Покровский опера режиссерӗн, СССР халӑх артисчӗн тата Тӗп ача-пӑча театрӗн режиссерӗн Анна Некрасован ҫемйинче ҫуралнӑ. Олег Ефремовӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл — Михаил Ефремов актерӑн амӑшӗ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.
«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.
Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти
«Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ.
Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |