Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртӗ. «Симфоническая музыка Чувашии: вехи истории» (чӑв. Чӑваш Енӗн симфони музыки: истори маякӗ) ят панӑ концерта Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе хатӗрленӗ.
Программа валли симфони музыкин тӗрлӗ жанрӗллӗ музыкине суйласа илнӗ. Концертра Владимир Иванишинӑн «Чувашская симфония» (чӑв. Чӑваш симфонийӗ); Александр Васильев «Чувашские напевы» (чӑв. Чӑваш ҫемми); Юрий Григорьев, Симфония си-минор с колоколом (чӑв. Си-минор симфонийӗ чанпа) янӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — наци культурине упраса хӑварасси тата аталантарасси, Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫне пуянлатасси, академи кӗвви-ҫеммине итлекенсен йышне ӳстересси.
Концерт К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.
Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.
Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ.
Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Наци телекуравӗпеАлександр Магаринӑн «Самана» ятлӑ кӑларӑмӗ черетлӗ хут экран ҫине тухнӑ. Хальхинче хӑна Виталий Станьял пулнӑ.
Виталий Петрович малтан «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулнӑ, Александр Магарин «Сувар» хаҫатӑн яваплӑ серетарӗнче ӗҫленӗ. Икӗ журналист тӗлпулура Чӑваш наци конгресӗ, наци вӗренӗвӗпе ӑслӑлӑхӗн пуласлӑхӗ, республикӑри чӗлхе ыйтӑвӗ тата ытти пирки калаҫнӑ.
Эсир кӑларӑма курман тӑк унпа тӗнче тетелӗнче паллашма пултаратӑр: http://www.ntrk21.ru/video/43341. Ӑна Наци телекуравӗпе тепӗр хутчен кӑтартӗҫ, вӑл ыран, чӳкӗн 2-мӗшӗнче, 18 сехетре эфира тухӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрсен театрӗнче 87-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа унта «За синими туманами» спектакль кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнине тата ӳнер учрежденийӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнине театр хӑйӗн Фейсбукри страницинче хыпарланӑ. Кинотеатр пулнӑ ҫурт урамран халӗ, чӑн та, хитреленнӗ. «Чувашский государственный ордена Дружбы народов ТЕАТР ЮНОГО ЗРИТЕЛЯ имени М. Сеспеля» тесе аякран курӑнмалла ҫырса хунӑ.
Ҫавна курнисенчен хӑшӗсем театр ятне чӑвашла ҫырманнине асӑрханӑ. Александр Блинов чӑваш хастарӗ те ҫавна палӑртнӑ, Чӗмпӗрти Николай Ларионов ҫыравҫӑ та. «Аван, анчах Чӑваш Республикинче чӑвашла та ҫырмалла!», — тенӗ, тӗслӗхрен, Чӗмпӗрти йӑхташӑмӑр.
Театр пуҫлӑхӗ Елена Николаева чӑвашла пулатех тесе шантарнӑ, хальлӗхе вӑхӑт ҫитменнине палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗн масарӗнче Ҫемен Элкерӗн асӑну палӑкне (кенотафне) вырнаҫтарчӗҫ.
Чӑваш халӑх сӑвӑҫин пысӑк ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ: вилес умӗн вӑл хӑйне тӑван ялӗн масарӗнче пытарма каласа хӑварнӑ-ҫке! Палӑка вырнаҫтарма ялти таванӗсем хастар хутшӑнчӗҫ, сӑвӑҫӑмӑра асӑнмалли вырӑна сӑваплӑ шывпа тасатрӗҫ, унта вилтӑпри ҫинчен илсе килнӗ ҫӗре те хучӗҫ. Ку вырӑнта малашне хӑйсен ентешне кашни ҫимӗкрех асӑнма килӗшсе татӑлчӗҫ.
Чӑваш режиссерӗн Алекс Платӑн документлӑ ӗҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лос-Анджелес хулинче иртнӗ кинофестивальте палӑрнӑ. «Запечатленные временем» ӗҫе «Marina del Rey Film Festival 2019» кинофестивальте «Лучший международный документальный фильм» (чӑв. Халӑхсем хушшинчи чи лайӑх документлӑ фильм) номинацире чысланӑ.
ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале тӗнчери 300 ытла ӗҫе тӑратнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнчи нуша-терте ҫутатса паракан ӗҫ Америкӑри куракансене тыткӑнланӑ.
Фильма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле ӳкернӗ. Сценари авторӗ тата режиссерӗ – Алекс Плат, композиторӗ тата сасӑ режиссерӗ – Алексей Гордеев.
Кӗҫех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑҫалхипе 29-мӗш хут йӗркеленет.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче «Царская невеста» оперӑн премьери пулӗ. Ӑна РФ Культура министерствин гранчӗ пулӑшнипе лартаҫҫӗ. Ку оперӑна чӳкӗн 9-мӗшӗнче те курма май пулӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче сцена ҫине «Борис Годунов» опера тухӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистне Дмитрий Хворовстовские халалланӑ концерт пулӗ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче П.Чайковскин «Пиковая дама» оперине лартӗҫ. Тепӗр кун «Тенора Южной Африки» эксклюзивлӑ концерт пулӗ. Унта ятарласа Кӑнтӑр Африка Республикинчи тата Лесотӑри солистсене чӗннӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче – гала-концерт. Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗх те пулӗ: концертсене Вӑрнарта, Муркашра, Патӑрьелте, Хӗрлӗ Чутайра та йӗркелӗҫ.
«Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухмалли тумтирсене ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтерчӗ.
Асӑннӑ коллектив Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсен республикӑри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Гран-прие тивӗҫнӗ ушкӑна 100 пин тенкӗ парӗҫ.
Фестивалӗн гала-концерчӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче нумаях пулмасть иртнӗ. Ку мероприятие 2024 ҫулччен вӗҫӗмех ирттерӗҫ. 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ӑна «Йӑла-йӗрке» номинаципе йӗркелеме йышӑннӑ, 2020, 2022, 2024 ҫулсенче — «Культура – вӑл эпир!».
Кӑҫалхи фестиваль-конкурса хутшӑнма 21 муниципалитетран 30 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 13-шне суйласа илнӗ.
«Уяв» ансамбле, сӑмах май, РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» патшалӑх премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Чӑваш Енри делегаци Турцин черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хутшӑннӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ.
Турцин 96-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уява Хусанти «Казан-Палас» хӑна ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков пулнӑ.
Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, йыхрав хутӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: «Турци Республикин Хусанти генеральнӑй консулӗ Исмет Эрикан тата Айше Реззан Эрикан госпожа Сире йышӑнӑва хутшӑнса чыс тума ыйтать».
Сӑвӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, таҫта та чӗнсе курнӑ, анчах кун пек кӑмӑл туман. Хӑнасене консул мӑшӑрӗпе ӑшӑ сӑмах каласа хӑй кӗтсе илнӗ. Вӗсем саланнӑ чух алӑ тытса сывпуллашнӑ.
Уява халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче писательсемпе поэтсем, журналистсем, усламҫасем тата ыттисем пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |