Канаш районӗнчи Шӑхасанти вулавра Чӑваш чӗлхи кунне халалласа чӑваш саспаллисен уявӗ иртнӗ. Унӑн девизӗ «Ӑс. Ӗҫченлӗх. Ҫитӗнӳ. Ӳсӗм» пулнӑ.
«Уява илем кӳрекен арт-объектсем – калӑпӑшлӑ та ҫутатса тӑракан тӑватӑ чӑваш сас паллийӗ — чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентекенне, ҫутта кӑлараканне, чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине Иван Яковлевича Яковлева ӑшӑ та тав сӑмахӗпе аса илтерчӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче.
Уяв Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ куравпа уҫӑлнӑю. Курав чӑваш халӑхӗн ҫыру культурин историне мӗн авалтан пуҫласа паянхи цифровизаци тапхӑрӗ таран пӑхса тухма, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн аталанӑвӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсемпе паллашма май панӑ.
Мероприятие республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова; Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Олег Студенцов; Владислав Николаев тата Ольга Туркай журналист тата ҫыравҫӑ хутшӑннӑ.
Чӑваш каччи 1941. «Крылья над Берлином» ҫар драминче ӳкерӗннӗ. Фильм режиссёрӗ – Константин Буслов.
Ҫав ӗҫри летчиксенчен пӗрин сӑнарне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа каччи Владимир Тяптушкин калӑпланӑ.
Владимир Тяптушкин Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Мускаври Пӗчӗк театрта ӗҫлет. Чӑваш каччи спектакльсенче вылять, кинора ӳкерӗнет.
«1941. Крылья над Берлином» фильма, сӑмах май каласан, кинотеатрсенче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ.
«Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ.
Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ.
Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ».
Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать».
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» документпа художество куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Нарспи» спектаклье лартнӑранпа 100 ҫул, «Нарспи» оперӑна лартнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халаллассине пӗлтернӗ.
«Нарспи» поэма ҫак ҫулсенче 50 хут ытла пичетленсе тухнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ — 400 пин экземпляр. Асӑннӑ хайлава тӗнчери 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, вырӑсла 8 куҫару варианчӗ пур.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсен кунне халалласа Геральдика эрни уҫӑлнӑ.
Мероприяти патшалӑх элемӗсен залӗнче иртнӗ. Патшалӑх элемӗсен историйӗпе, аталанӑвӗпе, пӗлтерӗшӗпе паллаштаракан эрне тӗрлӗ ӑрурисемшӗн (уйрӑмах — ачасемпе ҫамрӑксемшӗн) кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Элли Юрьев художник-геральдистпа, Илле Тукташ поэтпа, Герман Лебедев композиторпа уйрӑммӑн паллаштарнӑ.
Геральдика эрни ака уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш авторӗсен спектаклӗсене кӑтартакан эрне иртӗ.
Чӑваш авторӗсен спектаклӗсен эрнине Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» драма уҫӗ. Наталия Сергеева режиссёрӑн ӗҫне паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ. Ӑна пӗрре 13 сехетре, тепре 18 сехет те 30 минутра курма май килӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Чуххӑм Ванька авланать – кай-кай-кай...» спектакле кӑтартӗҫ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Фёдор Павловӑн «Ялта» музыкӑлла драмине кайса курма май пур. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.
Александр Пӑрттан «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камитне театр ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра йыхравлать.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» инсценировкӑна кӑтартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнине халалланӑ. Калав авторӗ — Юлия Николаева, инсценировки — Сергей Павловӑн.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер училищи чӑвашла вӗрентекен анимаци фильмне хӑтланӑ.
Презентаци Шупашкарти 5-мӗш гимназире иртнӗ. Мероприятие пуҫламӑш классенче вӗренекенсене, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене, класс ертӳҫисене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсене чӗннӗ.
Ҫавра сӗтелте анимаци фильмне ӳкерессин вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашла вӗрентекен мультфильссене сарасси пирки калаҫнӑ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта культурӑпа истори эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан объектсене тасатса тирпейлеме шӑматкунлӑха тухӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри историпе культура палӑкӗсемшӗн тӑрӑшмалли куна халалланӑ.
Шӑматкунлӑха хутшӑнакансем Щупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ скверти К. В. Иванов бюсчӗ патӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Шӑматкунлӑха 3 объекра ирттерӗҫ: К.В. Ивановӑн бюсчӗ (ӑна 1952 ҫулта уҫнӑ. Вӑл палӑк федераци пӗлтерӗшлӗ объект), «Родна» кинотеатр (1933 ҫулта уҫнӑ) ҫурчӗ, «Михаил архангел чиркӗвӗ» (ӑна 1702 ҫулта уҫнӑ).
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пулӗ. Вӑл филармонире 19 сехетре пуҫланӗ.
Концертра вырӑс, чӑваш, казак юррисем янӑрӗҫ, халӑх инструменчӗсен сассипе киленме май килӗ.
Коллективӑн 45 ҫулхине халалланӑ концертӑн ятарлӑ хӑнисем — «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.
Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |