Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура
Антонина Андреева стрпницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Антонина Андреева стрпницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Илем кӳрекен алӑсем» курав уҫӑлнӑ.

Курава Ольга Светопольская ал ӑсти шӑрҫаран тӗрлӗ техникӑпа хатӗрленӗ илемлӗ картинӑсем, тухьясем, пуҫа ҫыхмалли тата кӑкӑр умне ҫакмалли эрешлӗ хатӗрсем вырӑн тупнӑ. Кун пирки музей ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall169668988_5163
 

Культура
«Новостная барахолка» страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Новостная барахолка» страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта Хальхи вӑхӑтри ӳнер музейӗнче пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗрти ӑстан куравӗ уҫӑлӗ.

«Маленький мир» (чӑв. Пӗчӗк тӗнче) ят панӑ ярӑм пукане миниатюрисенчен тӑрать. Ӑна Ҫӗнҫӗпӗрте пурӑнакан Ирина Верхградская ӑсталать.

Хӗрарӑмӑн коллекцийӗнче 1600 ытла ӗҫ. Ҫак енӗпе ӑста виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать.

Унӑн хальтерех хатӗрленӗ коллекцийӗ — «Дорогие мои старики» (чӑв. Хаклӑ манӑн ватӑсем). Ку темӑпа хатӗрленӗ сюжетсенче ватӑ ҫынсен пурнӑҫне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем

Чӑваш Енри тата темиҫе ҫынна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ.

Ҫав йышра — халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова; Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Наталия Мисина; республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министӗн ҫумӗ Надежда Павлова. Надежда Ивановна патшалӑх службинче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫлет.

 

Культура
«Новостная барахолка» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Новостная барахолка» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тутарстанра пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Юлия Еремеева (сӑнӳкерчӗкре варринче) Хусанта иртнӗ «Науруз гузяле-2023» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Тӗрӗк тата иран халӑхӗсем Мӑсӑльмансем Науруз уява пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Уява шӑпах ҫавна халалланӑ та.

Юля — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» организацийӗн ертӳҫи, хӑйӗн пултарулӑхне «Ӗмӗт» ансамбльте кӑтартать. Хӗр малтан конкурсӑн ҫурма финалӗнче ҫӗнтерсе «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ, ӗнер вара финалта тӗп титула ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.

Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.

Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ф.М. Лукин ячӗллӗ «Тӑри» Пӗтӗм тӗнчери III вокалпа хор конкурсӗ уҫӑлнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне РСФСР халӑх артисчӗ, Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурс пуш уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/club207479883
 

Культура
www.opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.

Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.

Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.

 

Персона
litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Литературная Россия» интернет-порталта пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Последний истинный чуваш?» ятлӑ статья пичетленсе тухнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев-Трер актёра, режиссёра, педагога, сӑвӑҫа, куҫаруҫӑна, авалхи чӑваш юррисене хитре ӑста шӑрантарнӑ пултаруллӑ ҫынна халалланӑ. Статья авторӗ — Атнер Хусанкай.

Иосиф Трер, Атнер Хусанкай калашле, чӑн та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Ун пеккисем пинте кӑна мар, темиҫе пинте те пӗрре пулӗ.

Статья ятне ыйту паллипе ҫырни автор Иосиф Трер пек ҫын, тен, таҫта такам татах та тупӑнасса шаннине пӗлтерет.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ыран, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Арсений Тарасов ҫыравҫӑн «Сутнӑ ҫуртри юлашки каҫ» калавне вулӗҫ.

«Васкамасӑр вулатпӑр» мероприятие Чӑваш Республикин халӑх артисткине Наталия Сергеевӑна чӗннӗ.

Калава васкамасӑр вуланӑ май ҫийӗнчех тишкерсе пырӗҫ.

Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ҫамрӑксене кӗнеке вулаттарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Чӑваш Ен" НТРК архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
"Чӑваш Ен" НТРК архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ, халӑха ҫырулӑх парнеленӗ, пӗрремеш чӑваш букварне кун ҫути кӑтартнӑ Иван Яковлевҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май мероприятисем Тутарстанпа Чӗмпӗр облаҫӗнче те иртӗҫ.

«Чӑваш Ен» НТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Яковлев ҫуралнӑ ака уйӑхӗ форум-фестивальпе уйрӑмах пуян пулӗ. Шӑпах ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫей шайӗнче йӗркелекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ, тӑван чӗлхене вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» форум, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивальне тата ытти уява ирттерӗҫ. Тутарстанра «Яковлев вулавӗсене» йӗркелӗҫ. «Сувар» чӑваш хаҫачӗ вара Иван Яковлев халалӗпе хайлавӗсене чи лайӑх вулакансен конкурсне ирттерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/video/60296
 

Страницӑсем: 1 ... 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, [105], 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, ... 486
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 13

1932
93
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график ҫуралнӑ.
1933
92
Иванова Нина Ивановна, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Пряников Виссарион Семенович, радиотехника инженерӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Петров Александр Петрович, парти ӗҫченӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи