Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ.
Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ.