Чӑваш Енре пулӑҫ кимӗ ҫинче ҫывӑрса кайнӑ та Атӑл тӑрӑх ишнӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Куславкка» ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх кимӗ ишни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, унта никам та ҫук.
Ҫӑлавҫӑсем кимӗ патне ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухма шутланӑ. Ҫитсен пӑхнӑ та – кимӗ ҫинче пулӑҫ ҫывӑрать. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ҫыран хӗрринче пулӑҫ тӑна кӗнӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрех ӗҫнӗ те тӗлӗрсе кайнӑ. Ӑна киле ӑсатнӑ.
«Шурӑ чулсем» база патӗнче, Атӑл юханшывӗнче, кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта пулнӑ пӗр ҫын ҫыран хӗрринелле ишнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Ку хыпар вӗсем патне утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра ҫитнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кимӗре Мари Элти 3 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче. Икӗ республика ҫӑлавҫисем вӗсене шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: Сӑр юханшывӗнче ҫамрӑк арҫын путса вилнӗччӗ. Унӑн виллине 3 кунран тупнӑ.
Паян ирпе Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про город» кӑларӑм халӑх корреспонденчӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.
Вилнӗ арҫын ӳтне паян ирхи 7 сехетре хулари Ҫӗнӗ сала ҫывӑхӗнчи пляжра асӑрханӑ. Вӑл хӑҫан путнине хальлӗхе татса каламан. Сӑнпа пӑхсан, арҫын 40 ҫулсенче.
Арҫын виллине тупнӑ вырӑна следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек сӑлтавне ҫеҫ мар, ҫамрӑкла сарӑмсӑр вилнӗ ҫын кам иккенне те палӑртӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.
Ӗнер, Республика кунӗнче, Шупашкара шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ тата сарӑ шарсемпе капӑрлатнӑскере тӳре-шара тата хула ҫыннисем кӗтсе илнӗ.
Карап Шупашкартан Хусана ҫӳреме тытӑнӗ. Анчах, «Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, халех мар, кӑшт каярах. Регламентпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пӗр уйӑхран кая мар иртӗ. «Валдай» хальлӗхе Шупашкарти юханшыв порчӗн причалӗсенчен пӗринче ларӗ.
Каярахпа караппа туристсене Хусана турттарма тытӑнӗҫ. Ҫул укҫи 800 тенкӗ пулӗ. Хусана карап 3 сехетре илсе ҫитерӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка хулисенче малтанласа вӑл чарӑнмӗ, мӗншӗн тесен унта причалсене хатӗрлесе ҫитермен.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ. 12 ҫулти хӗрача Атӑлта юраман вырӑна ишсе кайнӑ та путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача пляжра амӑшӗпе тата икӗ аппӑшӗпе пулнӑ. Тахӑш самантра вӑл ишсе кайма юраман вырӑналла кайнӑ, ҫавӑнта путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине пӗр сехетрен ҫеҫ тупнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ҫак кунсенче тӑван тӗпренчӗкне чутах ҫухатман. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехет те 35 минутра пулнине «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Шупашкарти Тӗп пляжн сылтӑм енче 10 ҫулти ача шӑтӑка лекнӗ, путма пуҫланӑ. Инкек пирки ҫӑлавҫӑсене хӗрачан амӑшӗ пӗлтернӗ. Вӗсем ачана шывран туртса кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра шыва путса 6 ҫын вилнӗ, ҫав шутра икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑрнар районӗнче 6 ҫулхи арҫын ача велосипедпа пӗве ҫывӑхӗнче ярӑннӑ чух шыв кӗрсе ӳкнӗ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти Афанасьев урамӗ тӗлӗнчи пляжра 14-ри яш Атӑла путнӑ.
Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Атӑл леш енче вара «Ҫамрӑксен хули» форум иртет. Ҫумӑра пула унти 150 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Атӑл леш енче ҫумӑр, пӑр ҫунӑ. Ҫавна май ҫамрӑксене Шупашкара тата Сосновкӑна эвакуациленӗ. Иккӗмӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каярахпа уҫӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра ҫумӑр хыҫҫӑн «Буревестник» кану базинче ӳкнӗ йывӑҫсене тасатнӑ.
Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чулхуларан Шупашкара Атӑл тӑрӑх «Валдай 45Р» карап ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫав кун транспорт сӑнавлӑ мелпе ҫула тухӗ. Ку хыпара Инстаграмри «Стратегии развития Нижегородской области» (чӑв. Чулхула облаҫӗн аталанӑвӗн стратегийӗ) страницӑра пӗлтернӗ.
Шыв ҫийӗн ҫӳрекен транспорт Чулхуларан ирхи 6 сехетре хускалмалла. Ҫул ҫинче вӑл 5 сехете яхӑн килӗ. Шупашкарта туристсем уҫӑлса ҫӳрӗҫ, кунти паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Чулхулана «Валдай45Р» 15 сехет те 30 минутра тухса кайӗ, унти Рождественский пристане 20 сехет те 30 минута ҫитӗ. Юханшывпа уҫӑлса ҫӳренӗшӗн билет хакӗ 2500 тенкӗпе танлашӗ.
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |