Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Атӑл

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑ. Шупашкарти «СтройКрафт» комапнипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Халӗ вара подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.

Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Куславккарин хакӗ – 420 млн тенкӗ, ӑна 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

 

Культура

Пирӗн республикӑра Сербире пурӑнкан Раде Костичпа Катарина Нинков пулнӑ. Вӗсем - ҫул ҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм ертӳҫисем, кунта Чӑваш Ен пирки кӑларӑм хатӗрлеме килнӗ.

Раде тата Катарина Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑннӑ, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Ку кӑна мар-ха, «Ясна» этнокомплексра сӑра вӗретме те вӗреннӗ.

Вӗсем — пулас артистсем, ҫавна май аякран килнӗ хӑнасем вырӑнти театрсемпе те кӑсӑкланнӑ. Вӗсене чӑвашла постановкӑсем пурри, пирӗн чӗлхе илемлӗ пулни савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Аслашшӗпе (е кукашшӗпе) манукӗ пулла кайсан пысӑк ҫуйӑнпа таврӑннӑ. Вӑл 25 килограмм таять, 1,5 метра яхӑн тӑршшӗ. Ку кӑна ма, пулӑ вӑлчаллӑ пулнӑ тата.

Вӗсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта тытнӑ. Пулла киле илсе килсен ваннӑна хунӑ. Пӗр ванна тӑршшӗ вӑл!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13629
 

Спорт

Спортсменсем Атӑл урлӑ ишсе каҫнине курас килет-и?

Шупашкарта «CHEBSWIM-2025» ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта профессионал спортсменсем тата ишме кӑмӑллакансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 2200 метр парӑнтарӗҫ.

Палӑртса хӑварар: хальччен Артур Димитриевӑн рекордне ҫӗнетекен пулман. Вӑл – тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Артур Атӑл урлӑ 29 минут та 52 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм Атӑл урлӑ ишсе каҫас тенӗ. Анчах вӑл ним мар инкеке лекме пултарнӑ. Хӗрарӑм тӗрлӗ пӑрахут ҫӳрекен вырӑнта ишсе каҫма хӑтланнӑ.

Хӑйне хӗрхенмен тата упрама пӗлмен ҫынна Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Катерпа пыраканскерсем хӗрарӑм патне васкаса ҫитнӗ, ӑна ҫыран хӗрне илсе тухнӑ, апла хӑтланма юраманни пирки ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
europe.tury.ru сайтри сӑн
europe.tury.ru сайтри сӑн

Улатӑр тӑрӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман, шыраҫҫӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17 ҫулти ҫамрӑк путса вилнӗччӗ. Унччен маларах Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13521
 

Пӑтӑрмахсем
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Канаш округӗнчи Сухайкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13499
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче инкек пулнӑ: Ҫӗнӗ Шупашкарти 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине 15 сехетре тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ вӑл мӗнле путнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче 5 инкек пулнӑ, 4 ҫын путса вилнӗ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв портӗнчен сулахай енчи пляжа трамвайчиксем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хаксем пӗлтерхи пекех юлччӑр тесе республика хыснинчен 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Аслисем валли билет хакӗ – 120 тенкӗ, 10 ҫул тултарман ачасем валли – 60 тенкӗ.

Атӑлӑн леш енчи пляжа ҫак кунсенче хӑтлӑлатса пӗтерӗҫ. Унӑн лаптӑкне пысӑклатӗҫ, ҫӑлав посчӗ тата медпункт пулӗҫ, видеосӑнав вырнаҫтарӗҫ.

Сӑмах май, ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен Хусана тата Сӗвене «Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
warball.ru сӑнӳкерчӗкӗ
warball.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Оздоровление Волги» наци проекчӗ пирки хӑй вӑхӑтӗнче хавхалантарса пӗлтернине журналистсем астӑваҫҫех.

Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн тунӑ 132 объекта Росприроднадзор тӗрӗсленӗ те экологи енчен 1471 хутчен пӑснине тупса палӑртнӑ, ҫав шутра шывпа ҫыхӑнни – 418. Вӑтамран кашни объектпа – вуншар ҫитменлӗх.

Ҫитменлӗхсем енӗпе уйрӑмах палӑрнӑ топ-3 регион шутӗнче:

Ярославль облаҫӗнче – 173; Самар облаҫӗнче – 54; Чӑваш Енре – 50.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/68780
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи