Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре пулӑ тытма юратакансем ӑмартӗҫ. Вӗсем катушкӑллӑ вӑлтапа пулӑ тытассинче тупӑшӗҫ.
Кӑҫал унта чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем Атӑл юханшывӗнче пулӑ тытӗҫ. Пӗр кунра икӗ тур иртӗ, кашни 4 сехете тӑсӑлӗ. Апла пӗтӗмпе – 8 сехет.
Ӑмӑртӑва 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Регистраци ирхи 5 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехетрен ӑмӑрту савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Пӗрремӗш тур 6-ра пуҫланать, 10-ра ӑна пӗтӗмлетӗҫ. Иккӗмӗш тур 11-те пуҫланать. 15 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Ӗнер каҫхине ҫӑлавпа шырав службине вӑрманта икӗ хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Хайхискерсем, Атӑл леш енчи Сосновка поселокӗнче пурӑнаканскерсем, кӑмпана кайнӑ та киле каймалли ҫула тупайман.
39 ҫулти тата 60-ти хӗрарӑмсене "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыранӑ. Вӗсем киле таврӑнманнине кура мӑнукӗ сехӗрленсе ӳкнӗ. Шырав вӑхӑтӗнче вӑл вӗсемпе ҫыхӑнура пулнӑ. Хӗрарӑмсем ӑшӑнас тесе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ.
Ҫухалса кайнӑскерсене пӗр талӑкран тупнӑ. Вӑрмантан илсе тухса вӗсене вӗри чей ӗҫтернӗ, унтан киле ӑсатса янӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑлта путнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна тепӗр кунхине шыранӑ. Виллине ҫыран хӗррине илсе тухсан ӑна полици ӗҫченӗсене панӑ.
Арҫын миҫере пулнине, ӑҫта пурӑннине ведомство пӗлтермен.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Атӑл леш енче сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Унта сунарҫӑ билечӗ пур ҫынсем (18 ҫултан аслӑраххисем) кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви.
Фестиваль 12-17 сехетсенче Сосновка поселокӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ конкурс кӗтет. Тӗслӗхрен, сунарта тытнӑ чӗрчунран апат хатӗрлемелле, винтовкӑран пемелле, чӑрмавсене парӑнтармалла.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом, сувенир парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара грамотӑпа, медальпе, хаклӑ парнепе чыслӗҫ.
Шупашкарти пӗрисем сапборд ҫинче Атӑла чутах кайман.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке икӗ ҫын лекнӗ. SUP-борд ҫине хӑпарса тӑнӑскерсене юханшыв юххи карапсем ҫӳрекен ҫул ҫине илсе кайма тытӑннӑ.
Инкеке лекме пултарнӑ ҫынсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ — ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тата, паллах, профилактика тӗллевӗпе калаҫу ирттернӗ май сапборд ҫинче мӗнле ярӑнмаллине, мӗн тусан мӗн пулса тухассине ӑнлантарса панӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен тата пули-пулми вырӑнта шыва сикмелле марри пирки шухӑшламан ҫав этем шывран тухайманине кура ҫынсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Республикӑн шыравпа ҫалав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем арҫын патне кимӗпе пырса ӑна шывран туртса кӑларнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Ӗнер 13 сехет хыҫҫӑн Атӑл леш енчи вӑрманта, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулӑм аҫа ҫапнӑран тухнӑ.
Ҫулӑм мӗн чухлӗ лаптӑк ҫинче алхаснине пӗлтермен.
Ку кӑҫал Атӑл леш енчи вӑрманта пулнӑ пӗрремӗш пушар мар. Ҫӗртме уйӑхӗнче те унта ҫӗр ҫинчи ҫӗрӗк ҫуннӑ. Ун чухне, пушарнӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ.
Андрейпа Александр Соколовсем утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Атӑл ҫине ҫуйӑн тытма кайнӑ. Вӗсем киле ахаль таврӑнман - 20 килограмм таякан пулӑ ҫаклатнӑ. Ӑна туртса кӑларассишӗн пиччӗшӗпе шӑллӗ 10 минут ытла кӗрешнӗ.
Соколовсем пулла кимӗпе, эхолотпа тата квокпа кайнӑ. Пулӑ ахаль ӑман ҫинех ҫакланнӑ.
Соколовсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку таранччен вӗсем кун пек пысӑк пулӑ тытса курман. 20 килограмм таякан ҫуйӑнӑн пӗр пайне вӗсем тӗтӗмленӗ, тепӗр пайӗпе шӳрпе пӗҫернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче упӑшкипе арӑмӗ тата вӗсен 3 ачи Атӑл варринчен хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсен катерӗ ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ.
Хайхискерсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем вырӑна ҫитсе катера ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.
Тепӗр кунхине "Яхтклуб" ҫывӑхӗнче гидроцикл ҫӗмӗрӗлнӗ. Ку тӗслӗхре те ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем гидроцикла ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Паян ирхи 4 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Атӑл поселокӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пӗр пӳлӗмӗ ҫуннӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Анчах инкексӗр пулман. Ҫунса кӗлленнӗ ҫурт кӑмрӑкӗ хушшинче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Пӗри – 31 ҫулти арҫын, хваттер хуҫи. Тепри – 47 ҫулти ентешӗ, вӑл ҫав ялтах пурӑннӑ.
Халӗ экспертсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Лапсарта Совхоз урамӗнче ашшӗпе хӗрӗ ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |