Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен.
Шупашкарти юханшыв порчӗн теплохочӗн ӗҫченӗсем ӳсӗррине пӑхса тӑман – ҫула тухнӑ. Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен теплоходӑн ӗҫченӗсем эрех сыпнине Чӑваш Енри траспорт прокуратури тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрах, «Волгарь-7» карапӑн капитанӗ кӑна мар, ахаль ӗҫченӗсем те урӑ пулман. Теплоходри электрикпе моторист та эрех ӗҫнӗ иккен.
Прокуратура Шупашкарти юханшыв порчӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн капитана ӗҫрен кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне халӗ караппа ишнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ.
Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ.
Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет.
Кӑмпа сезонӗ пуҫланнӑ май вӑрмансенче ҫынсем час-часах ҫухалаҫҫӗ. Уйрӑмах – Атӑл леш енче. Халӑх унта шур ҫырли, кӑмпа татма ҫӳрет.
Канмалли кунсенче ҫӑлавҫӑсем 5 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Шӑматкун Атӑл леш енче Астраханка пӗве ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна часах тупнӑ.
Ҫав кунах Атӑл леш енче Иван-Беляк ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта арҫынпа ывӑлӗ ҫулран аташса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене те хӑвӑртах тупнӑ.
Вырсарникун Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнче арҫынпа хӗрача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем участковӑйпе пӗрле шыранӑ. Тупнӑ. 43 ҫулти арҫын тусӗн 13-ри хӗрӗпе кӑмпа пуҫтарма кайнӑ-мӗн. Ҫухалса кайни пирки вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравласа каланӑ. Йӗрке хуралҫисем лешсем илтчӗр тесе машина ҫинче сирена ҫутнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та: каҫхи 8 сехет ҫурӑра вӗсене тупнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫанталӑк ӑшах пулмарӗ. Ҫапах ку «моржсене» пӗрре те хӑратмасть. Паян Шупашкарта сивӗ шывра ишме юратакан спортсменсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ.
Тупӑшӑва ӳт-пӗве пиҫӗхтермелли тата хӗллехи спорт федерацийӗ йӗркеленӗ. Спортсменсем Атӑлта ишнӗ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти спортсменсем ҫитнӗ. Шупашкара Мари Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутар Республикинчен, Мускавран килнӗ. Спортсменсем 100, 800 тата 1600 метрлӗ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын ҫынсене Атӑл урлӑ илсе каҫас ӗҫпе аппаланнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑснӑ.
24 тата 23 ҫулсенчи ҫамрӑксем кимӗпе ҫынсене Атӑлӑн леш ҫыранне илсе каҫнӑ. Анчах вӗсен лицензи пулман. Ҫитменнне, кимӗсенче хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсем вырнаҫтарман.
Ҫак арҫынсен явап тытма тивӗ. Следстви комитечӗ вӗсен тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пункчӗпе клӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Мускав ҫыранне реконструкцилеҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Элтепер ҫакна асӑрханӑ: ҫынсем ҫырана Мускав ятне панипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Чылайӑшӗ ӑна мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ы йтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
Элтепер Мускав ҫыранне реконструкцилес ӗҫе хӑвӑртлатмаллине те палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 80 миллион тенкӗпе усӑ курмалла. Ӗҫ пур-ха: брусчатка хумалла, перила тумалла, ҫутӑ хута ямалла. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ – «Автодор» тулли мар яваплӑ общество. Унӑн Атӑл хӗрринчи 1,9 ҫухрӑма хӑтлӑлатмалла
Илен кунӗ хыҫҫӑн ваттисем шыва кӗме хушман. Ҫав кун ҫӳлти хӑватсем шыва пӑр катӑкӗ яраҫҫӗ-мӗн. Анчах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ. Ҫавна май шыва кӗрекенсем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Чуракасси ялӗн каччи Атӑлта чӑмпӑлтатнӑ чухне путса вилнӗ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӳхеннӗ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Унӑн виллине республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ.
Чӑваш Енре «Туслӑх маякӗсем. Раҫҫей ҫывӑхлатать» нимеҫӗсен проекчӗн элчисем пулнӑ. Вӗсем виҫӗ кун пурӑннӑ, картасем сӑрлама, пӗремӗкпе хуран кукли пӗҫерме, ҫӳп-ҫап тасатма пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳре вӗсене райпори ҫӑкӑр савутӗнче кӗтсе илнӗ. Унта вӗсем пӗремӗк пӗҫернӗ. Кашни кун унта ҫак пылака 1 тонна хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫлекен пӗр ҫынна 100 килограмран сахал мар лекет. Савутра вӗсем карта та сӑрланӑ, клумбӑсене те хитрелетнӗ.
Нимеҫӗсем Ҫӗрпӳри Тихвин мӑнастирӗнче те пулнӑ, унта вара утӑ пуҫтарнӑ. «Чӑвашпотребсоюзӑн» пӗр кафинче хуран кукли пӗҫернӗ.
Нимеҫӗсене Шупашкар килӗшнӗ. Кунта вӗсем музейсемпе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутаннӑ. Кунсӑр пуҫне Атӑл хӗрринчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
«Туслӑх маякӗсем» проект элчисен малалла ҫулӗ Хусаналла выртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче водолазсем Атӑл тӗпӗнчен раритетлӑ якорь туртса кӑларнӑ. Вӗсем «Георгий Седов» путнӑ теплоходӑн якорьне алӑпа шыраса тупнӑ, мӗншӗн тесен йӑлтах лачака ӑшӗнче пулнӑ.
Ӑна Комсомольски районне палӑк евӗр лартма парӗҫ. Якоре 80 ҫул каялла туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа ӑна халӗ ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑка Каҫал тӑрӑхӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнчи шкулпа ҫумӑн лартӗҫ. Василий Разумов вице-адмирал ҫав тӑрӑхран пулнӑ.
Сӑмах май, теплохода 1933 ҫулта туса кӑларнӑ, 2001 ҫалта вӑл шыв айне кайнӑ. Водолаз унӑн сӑнчӑрне ҫур сехет каснӑ, унтан ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |