Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томХура çăкăрПăва çулĕ çинчеЧакăл-туЙышăнман сăмахсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томУтарта

Пахча шăваратăп


Шăваратăп эпĕ çимĕç,

Алăра ман — ик витре.

Пахчара ӳсет сип-симĕс

Йăранри хăяр хитре.

Кунран-кун ӳсет кишерĕ

Хĕрелсе çĕр айĕнче.

Купăста пуçне çĕклерĕ,

Шыв ыйтать ачасенчен.

Ăмăртсах, ак, ешереççĕ

Помидор, арбуз, сухан.

Шыв сапассине кĕтеççĕ

Пăрăç, çарăк, баклажан.

Атте тăснă тимĕр пăрăх

Пахчари йăран енне.

Шыв юхать, чупать ун тăрăх,

Тултарса витресене.

Тутлă çимĕç, сарă, хĕрлĕ

Парнелет пире пахча.

Çимĕçсем ӳснишĕн тĕрлĕ

Савăнать çулла ача.

«Урхамахлă ыт-тĕкелĕм, куçри çуттăм, ашри вуттăм!..»


Урхамахлă ыт-тĕкелĕм, куçри çуттăм, ашри вуттăм!

Ырлăха-ши, хурлăха-ши эп сана çапла тĕл пултăм?

 

Пĕр тумлам сыпмасăрах-мĕн чун-чĕре ăсран тухасшăн

Пыл-шерпетçе, пар пĕр алтăр! Чăп тулли тултар, тархасшăн.

 

Чунăма илес пулсан та — çĕр çинчех çăтмах шыратăп

Шалт тĕппи пĕрле ĕçер-и, манăн тусăм, ман çунатăм?

 

Шăпланса тăмашкăн йывăр юрату килсе тухсассăн.

Шăрăхри çăл шывĕ пек вăл, сыпкăмне çăтан хавассăн!

 

Ан ӳпкелесем, аннеçĕм. Чысăма хамах упратăп,

Савнине хамах тĕл пултăм, хам юратăп, хам ăсатăп.

 

Тантăшсем, куçран ан калăр мухтаса та, хурласа та —

Юрату кирек хăçан та пит асаплă та, таса та.

 

...Пыл-шерпетçĕ! Çавра алтăр тултарса парсам, тархасшăн,

Юрату пилне-симне эп тĕппиех ĕçсе пăхасшăн!

«Малтанхи те малтанхи теетĕн...»


Малтанхи те малтанхи теетĕн.

Саншăн эпĕ хыççăнхи кăна.

Малтанхишĕн эс мана пĕр шелсĕр

Хăваратăн чыссăр вырăна.

 

Пирвайхи савни — яш ĕмĕр пуçĕ,

Çула май çеç пулнăскер çумра —

Ĕмĕр тăрăх ĕмĕтре çеç куçĕ

Ĕçĕпе хăй юнашар çукран.

 

Асăнса пурнатăн та, савниçĕм,

Асăнни пачах сăваплă мар:

Куç çине яратăн аçа çиçĕм,

Чун çине сапатăн вут-кăвар.

 

Манса кай, ан асăнччĕ теместĕп.

Пулмалла ман хамăн çутăрах.

Унсăрăн мана пĕр шелсĕр эсĕ

Çунтарса яратăн çулăмра.

Асамлă тырă кӳлли


Çуллахи ăшă кун. Хĕвел юратса хăйĕн çепĕç пайăркисене пĕтĕм тавралăха сапалать. Çанталăкĕ паян лăпкă, çапах та вăхăтăн-вăхăтăн ăшă çил вĕркелет, йывăçсен тăррисене хумхантарать. Тавралăха сип-симĕс чаршавпа витнĕ тейĕн. Сип-симĕс курăк çинче кунĕпех ача-пăча путек пек сиккелесе, выляса çӳрет. Вăрманта та аван: уçă сывлăш, кайăксем хĕвеле, ăшă çанталăка, тĕнчене савса илемлĕ те çепĕç юрăсем шăрантараççĕ. Вĕсен юрри чуна савăнтарать, кăмăла çĕклет. Янкăр кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татки те куçа курăнмасть, çумăрĕ паян çумастех пулĕ. Кӳлĕре ача-пăча шыва кĕрет, ăшă шывĕ вĕсене хайĕн ытамне илсе ачашлать. Каç кӳлĕм çанталăк кăштах сулхăнланать. Нумай вăхăт хушши çумăр çуман пирки вăхăт-вăхăтпа тавралăха тусан тĕтре пек карса илет, унтан майĕпен çухалать.

Çулла, ман шутпа, ырлăхра пурăнакансем — хур-кăвакалсем. Вĕсем кунĕ-кунĕпе шывра ишеççĕ, чăмпăлтатаççĕ, кăштах апатлансан сулхăна кĕрсе выртаççĕ.

Пĕррехинче эпĕ кукамай патне юнашарти яла кайма шутларăм. Нумай пулать хамăн юратнă кукамая курманни. Çуллахи вăхăтра кун вăрăм, анчах ĕçĕ нумай. Пурпĕрех вăхăт тупса кукамай патне çитсе килесех терĕм. Хăвăртрах çитес шухăшпа çурран мар, велосипедпа тухса вĕçтертăм.

Малалла

Мунчара


Пур çынсен çырман саккун:

Мунча хутнă шăматкун

Этем ĕмĕр-ĕмĕртен,

Сыхланмашкăн чир-чĕртен.

Мунчара халь, ак, паян

Эпĕ те шăллăмпалан.

Эх, сапатпăр чăш! та чаш!

Чул çине шыв ик чăваш!

Илчĕ шăллăм милĕкне,

Улăхать лапка çине.

Чăпă-чăп! Чăпă-чăп!

Милĕксем ташлаççĕ — чăт —

Тарлă çурăм çийĕнче

Аттен кивĕ мунчинче!

Пĕçерет, çапах ан чĕн!

Ах, тӳсмешкĕн питĕ хĕн!

Вăйлăрах, хытăрах

Çапăн, шăллăм, ан хăра!

Вылянтар çеç милĕкне,

Сипле çурăм-пилĕкне.

Сывлăх пултăр çирĕпрех,

Чир ан çулăхтăр пире...

Кивĕ çĕлĕк тăхăнса,

Хам та антăм çапăнса

Хаваспа лапка çинчен.

Ыррăн туйăнчĕ тĕнче.

«Хĕле кĕтсе, кăçал пачах канма пĕлмерĕç...»


Хĕле кĕтсе, кăçал пачах канма пĕлмерĕç

Хĕл ыйхипе çывăракан черĕ чунсем.

Хитре, илемлĕ уйăпсем вĕçсе килмерĕç,

Шур тĕспеле витмерĕç çĕр питне юр пĕрчисем.

 

Хĕвел кăмакине таçта пытанса хутрĕ,

Хăй çук, ăшши вара сивве парăнтарать.

Упа, хĕл шыраса, çурçĕрелле, ав, утрĕ,

Пăши, çакна курса, сĕм вăрманта ташлать.

 

Ытла тĕлĕннипе тукмак хӳреллĕ кашкăр

Кĕтмен концерт курма чĕнет тилле.

«Хăть тĕлĕн, хăть ан тĕлĕн, пурпĕрех ан кăшкăр!»

Хуллен калать хăй хӳрине силле-силле.

 

Хăи йăвинчен, куран, пакша та чупса тухрĕ,

Вăл савăнасшăн тĕлĕнтермĕше курса.

Шап-шурă сухалне шăла-шăла пуç ухрĕ

Асамçă — Хĕл Мучи, çӳл тӳперен анса.

 

«Каçарăр, — тет, — кăçал эп йăнăш турăм,

Тӳрлетĕп йăнăша çитес çул тӳпипех...»

Те чăн, те пач суя çак ман асамлă курăм,

Ăна эс, тусăм, виç хăв мĕн пĕлнипелех.

 

11.01.07

«Кăçал Хĕл-асатте пит ватăлчĕ пулас...»


Кăçал Хĕл-асатте пит ватăлчĕ пулас,

Юр çутарма ун вăйĕ çитеймерĕ.

Çу тăсăлать тесе, сĕм вăрмансем хавас,

Упа та çывăрма хăй йăвине кĕмерĕ.

 

Вăрмансенче — кăмпа, чупса çӳрет пакша,

Йӳçулмасем кунта çеçке çурасшăн.

Ем-ешĕл курăк пуррипе савнать лаша,

Тихи унпа ăмăртмалла вылясшăн.

 

Хресчен çынни кăна пуçне хыçса тăрать,

Уй-хир юрпа пачах хупланманнишĕн.

Вăл кулянать, кĕрхи тырпул çăра ларать,

Анчах шăнтсан хăрмашкăн пултарнишĕн.

 

Те çут хĕвел кăçал çапла хаярланать,

Те çут тĕнче çапла йăлт ылмашасшăн.

Ват çын кăна хĕвел çине тухса канать,

Хĕл сиввине кăçал вăл йăлт манасшăн.

 

09.01.07.

«Çак çĕр çинче эп çăлтăрсем çутатăп...»


Çак çĕр çинче эп çăлтăрсем çутатăп,

Тен, кирлĕ пулĕç тетĕп çынсене;

Вĕсем çинчен эп çынсене калатăп,

Анчах çынсем курмаççĕ вĕсене.

 

Ман çăлтăрсем епле хитрен çунаççĕ,

Илем кӳреççĕ пур тавралăха.

«Анчах та мĕншĕн вĕсене курмаççĕ?» —

Ыйту паратăп пĕтĕм халăха.

 

Никам хуравламасть. Мĕскершĕн чĕмсĕр

Чунтан юратнă, савнă халăх ман?

Тĕнче кĕмсĕртетет, ав, кĕмсĕр-кĕмсĕр,

Çавна та темшĕн халь илтмест никам.

 

Хăлхасăр-ши ман халăх?.. Тен, вăл куçсăр

Курмасть пулсассăн çăлтăр çутнине.

Çынсем, куçăрсене, тархасшăн, уçăр,

Курсамăр çутнă çут çăлтăрсене!

 

Вĕсем, çунса, кăшт çутăрах тăвасшăн

Çак хурлă, тĕксĕм, шелсĕр тĕнчене;

Çут хевтине çак тĕнчене парасшăн,

Телей кӳресшĕн мĕскĕн çынсене.

 

Çакна пĕлсе, эп çăлтăрсем çутатăп,

Çӳл тӳпене яратăп вĕсене.

Вĕсем çӳлтен çутатасса шанатăп

Çак хурлă, тĕксĕм, шелсĕр тĕнчене.

 

09.01.2007.

Çăмарта кӳлли


Ача чухне çырлана, кăмпана, мăйăра яланах ял çумĕнчи вăрмана мар, ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă пысăк вăрмана çӳреттĕмĕр. Темшĕн пире çак вăрман питĕ килĕшетчĕ. Унта тем тĕрлĕ çырла та ӳсетчĕ: çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла сырли, пĕрлĕхен… Хурăн кăмпи, кăрăç кăмпи те витри-витрипе пуçтараттăмăр унта. Мăйăрĕ тата… Татнă-татман курланкинчен хăех шĕкĕлтенетчĕ. Хутаç тĕпĕнче вара ывçи-ывçипе сар мăйăр выртатчĕ. Вăрмана çитме инçе пулнă пулсан та — вăл пире çывăх пек туйăнатчĕ. Çул çинче калаçса-кулса, шӳтлесе-юптарса пынипе çул та кĕскелетчĕ, ывăнни те сисĕнместчĕ.

Ялтан вăрманалла тӳп-тӳрĕ çул пурччĕ. Çулăн икĕ айккипе те тырпул çитĕнетчĕ. Пăрçа акни вара пирĕншĕн пысăк савăнăçчĕ. Çул çинче кăшт канса илмелле тесе симĕс пăрçа çăвар тулли çиеттĕмĕр.

Ялтан пĕр-ик çухрăмра, çулăн сылтăм енче, кӳлĕ çуталса выртатчĕ. Ăна Çăмарта кӳлли тетчĕç. Çăмарта кӳлли… Ытла та кăсăкла ят панă. Мĕншĕн ун пек каланине питĕ пĕлес килетчĕ.

Пиртен пĕр килĕ урлă, тăкăрлăк хĕрринче, Лисук хĕрĕпе Хветура кинемей пурăнатчĕ. Вăл тем те пĕлетчĕ. Ват çын — тăватă çын тесе ун çинчен каланă пекех туйăнатчĕ. Кинемей пирĕн пата час-часах пырса ларатчĕ.

Малалла

Манаймастăп çак çĕре


Пур пĕр вырăн çĕр çинче.

Пурăнать унта асамлăх.

Эп тухса кайсан инçе,

Ăшшине сыхлать вăл манлăх.

Çур çитсессĕн çеçкине

Çĕмĕртсем шап-шур çураççĕ.

Шăпчăксем юррисене

Ирчченех янăратаççĕ.

Çырмара шăнкăртатса

Шыв юхать. Вăл сивĕ,тарăн.

Ăш хыпсан, ăна сыпса,

Ӳт-пӳне эс уçăлтарăн.

Йăлкăшаççĕ çăлтăрсем

Каçсенче. Тӳпе те тăрă.

Чĕкеç пек вăр-вар хĕрсен

Ян каять юрри хир тăрăх.

Ирхине, каçпа, çĕрле

Çак çĕре асран ямастăп.

Эп пулам таçти çĕрте —

Нихăçан ăна манмастăп.

■ Страницăсем: 1... 265 266 267 268 269 270 271 272 273 ... 796