Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шăплăхри аслатиСана ҫырма сӑмах ҫитетУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томУтартаХусанАтте пилĕ

Лаша


Ача чух пит юрататтăм

Лашапа эп ярăнма.

Чуптараттăм, кустараттăм

Хамăн урхамахăма.

 

Уй, ту урлă, чăтлăх витĕр

Вирхĕнеттĕм эп тӳрех.

Çавăн чух хавассăн питĕ,

Час тапатчĕ ман чĕре.

 

Урхамахăм ман ишетчĕ,

Вăл путмастчĕ шыв çинче.

Путăк урлă вăл сикетчĕ,

Чăрмав çукчĕ умĕнче.

 

Урхамах çук хал манăн.

«Жигули» — ун вырăнне.

Шур сăрпа ăна сăрланă,

Капăрлатнă салонне.

 

Эп унпа ялан çӳретĕп

Асфальтпа нумай çĕре,

Каçайманшăн çеç шеллетĕп

Путăк урлă вăл тӳрех.

 

Тăрса юлчĕ ман ачалăх

Аякри ту хыçĕнче.

Ачашлать анчах ман алă

Лашана тĕлĕксенче.

Хурăн шывĕ


Шурă вулă тăрăх

Куççуль пек тăп-тăрă,

Çăлкуç пек сип-сивĕ

Юхать хурăн шывĕ.

Ĕçес килчĕ хытă —

Хурăн патне пытăм,

Аялти турачĕ

Сĕртĕнчĕ — вăй пачĕ.

«Тутан, — терĕ ыррăн,

Ман шыва», — шур хурăн.

Ун шывне тутантăм,

Чунăмпа лăплантăм.

Утăра


Каçпа чĕнчĕ пуçана

Çулма утă вăрмана.

Эп туптарăм çавана,

Сасă ятăм таврана...

Сывлăм ӳкнĕ ирхине.

Эх, çулатпăр утине,

Хутран-ситрен çырлине

Пăрахса чĕлхе çине.

Чашлатса çава çулать —

Хыçăмра паккус юлать.

Пĕрлешсе, тарла-тарла

Утине тăвар çулла!

Кăнтăрла апат çиме

Васкамасăр, çĕр çине

Вырнаçать хастар ниме —

Çывăхри юман айне.

Çу çиетпĕр, çăмарта:

Ĕç каçчен нумай малта.

Вăй илер те кал çулар,

Ĕç юрри шăрантарар.

Сулăнсан кун каç енне,

Мăкатсан çавасене,

Тытса сенĕк, кĕрепле,

Утă пухрăмăр пĕрле.

Тиесе çемçе мула,

Киле кайрăмăр каçпа.

Пит аван иккен çулла

Утă çулнă чух çынпа!

Çырмасен асамлăхĕнче


Ылтăн кĕркунне. Кĕрхи хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр хĕрхенмесĕр сапалать. Çĕлен ăшши тăнăран Кушлавăш уйĕнче касу пăхма питĕ аван. Ĕнесем çумăр хыççăн вăй илнĕ симĕс курăк çийĕнче çӳреççĕ. Сурăхсем Мучи çурт çырминче канлĕх тупнă. Пĕр-пĕрин çумне кĕпĕрленнĕ те пашка-пашка сывлаççĕ. Качакасем юнашарти Паранк çырминче ик ура çине тăрсах симĕс çӳçе вуллисене кăшлаççĕ. Шăллăм кăсăклансах фотоаппаратпа тем çатлаттарать. Эпĕ пушă вăхăта сая ярас мар тесе çӳллĕ вырăнти тĕмеске çине лартăм та сăвă вĕренме тытăнтăм.

 

Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ

Хура вăрманпа хупланса выртать.

Çулла е хĕлле такам та туйĕ

Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать...

 

Тук-тук! илтĕнет инçех мар пĕр сасă. Алăка такам шакканă пекех туйăнать. Ĕненмесĕр унталла-кунталла çаврăнса илетĕп. Ара темех мар-çке, ыран „Хĕн-хур айĕнче” поэмăн сыпăкне пăхмасăр каламалла та, ĕçе вăраха яма юрамасть. Куçа хупатăп та йĕркен-йĕркен Çемен Элкерĕн ахах-мерченлĕ йĕркисене аса илетĕп.

Малалла

«Хĕвел хĕртет...»


Хĕвел хĕртет. Тирек сапать шур мамăк.

Сухăр тăкать вут пек нарат вулли.

Ашчик вĕрет. Çанталăк маншăн — тамăк.

Чуна ĕнтет эс инçетре пулни.

 

Ашапатман! Мĕн-ма пиçсе тăратăп?

Тухас та ярăнас мăн шыв çине:

Сар хăйăрлă, кăвак хумсемлĕ Атăл

Шывпа сӳнтерĕ ман вутпуççине.

 

Кĕтетĕп эп. Чун вутланать аташнăн.

Эс килмессе пĕлсех мĕн-ма кĕтес?

Ман кăмăлăм сана кăна шанасшăн,

Çав шанчăкăм ăçтан тӳрех пĕтес?

 

Кирлех сана! Ман аçа вутлă шанчăк

Пулман та, пулас çук та сан асра.

Каяс пуль çаврăнса. Ăспуç пăлханчĕ.

Чĕр йывăç ӳсмĕ ӳкнĕ турпасран.

 

Мĕн-ма каймастăп-ха? Татах тăратăп.

Чун-халăм тен сӳсленчĕк-ши пăртак?

Хĕвел çунтартăр. Пăрлă çумăр çаптăр.

Килетĕнех. Кĕтсе пăхам кăштах.

Кăнтăра каяс килет


Тăрнасем вĕçеççĕ кăнтăра

Виç кĕтеслĕ шавлă ушкăнпа.

Чи малта çулпуçĕ йыхăрать

Васкама янравлă сасăпа.

 

Хушса юрламалли:

Кăнтăр, кăнтăр, ах, ăçта-ши эс?

Сан патна епле çитсе ӳкес?

Инçетре-çке, эсĕ, аякра:

Шыв-ту урлă ăшă çĕршывра.

 

Кăнтăрта — ем-ешĕл курăксем.

Ăшăтать хĕвел те кашни кун.

Йывăç тăрринче упăтесем

Сиккелеççĕ, çуйхашса, ун-кун.

 

Сарă хăйăр тинĕс хĕрринче

Илĕртсе выртать шыва кĕме.

Ярăнас килет хумсем çинче!

Дельфинпа ман кăмăл пур ишме.

Хресчен


Çутçанталăкăн пĕр пайĕ вăл — хресчен.

Пурăнать çĕр çийĕнче мĕн виличчен,

Нихăçан ялтан тухса утмасть,

Çăмăл пурнăçа вăл шырамасть.

Çĕр-аннен пĕр ывăлĕ-хресчен.

Сухана ямасть вăл аллинчен,

Хĕвелтен малтан куçне уçать

Уйшăн-хиршĕн шанчăклă хуçа.

Çутçанталăк, пулмасан хресчен,

Имшерленĕччĕ тахçан вăл халиччен.

Хресчен çеç уя илем кӳрет:

Çупăрлать ăна, алать, сӳрет.

Йывăçа çил-тăвăл туласан,

Çулçине тăкать вăл авăнса.

Хусканмасть, анчах, вăл вырăнран,

Çĕр ăшне тымарĕ кайнăран.

Хресчен те çак йывăç евĕрех

Тымарне ярать тăван çĕре.

Юратать ăна вăл, ма, тесен.

Çутçанталăкăн тĕп пайĕ вăл — хресчен!

«Мĕскер тума пултарнине эп турăм...»


Мĕскер тума пултарнине эп турăм,

Ман пĕтĕм ĕçĕм — савнă халăха.

Çăмăл шăпа мана памарĕ Турă,

«Юрать пуль ку та, — терĕ, — тăлăха...»

 

Çунат хушса, эп тӳпене çĕклентĕм,

Эп çутрăм çăлтăр чăвашсем валли.

Тăван чĕлхе илемĕпе килентĕм

Юрларам юрă тăвансем валли.

 

Кашни ӳкен çынна эп алă патăм,

Çул сулнăк пулнинчен тармарăм нихăçан.

Хитре, янтравла ман пулмарĕ ятăм,

Илсе пуймарăм пурлăх эп таçтан.

 

Тăванлăха та ваттана юратрăм,

Юта каймарăм янтă шыраса.

Чăвашлăх тĕнчине эп палăк лартрăм,

Хамри пуянлăха йăлтах парса.

 

31.01.2007.

Суккăр юрăçă


Шурă Атăл çийĕн аялтанах пĕлĕтсем шăваççĕ. Тĕтре карса илнĕ юхан шыв хĕрринчи пристаньте пăрахутсем аран палăраççĕ. Хушăран-хушă вĕсем кăшкăртнă сасă кăна çуллахи шăплăха хускатать.

Ир-ирех Ĕпху урамĕсенче иртен-çӳрен çукпа пĕрех. Чукун çул вокзалĕ енчен кăна çул сумки йăтнă вăтăралла çывхарнă арçын утать. Акă вăл урам кĕтесĕнче виçĕ хутлă çурт çумĕпе иртсе тăкăрлăка пăрăнчĕ, кирпĕч хӳмепе юнашар калинккерен кил картине иртсе ик хутлă пӳрт алăкне шаккарĕ. Кăшт тăрарахпа шалта ура сасси илтĕнчĕ:

— Кам унта?

— Уçăр-ха, эпĕ хваттере кĕрес пирки калаçасшăн.

Алăка тĕссĕрленнĕ кĕпе тăхăннă, çитмĕл çулсенчи пĕчĕк кевтеллĕ карчăк уçрĕ.

— Каçарăр чăрмантарнăшăн. Эсир Анна Ивановна пулатăр-и? — ыйтрĕ килнĕ çын.

— Çапла, — çăварне уçрĕ карчăк.

— Вакунра пĕрле килнĕ пĕлĕш пачĕ сирĕн адреса. Акă, кĕске çыру та парса ячĕ.

Анна Ивановна текенни мăйĕ урлă çиппе çыхса çакнă куçлăхне тахăнса хут çине мĕн çырнине васкамасăр вуларĕ, унăн пичĕ-куçĕ самантрах çуталса кайрĕ:

— Ара, эсир Смирновпа пĕрле килнĕ иккен! Чăвашах тет хăвăра.

— Çапла, чăваш. Сирĕн пушă пӳлĕм пур терĕ вăл. Хваттере кĕртеймĕр—ши|

Малалла

Шăрăх кун


Вĕçет тусан, кун шăрăх.

Юхса анать пит тăрăх

Тăварлă, йӳçĕ тар.

Тӳпе сенкер те çӳлĕ,

Хĕвел хĕртет хĕрӳллĕн.

Типет чĕлхе, çăвар.

 

Имшер, сап-сарă курăк.

Çĕр типĕ, тĕл-тĕл çурăк,

Хĕрсе тĕпреннĕ вăл.

Вĕри тăрать çанталăк,

Çук çумăр вăтăр талăк,

Типе пуçланă çăл.

 

Юман пăхать салхуллăн,

Ун çумĕнче шур хурăн

Турат усса тăрать.

Çĕре пуç тайнă тулă.

Хир варринче хăюллăн

Тырккас çеç шăхăрать.

■ Страницăсем: 1... 264 265 266 267 268 269 270 271 272 ... 796