Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Васкаса ĕçе утатăп,
Таврăнатăп е ĕçрен.
Ăнсăртран, ак, асăрхатăп:
Çеçкине çурать сирень!
Чарăнса, анчах, тăмашкăн
Вăхăт çук ун умĕнче!
Пур сăлтавĕ васкамашкăн:
Ĕç хистет мĕнпур енчен!
Ĕç те ĕç пĕр чарăнмасăр
Хăвалать çынна иртен.
Кун иртет асăрхаймасăр
Шур çеçкеллĕ çĕмĕрте.
Сăмсана кĕрсен сасартăк,
Ăнсăртран çеç ун шăрши,
Утмалла васкавлăн мар-тăк,
Чарăнатăн: «Ку мĕн-ши?
Ах, çеçке ку! Курăр эсĕр:
Умра-çутă çуркунне!»
Эпĕ пур, çакна сисмесĕр,
Курман та ун илемне.
Урасем каллех утаççĕ
Малалла. Ĕç хăвалать,
Çуркуннен асамлă каçĕ
Илĕртсен те — каймалла
Ман киле! Унта кĕтет-çке
Выльăх-чĕрлĕх картара.
Сыснисем нăриклетеççĕ.
Типет çĕрĕ пахчара.
Унта тислĕк йăтмалла ман,
Йăранне те тумалла.
Чавмалла çĕрне васкавлăн
Кĕреçе тытса алла.
Мотоблок е трактор хыççăн
Чупмалла алма ана.
Атту тăрăн-юлăн выçă
Лартмасассăн улмуна.
Илеме курмашкăн куçăн
Çук-çке вăхăт ниепле!
Çурхи вăхăт çапла, тусăм:
Чупмалла, ĕлкĕрмелле.
Кĕмсĕртетрĕ тӳпере. Унтан
Çил шавларĕ, аврĕ йывăçа.
Çапрĕ вăл чӳречерен тан-тан!
Вĕçрĕ çӳлелле çурса каçа.
Çиçĕм çиçрĕ васкаса çӳлте,
Шав çĕкленчĕ таврара тепре.
Çавăнтах тем пулчĕ пĕлĕте:
Килчĕ-анчĕ йĕпетсе çĕре.
Çумăр çурĕ, ак, курăксене,
Çул çинче пусарчĕ тусана.
Çапрĕ йĕпетсе чӳречене.
Парнелерĕ ырă сулхăна.
Сывлăш уçăлчĕ вара тинех,
Пăчă сывлăш сивĕнчĕ кăштах.
Çумăр çурĕ те çине-çине,
Ывăнса вăл чарăнчĕ часах.
Кĕç тавралăх ларчĕ шăпланса
Çумăр чарăнсассăн тумлама.
Юлчĕ çеç ун хыççăн тап-таса
Сулхăн сывлăш уççăн сывлама.
Çутат эс, çăлтăр, йăлтăртат
Телейлĕн, ирĕккĕн, хавассăн.
Ман мар эс. Пурпĕрех çутат.
Сана курсан, ӳсет утасăм.
Эп çӳрекен çулсем тавра
Яланхиллех яшсем выляççĕ.
Сăмаххисем вăр-вăр çавра,
Вĕсемшĕн савăк çăлтăр каçĕ.
Сăнатăп та — иртеп кулса:
Пĕри теприншĕн евчĕ тейĕн!
Виç пуслăх кĕмĕле авса
Курнасшăн ылтăн-кĕмĕл тенкĕн!
А эсĕ, çăлтăрăм, çутат!
Сан çуттупа çынсем киленччĕр.
Çăлтăр çути ирччен кăна,
Эс, çамрăкскер, çавна пĕлсенччĕ.
Кун каç еннелле сулăннă. Кĕтӳ кĕртмен. Эпĕ кăвакалсене Выла шывĕ хĕрне илсе кайрăм. Васкасах утрĕç вĕсем. Шыв хĕрне çитсен савăнсах кайрĕç. Тӳрех шыва чăмрĕç. Çунаттисемпе çатăлтатаççĕ кăна, шывпа сирпĕтмелле выляççĕ тейĕн. Кăвакалсене пысăк савăнăç çитрĕ. Пĕр хушă выляса чунĕсене кантарнă хыççăн манăн кăвакалсене шыв тăрăх тăвалла хăваласа каяс килчĕ. Урари пушмаксене хыврăм та çарран юхан шыва кĕрсе кайрăм. Сасартăк ман урасене темĕнле чĕр чун сĕртĕнсе кайрĕ. Эпĕ хăраса кайрăм, çĕлен пулĕ тесе шари! çухăрса ятăм. Шывран вăшт! кăна сирпĕнсе тухрăм. Кăвакалсем те эп кăшкăрнинчен хăраса пĕр çĕрелле пухăнса тăчĕç. Хам çавах кăвакалсене шыв тăрăх çӳлелле хăвалатăп. Нумаях та каяймарăмăр шывра тем ларнине асăрхарăм. Мĕнле чĕр чун пулнине пĕлес тесе ун патне çывхартăм. Шапа иккен. Пуçри карттуса хывса илтĕм те шапана кап! ярса тытрăм. Карттус айккинчен кăшт сывлăш кĕтĕр тесе уçса патăм. Çав вăхăтрах ман шапа шыва чăмпăлт! турĕ. Шыв пăтранчĕ. Шапана ăçталла кайнине курса та юлаймарăм. Çав хушăра мана кăвакалсем аса килчĕç. Ăçтарахра ишĕлтетеççĕ-ши тесе шыв тăрăх тăвалла тинкерсе пăхрăм. Вĕсем инçех каяйман, анчах темшĕн киле май çаврăннă, хăйсем темĕн тăрăшсах ĕçлеççĕ. Вĕсем патне васкарăм. Шапана ярса тытнă та кашни хайпăр хăй еннелле туртаççĕ: икĕ кăвакалĕ шапан пĕрер пĕççинчен, тепри — пуçĕнчен, ыттисем ăçтан кирлĕ унтан туллаççĕ кăна. «Эй! эсреметсем, мĕн хăтланатăр эсир унта? Шапа та сирĕн пек чер чунах вĕт? Унăн та пурăнас килет», — терĕм эпĕ. Ман сасса илтсе пĕр кăвакалĕ шапана кап! турĕ те — çăтса та ячĕ. Çапла шапа çухалчĕ. Хыççăн кăвакалсем çăвăнса тасалчĕç те вĕсене киле каясси пирки систертĕм. Пĕр кăвакал амийĕ ман пата пычĕ те: «Эпир киле веçсе каятпăр. Лар ман çине, вара часах çитĕпĕр? , терĕ». Эпĕ ним тăхтаса тăмасăрах хăпарса лартăм та Выла шывĕпе сыв пуллашса килелле вĕçтертĕмĕр. Пирĕн хыççăн ыттисем те вĕçсе пычĕç. Çапла вара киле туххăмрах çитрĕмĕр.
Каш! кашласа лараççĕ вăрмансем,
Илемлĕ те хитре ялан вĕсем.
Анчах паян типеççĕ юмансем,
Пĕр çулçăсăр вĕсен турачĕсем.
Çакна курсан ман чунăм хурланать,
Нимпе пулăшайманшăн юмана.
Шăтса вăл тухнă пин çул пурăнма,
Анчах пуçланă вăхăтсăр хăрма.
Шăваççĕ пĕлĕтсем çӳл тӳпере,
Сенкер тӳпе тĕсне тĕксĕмлетсе.
Вăрманăн симĕсне çав евĕрех
Тĕксĕмлетеççĕ типнĕ юмансем.
Пĕлĕтсем, татăлса ӳкес пек,
Васкамасăр аяллăн шăваççĕ.
Чарăнмасăр, вĕсем кунĕпе
Çумăрне лăстăр-лăстăр тăкаççĕ.
Явăнать çавраçил шăхăрса
Йĕпе çĕр çийĕпе айĕн-çийĕн.
Шавлă тăвăл килет тулхăрса
Тинĕсрен. Çиçсе илчĕ, ав, çиçĕм.
Шыв çинче тĕксĕмленчĕç хумсем,
Çырана тапăнма вăй шырарĕç.
Кăпăкланчĕç хумсен умĕсем,
Килсе çапрĕç çĕре харăс-харăс.
Пăтранать çĕрпе тинĕс çинче
Сивĕ тăвăл, ак халь, шывпа хутăш.
Таврана вут сапса куçĕнчен,
Ӳхĕрет хум çинче шурă вутăш.
Çутçанталăк урса ахăрать.
Шторм шавлать, пĕр самант чарăнмасăр...
Анчах, пурпĕр пырать пĕр карап
Хумсем çийĕн, нимрен хăрамасăр.
Эс мĕнле пурăнатăн-ши мансăр,
Çамрăк чух юрату чĕртнĕ чун?
Эс пĕлесчĕ: мана та пит кансĕр,
Сан çинчен шухăш ман кашни кун.
Шухăшпа сан патна эп çитетĕп,
Ачашлатăп кăлкан çӳçӳнтен.
Ку вăл ĕмĕт кăна. Эп пĕлетĕп
Уйрăлса эсĕ кайнă пиртен.
Ку ман ĕмĕт пустуй, эс пĕлетĕн,
Тек кураймăп сана нихăçан.
Пурпĕрех паян кун та чĕртетĕн
Эс манра çĕнĕ вут-хĕм, тăван.
02.02.2007.
Хĕл сиввинчен тарса, кунсем вăрăмланаççĕ,
Хĕл тексĕмĕ, йĕрсе, сирет хăй чаршавне.
Çуркуннене кĕтсе, çынсем маттурланаççĕ,
Шур юр витет шур кĕмĕл хăй çине.
Хĕвел те чĕнтĕрне çӳлте çыхма пуçларĕ,
Çерçи те, савăнса, ташлать сукмак çинче.
Шап-шурă кăвакарчăн кулюклатма пуçларĕ,
Савантарать ăна хĕвеллĕ çут тĕнче.
Хĕвелшĕн савăнса, тапать чĕре те манăн,
Чунра чăнах та ăшă туйăмсем.
Килес çуркуннене кĕтсе те саламланăн,
Таçтан вĕçсе килеççĕ çĕнĕ сăвăсем.
01.02.2007.
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта çуралнă эпĕ. Кунта çырми-çатри те, юхан шывĕ те, çăл куçĕ те тулăх. Тури Выла теççĕ эпĕ çуралнă яла. Ялăн кăнтăр хĕвел анăç енчен ăна çӳллĕ чул хӳме пек хулăн çăра вăрман хутĕлесе тăрать. Тахçанхи, авалхи сĕм вăрман ку. Çак вăрман чăтлăхĕнчи çăлкуçран Выла шывĕ авкаланса юхса тухать. Выляса юхакан Выла шывĕ вăй илнĕ вырăна Выл пуçĕ теççĕ. Ялне, Выл хĕрринче вырнаçнăран, Тури Выла тесе каланă. Çулла пушшех те илĕртӳллĕ кунта. Ик куç тулли, чуна шăнăçайми илем.
Çуркуннепе çулла, лапсăркка йăмрасем кăчка ларсан, шап-шурă хурăнсем çӳçе-шерепине çĕре çитиех уссан, тухас та килмест ялтан. Вăййа тухнă хĕрсем пек чиперленнĕ çĕмĕртсемпе улмуççисем çывăхĕнче вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт, сĕрлесе вĕçет.
Кĕр мăнтăрĕпе, хĕрӳ ĕçсем вĕçленсен, Тури Выла тăхлачисем хăна-вĕрле умне чыс туса, хисеплесе кăпăклă сăра, хĕр пичĕ пек хĕп-хĕрлĕ те сĕтеклĕ пан улми, питĕ тутлă çĕнĕ пыл кăларса лартаççĕ.
Ачалăхăм манăн çакăнта, ытарайми Тури Выла ялĕнче иртрĕ. Çавăн пек хаклă, чуна çывăх, яланах хăй патне кăчăк туртса ларакан Тури Вылăм нихăçан та манăçмĕ, чĕремре упранĕ. Чунăмпа паянхи кун та эпĕ Тури Вылтах пурăнатăп. Яланах куç умне савăнăçлă кунсем, ырă самантсем тухса тăраççĕ: Выла хĕрринче çара уран чупса çӳренисем, хур-кăвакал, ĕне черечĕ, сурăх кĕтĕвĕ пăхни ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Ман кăна-и? Çук, çук. Ман тантăшсен, аттесен, асаттесен, вĕсен аслашшĕсен те… Атте каласа панă тăрăх Вылана çулла пĕвеленĕ. Ачасем, вĕт-шакăрсем вара, пĕверен тухма та пĕлмен. Чăма-чăма шыва кĕнĕ, ишнĕ, пĕр-пĕрне шыв сирпĕтсе хăваламалла вылянă, пулă та тытнă… Шăпăрлансем хăйсен пĕчĕк чунĕсене киленĕçпе тултарнă.
Малалла
Кĕтес тесен, кĕтен.
Кĕтменшĕн хурланмастăп —
Мĕне чун сивĕнсен
Телей кӳмен хаваслăх?
Кĕретĕпех, килсен,
Кĕмешкĕн алăк каснă.
Кĕтмессине пĕлсен —
Текех кĕрсе тăмастăп.
Каяс тесен, каян.
Кайнишĕн ятламастăп. —
Кашни килен-каян
Çулне чараклаймастăн.
Кайма çулсем паян
Каяс текеншĕн аслă.
Çул майлă мар пулсан,
Ют сукмакпа утмастăп.
■ Страницăсем: 1... 263 264 265 266 267 268 269 270 271 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...