Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕрлерĕ,
Ямшăк килчĕ, каймалла кăна.
Кĕтрем-кĕтрĕм, ăсатма килмерĕн,
Кĕрсе тухмаллаччĕ хамăнах.
Юрату çуначĕ çутă кайăк,
Çулне тупĕ юратсан чĕре,
Эс мансан та, эпĕ манса каймăп,
Çунмăпах хаяр кĕвĕçӳре.
Сăртпа сăрт çеç пĕр-пĕрне тĕл пулмĕ,
Эпир тĕл пулатпăр пурпĕрех.
Сансăр çумăр çумĕ, хĕвел кулмĕ —
Уйрăмшар савмасть телей пире.
Юрату çуначĕ çутă кайăк,
Çулне тупĕ юратсан чĕре,
Эс мансан та, эпĕ манса каймăп,
Çунмăпах хаяр кĕвĕçӳре.
Уйрăлу та пулĕ, тĕлпулу та,
Черетпе килет тĕнче йĕрки.
Иксĕмĕр нихçан та çичĕ ютăн
Уйрăлса каймастпăрах эпир.
Каçĕ пулнă-пулман икĕ çăлтăр
Йăлтăрать хĕвеланăç енче.
Ӳркенмесĕр, савни, кăшт пăхса тăр:
Эпир иккĕн — çав çăлтăрсенче.
Пĕри уçăмлă, çӳллĕ те çутă.
Тепри шăппăн çунать хыçĕнче.
Ĕлкĕрсе çитеймен пек пĕр утăм
Курăнать вăл малти çумĕнче.
Темĕнччен танкеретĕп те эпĕ
Тĕлĕнетĕп вĕсен йĕркинчен.
Ман пекех, иртеймест пуль çав, тетĕп,
Пĕчĕк çăлтăр шăпа çырнинчен.
Хĕвел аннă-анман икĕ çăлтăр
Çуталать сирĕн ял çумĕнче.
Хăйсене уйăрма та май çук-тăр,
Хушшисем вĕсен пурпĕр инçе.
Чечек татса, пуçкашăлĕ туса,
Эп килтĕм çакă çутă тĕнчене.
Анчах çынсем, курми-илтми пулса,
Мана кĕртмерĕçĕ хăйсем патне.
Ан шантăрччĕ тесе чечексене
Куççульпеле шăвартăм кашни кун.
Вĕсем илемлине эп çынсене
Юрла-юрла кăтартрăм, мĕскен чун.
Пĕлместĕп, мĕншĕн пирĕн çынсене
Хитре чечек те пач та кирлĕ мар.
Пĕлместĕп, мĕншĕн ман юрăсене
Вĕсем пачах итлесшĕн мар.
Усратăп пурпĕрех чечексене,
Чунра хыватăп çĕнĕ юрăсем,
Парнелесе паратăп çынсене,
Шанса килĕшессе вĕсем.
Çуркунне çывхарать. Çутçанталăк çуталать. Çăварни çитрĕ. Çаврака çатма çинче çуллă çăкăр-тăвар, çăмарта. Çăварниччен çынсем çăвăнаççĕ, çапăнаççĕ. Çынсем çăварнире. Çунашка çинчи çамрăксем çухăраççĕ. Çемен çунашкийĕ Çтаппан çунине çапăнчĕ те Çтаппан Çемен çине çилленмеллипех çилленчĕ. Çурхи çанталăк çилсĕр. Çĕмĕрт çеçке çурасшăн.Çеремсем çеçенленчĕç, çĕмĕрт çеçки те çурăлчĕ, çеçпĕлсем те çеçкеленчĕç. Çăлкуçсем çĕр çĕмĕрсе çĕр çинелле çĕкленеççĕ. Çыранĕсем çывăхĕнче çӳçе-хăва. Çуркунне çемми çепĕç те çемçе.
Çеруш Çурçĕре çыру çырчĕ: «Çинук! Çĕмĕрт çеçке çурчĕ, çулла çăвĕпех çырла çийĕпĕр. Çырмара çăлкуç çывăхĕнчи çерем çинче çĕр çырли çитĕнет. Çĕр çырли çеçкере, çулла çĕр çырлине çурлапа çулсах çийĕпĕр. Çĕр çырли Çуткасси çывăхĕнчи çăлкуçра та çитĕнет. Çăлкуçри çырла çăмăлскер, çăмарта çӳллĕшскер, çулсене çухатать. Çав çырлана çиекен çамрăкланса çăмăлланать. Çак çăлкуç Çуткассине çеçенхиртен çитнĕ. Çăка çулçи çаврака, çавах çырли çук. Çеçпел çеçкере, çеçпĕлĕн çимелли çырла çук çав. Çулла çумăр çăвать, çиçĕм çиçет. Çутă çăлтăрсем çынсене çутатаççĕ. Çĕнĕ çăлтăр çутăлсан çĕнĕ çын çуралать. Çурçĕрте çырла çук. Çулла çулçӳреве çит, çырла çийĕпĕр. Çеруш».
Малалла
Эпĕ шăнкăрч йăвине
Тухса çакрăм ирхине
Çӳлĕ йывăç тăррине,
Итлемешкĕн юррине.
Пăхрăм икĕ сехетрен:
Вăл ларать — мĕн юрласа.
Хĕпĕртерĕм чĕререн,
Аялтан ăна курса.
«Пин-пин çухрăм вĕçсе пуль
Çитрĕн эсĕ, — терĕм эп, —
Кунта халĕ хăна пул,
Чĕппӳне вĕрент вĕçме».
«Мĕн хăни? Эп — хăна мар, —
Терĕ шăнкăрч йăваран, —
Ман анне тĕнче курма,
Пĕлтĕрех çăмартаран
Кăларса, çак туратран
Мана янă вĕçтерсе.
Хăна мар — эп, ху куран,
Киле çитрĕм халь вĕçсе.
Эпĕ килтĕм, ак, кунта.
Питĕ ăшă пулсан та
Кăнтăрта, анчах, туртать
Çĕршыва пире чунтан!
Лайăх мар читре, начар!
Чун канать Тăван çĕрте».
Эп ăнлантăм шăнкăрча:
Вăл, чăнах, кунта-килте.
Шăнкăрч çат! çат! тутарса
Çапса илчĕ çунатне.
Шăхăрса та савăнса
Шăрантарчĕ юррине.
Алхасать хирте тăман,
Шăхăрса çил вĕçтерет,
Çывăхри çăра вăрман
Пытанма çилтен чĕнет.
Унта шăп. Çил çӳлте çеç
Авать йывăç тăррине.
Юр пĕрчи, вĕл-вĕл вĕçсе,
Ӳкет шăппăн хул çине.
Çемçе, кăпăш, шурă юр
Хупласа выртать çĕре.
Васкамасăр, эп, маттур,
Шутаратăп йĕлтĕре.
Утса-чупса çапă пухрăм
Çăра вĕтлĕх вăрманта...
Ерленме мар, макăрĕ-ха
аса илнĕ вăхăтра.
Çаппи çамрăкки пулсассăн
Çатан авма ним те мар...
Макăрма мар, типсе лартăр
Чăтаймасăр хурлăха.
Телей пур-и, телей çук-и,
Шыраканшăн вăл пурах...
Типме мар, хуçăлса антăр,
Хăй хурлантăр, эпĕ мар!
Кунçул пĕр вĕçсĕр ĕмĕт пек çăмха,
Анчах ăна сӳтмешкĕн эп пĕлмерĕм.
Сиктерчĕç ыттисем юланутпа,
Эпĕ вара çуран кăна çӳрерĕм.
Утан çулта телей çăмхи тупсан
Пĕртен пĕр тусăма парас тесеттĕм.
Телейĕме вăл тиркемен пулсан
Мăшăр утпа ĕрехтерсе çӳреттĕм.
...Хама савман савни патне кайса
Чĕре çине кача тăвар çеç сапрăм,
Çăмха пек утсемпе çăрхаласа
Яш ĕмĕрти ĕмĕтсене ăсатрăм.
Астан хăйĕн шыври патшалăхĕнче савăнса çеç пурăннă. Унăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çичĕ хĕрĕ. Чи асли — Стана ятлă. Хĕрĕсем вара пĕри тепринчен чипер пулнă. Шыв патши вĕсене питĕ юратнă. Кашни хĕрĕн уйрăм пӳлĕм, илемлĕ кĕпесем, хитре пушмаксем, йăлтăркка шăрçасем, хăлха çаккисем, сулă-çĕрĕсем… Астанăнни пек хитре хĕрсем патшалăхĕпе те никамăн та пулман. Ашшĕ хĕрĕсене куç пек сыхланă.
Астанăн Рина ятлă аппăшĕ пулнă. Çак усал та хытă чунлă хĕрарăм шăллĕ пуян пурăннине курайман, унăн пурлăхне ăмсаннă. Астанăн хĕрĕсене вара чунтан юратман. Рина шăллĕн патшалăхĕнче хăй хуçа пуласшăн çуннă. Астан вара аппăшĕн вăрттăн шухăшне пĕлмен, ун çинчен шухăшлама та пултарайман.
Пĕррехинче аппăшĕ Астан патне хăнана килнĕ. Шăллĕ ăна вăхăтлăха пурăнма тесе хăна пӳлĕмне вырнаçтарнă.
Пĕр кунхине Астан чи çывăх юлташĕ патне хăнана кайнă. Патшалăхне астуса тăма, хĕрĕсене пăхкалама Ринăна шанса хăварнă. Шăллĕ кайсанах çак хапсăнчăк хĕрарăм пĕтĕм патшалăха пăхса çаврăннă, чее куçĕсене выляткаласа куланçи тунă. Куç умĕнчи пуянлăха еплерех çавăрса илес-ши тесе кунĕн-çĕрĕн пуçне çĕмĕрнĕ.
Малалла
Чĕрчунсем, кайăксем, çĕленсем, пулăсем
Çĕр çинче авалтан — шăллĕсем çыннăн. Пĕлĕр!
Çавăнпах пуль йĕреççĕ çын евĕр вĕсем
Патакпа, сăмахпа кӳрентернĕшĕн тĕлсĕр.
Пуртăпа эс çапсассăн лаштра юмана,
Тымартан пуçласа çулçиччен чĕтренет вăл.
Çуркунне çĕçĕпе амантсан хурăна,
Вăл куççуль юхтарать — ыратать унăн нервă.
Уй-хире пăхмасан юратса ача пек,
Пуçланать кĕç эрози — уй-хирĕн суранĕ.
Пӳр пек пылчăк юхать çав суран тĕпĕпе:
Вăй ĕмет вăл çĕртен. Çухалать тĕс çаранăн.
Çамрăк тусăм! Юлташ! Ан васка пурттуна
Ӳсекен йывăçа амантма çĕклемешкĕн.
Ан васка, эс, этем, ятлама чĕрчуна
Шухăшне, кӳренсен, калама пĕлейменшĕн.
Çынсемпе чĕрчунсем Çĕр-планета çинче
Пурăнсан кӳршĕлле хирĕçӳсĕр те туслă,
Начар пулмĕ нихçан, капăрланĕ тĕнче,
Пурне те пурнăçра пулĕ çеç пысăк усă.
■ Страницăсем: 1... 261 262 263 264 265 266 267 268 269 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...