Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирУтартаКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПепке çуралсан...Акăшсем таврăнаççĕÇил-тăвăлСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Утатпăр киле


Пыратпăр çуран,

Утатпăр аран

Юр хунă çулпа.

Вĕрет çил вăйпа,

Хĕвет хулăн кĕрт.

Хул çумĕнче — хул,

Умри çынна тĕрт,

Анчах, ан ӳк ху!

 

Сапать юр куçран.

Пĕр шухăш пуçра:

«Пăхас шав ума,

Çĕтсе каяс мар!»

Тăман: «У-у! та У-у!»

Эпир: «Эх! те Эх!»

Ан пăрăн, асту,

Çулран эс текех!

 

Васкатпăр пурте,

Вăй чакнă пирте.

Анчах малалла —

Çуралнă яла

Утатпăр çуран

Тăман витĕрех.

Туртать-çке ялан

Тăван çĕр пире.

Тăван ял пĕви


Балтика тинĕсĕ анлă,

Унта шыва кĕтĕм кăçал.

Хура тинĕс ăшă, тăварлă,

Хитре те мăнаçлă Байкал.

Охотка шавлать. Хумĕ çӳллĕ.

Штормсем алхасаççĕ темччен.

Яппун тинĕсне эп хĕрӳллĕн

Чăма-чăма тухрăм унччен.

Иртыш, Енисей, Аслă Атăл,

Шур Атăл, Амур, Ангара,

Дон пек çырмасем, эп калатăп,

Пĕрре те çук пирĕн патра.

Анчах та питех кулянмастăп

Пулсан та вĕсем пит инçе:

Кĕмешкĕн шыва эп манмастăп

Тăван Кинчеккей пĕвинче.

Ал вĕççĕн ăна пĕвеленĕ,

Тăпра та хăва турттарса.

— Ан кайтăр татса пĕве, — тенĕ,

Лаптак чулсемпе нăкăтса.

Тип-тикĕс пĕвен виçĕ енĕ,

Тăваттăмĕш енĕ-вăрман.

Кунта эп ишмешкĕн вĕреннĕ

Пĕрле туссемпе ачаран.

Малалла

Ял каçĕ


Кĕтӳ анать,

Çын хумханать,

Тухать вăл урама.

Куçне хĕссе

Пăхса сăнать

Таврăннине ума

Ĕни-пушмакĕ ун хиртен,

Е сурăх-качаки.

Киле килсен

Вĕсем пурте

Ак, хĕпĕртет хайхи!

Хĕвел анать,

Яш савăнать.

Утать вăл клуб енне.

Чĕри тапать ун,

Пăлханать

Курсассăн савнине.

Клуб уçăлать,

Çынпа тулать:

Яш-кĕрĕм пухăнать,

Кĕпĕрленсе

Юрлать, ташлать.

Çак кирлĕ çеç ăна!

Клуб хупăнать

Те пушанать

Унти çамрăксенчен.

Вара-çке юрă шăранать

Ял çийĕн мĕн ирччен.

Шыв пики


Вылякансем:

Шывпи, Марине, Шапа, Тĕкĕр, Марине амăшĕ

 

Пĕрремĕш курăну

Кӳлĕ хĕрри. Йĕри-тавра илемлĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ çырласем çакăнса тăраççĕ. Марине тухать.

 

Марине. Çырла пиçнĕ! Анчах та ăна çиме юрамасть. Çисессĕн — тĕлĕнтермĕш япаласем курса пĕтетĕн. (Марине чăтаймасăр пĕр çырлине татса илсе çиет). Ытла та тутлă-çке! (Тепĕр çырлине татма аллине тăсать çеç — кӳлĕрен Шывпи сиксе тухать).

Шывпи. Чиперкке! Эсĕ мĕншĕн хĕрлĕ çырласене татса çиетĕн? Вĕсем ахаль çырласем мар вĕт.

Марине. Чăтаймарăм çав, ытла сĕтеклĕ курăнса лараççĕ те. Халь манпа мĕн пулать-ши вара?

Шывпи. Мĕн пулмалли пулать. Атя манпа пĕрле. Шыв тĕпне анатпăр, сана хамăрăн çĕр-шывпа паллаштаратăп.

Марине. Санпа пĕрле пымасассăн?

Шывпи. Пымасассăн — пĕчĕк пулă пулса выртатăн та хĕвел çинче шывсăр типсе вилетĕн.

Марине. Манăн халех вилес килмест-ха. Эсĕ мĕнлерех пурăннине пырса куратăп эппин. Кайрăмăр! (Маринепе Шывпи кӳлле кĕрсе çухалаççĕ).

Малалла

«Куçне чарса пăхать çӳлтен çут уйăх...»


Куçне чарса пăхать çӳлтен çут уйăх,

Сирес тет васкасах каç чаршавне;

Тăван çĕрте тем чухлĕ терт те хуйăх,

Никам та пулăшмасть асаплă çынсене.

 

Кама кĕтетпĕр-ши, тесе ыйтатăп эпĕ.

Никам та нимĕн те хуравламасть мана.

Патша та, турă та пире çăлмасть — пĕлетеп,

Ытла та путсĕр пирĕн самана.

 

Çак таранах пире камсем çаратрĕç,

Мĕн-ма патшалăх пулчĕ вăр-хурах.

Хурав кам памалла? Ăна пытарчĕç,

Çапах та чăнлăх тĕнчере пурах.

 

Çав чăнлăха тупасчĕ тетĕп эпĕ,

Асаплă çынсене çăласчĕ асапран.

Çак тертемпе ялав çĕклетĕп эпĕ,

Чăн пулăшу кĕтетĕп уйăхран.

 

16.12.06.

Туссем


Ах, эпир аплаччĕ,

Ах, эпир каплаччĕ,

Ах, пурăнаканччĕ

Çамрăк вăхăтра.

Туслăн çӳрекенччĕ,

Çĕр çĕмĕрекенччĕ,

Чул тĕпретекенччĕ

Эпĕр пурнăçра.

Ах, юратаканччĕ,

Ах, ыталаканччĕ,

Ах, чуп тăваканччĕ

Çамрăк хĕрсене!

Кун-çулсем иртсессĕн,

Вăхăтсем çитсессĕн,

Саланса пĕтсессĕн

Тĕрлĕ çĕрсене,

Пĕр-пĕрне курмастпăр,

Туслă пурăнмастпăр,

Тĕплĕн калаçмастпăр,

Хаклă тусăмсем.

Халь ăçта çӳретĕр,

Еплерех ĕçлетĕр,

Мĕн çĕмĕрттеретĕр,

Ман юлташăмсем?

Ах, пуçтарăнасчĕ,

Кĕреке пухасчĕ,

Юрă шăратасчĕ,

Тусăмсем, пĕрре!

Эпĕр пухăнсассăн,

Пĕр-пĕрне курсассăн,

Малалла

Çулсем


Çулсем, çулсем,

Инçет çĕрсем

Чĕнсе хумхатрĕç чунсене.

Эпир ӳссен

Пире вĕсем

Салатрĕç тĕрлĕ çĕрсене.

 

Пире кĕтсе

Атте-аннен

Час шуралаççĕ çӳçĕсем.

Анчах вĕсен

Эпир килсен

Пăхаççĕ ăшшăн куçĕсем.

 

Çулсем, çулсем,

Çут ĕмĕтсем

Кайма сĕнеççĕ инçене.

Анчах вĕсем

Çулсем иртсен

Чĕнеççĕ пурпĕр килсенех.

Асамлă çăлкуç


Çулла. Çанталăк ăшă.

Хĕвелĕ пĕçертет ирех.

Сенкер тӳпе те паян тăрă,

Пĕр пĕлĕт те çукпа пĕрех.

 

Курăк çинче мерчен пек сывлăм

Йăлтăртатса каллех выртать.

Эп сывлăмпа пите çăватăп,

Пуласчĕ хитре хĕр ача.

 

Паян асаннепе ирех

Çырла татма тухса каятпăр.

Эп хатĕрлерĕм карçынкка,

Асаннене валли — пурак.

 

Вăрман ялтан инçех те мар,

Унта ӳсет тем тĕрлĕ йывăç.

Юрă юрлаççĕ кайăксем,

Чуна уçаççĕ манăнне.

 

Часах çитрĕмĕр уçланка.

Кунта çырла вара тем чухлĕ.

Чечекĕсем тата епле

Илемлĕн курăнса лараççĕ.

 

Сĕрлеççĕ ĕçчен пыл хурч(ĕ)сем,

Таçта ула такка сассийĕ.

Тимлетĕп эп кашни сасса,

Тухас килмест çак вăрмантан.

 

Çапла чылай асаннепе

Çӳрерĕмĕр çырла пухса.

Хĕвел çӳле хăпарса çитрĕ,

Кайма халь вăхăт килелле.

 

Утатпăр çулпалла хуллен,

Ăш хыпрĕ, шыв ĕçес килет.

Çав хушăра асамлă сасă

Пырса кĕрет ман хăлхана.

Малалла

Телей уççи шыраса


Ĕлĕк-авал чăваш çемйи йышлă пулнă. Ача-пăча çитĕнсе çитсе авланса çемье çавăрсан тĕп килте кĕçĕнни юлнă, аслисен уйрăлса тухма тивнĕ. Микулай мучин аслă ывăлĕсем кил-çурт çавăрма вăрманти пĕр уçланкăна суйласа илеççĕ. Пулас ял вырăнне чӳклеме унта хура кĕсре кайса яраççĕ.

Хут çинче ку ял Çу уйăхĕ ятлă, халăхра вара — ку таранчченех Хура кĕсре ятпа çӳрет. Çу уйăхĕ тесен халăх ку ял ăçта вырнаçнине пачах та чухламасть, Хура кĕсре тесен вара тӳрех сана вăл ăçта вырнаçнине пĕр-пĕринпе тупăшсах тĕллеттерсе яраççĕ.

Вăрманта тĕрлĕ вĕçен кайăк савăнса юр юрлать. Мĕнле кăна кайăк çук-ши кунта, мĕнле кăна юрă юрламаççĕ-ши вĕсем! Анчах хура кĕсрен кайăк шухăш мар-ха. Вăл хăйне çынсем сĕм вăрманта мĕншĕн хăр пĕччен кăкарса хăварнине ниепле те ăнланаймасть. Хуçи хăй ĕçленĕ хушăра ăна çапла кăкаратчĕ-ха, анчах та каçалапа лаша яланах килелле юртатчĕ.

Тĕттĕмлене пуçларĕ, хуçа курăнмасть. Тӳпене çăлтăрсем тухрĕç. Йĕри-тавра шăна-пăван явăнать, пĕр шелсĕр нăйласа çыртать, çĕлен-калта чашлатать. Кĕсре ирĕке тухасшăн йывăç тавра çаврăнать, хура урисемпе çĕре чакалать, кукалет, тапса та пăхать, шăмарать, чĕвен тăрса та пăхать, ниепле те вĕренрен хăтăлаймасть. Чупсан-чупсан ывăнчĕ, хуçи килессе кĕтсе канма выртрĕ.

Малалла

Альма-матер


Пикки шывĕ хĕрринче,

Симĕс йăмра айĕнче

Пирĕн шкул вырнаçнă —

Альма-матер.

Кашни кун вăл ир-ирех

Вĕренме чĕнет пире,

Ытамне ялан илмешкĕн хатĕр.

Хушса юрламалли:

Альма-матер —

Урал шкулĕ!

Яту санăн янăрать.

Пĕлмен çын сана çук пулĕ

Çакă пирĕн таврара.

 

Ялсенче, хуласенче —

Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрсенче

Эс вĕрентнĕ ачусем ĕçлеççĕ.

Эсĕ панă пĕлӳсем —

Иксĕлми пуянлăхсем

Пулăшу ялан пире кӳреççĕ.

 

Вунтăххăрмĕш ĕмĕрте

Эс çуралнă çак çĕрте.

Санăн çулă вăрăм та мăнаçлă.

Урал шкулĕ — тăван шкул,

Ялан эсĕ вăйлă пул,

Такăр, çутă пултăр сан малашлăх.

■ Страницăсем: 1... 268 269 270 271 272 273 274 275 276 ... 796