Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Калатчĕ асатте мана:
— Эс, ульăм, пысăк ӳс!
Йывăрлăхсем çапсан пуçна
Нихçан ăна ан ус!
Русаковсен ятне ан яр!
Чăваш ятне ан çĕрт!
Пул тăшманпа чее, хаяр!
Кам вăйсăр — хутне кĕр!
Эс, Аркади — чăваш ачи!
Эс — пĕчĕк Русаков!
Ял-йышсемпе ĕçле те çи.
Ку — пурнăçăн сакки!
Тăван ту эсĕ тăвана,
Юлташ пул туспалан.
Кинчеккее — тăван ялна
Юрат! Ăна ан ман!
Эп пултăм икĕ вăрçăра —
Тăван ялтан инçе.
Мана сыхларĕ тыткăнра
Пулни вăл çĕр çинче.
Кинчеккее — тăван яла
Ман туртăнатчĕ чун.
Çак еннелле — тухăçалла
Пăхаттăм кашни кун.
Кунта ман юлнă, ма, тесен,
Çемьеçĕм, тăвансем.
Эп килтĕм вăрçă вĕçленсен
Тăван ялах. Пĕлсем!
Çапла калатчĕ асатте
Пире — ачасене.
Анчах та пурпĕр — халĕ те
Манмастăп сăмахне.
Эп те калатăп, ак, паян:
— Çĕклентĕр тăван çĕр!
Тăвансемпе эс пул тăван!
Чăваш ятне ан çĕрт!
Савнă Розăна
Ытла та хитреччĕ ун чух çуркунне,
Саркайăк юрлатчĕ кĕтсе мăшăрне.
Çут уйăх, савса ман пекех, сан çине
Тăкатчĕ тем тĕрлĕ ахах-мерченне.
Сĕм тĕттĕм каçа çутататчĕ куллу,
Сассу илтĕнетчĕ хитре юрă пек,
Савса ман çӳçе ачашлатчĕ аллу,
Çав каç тыткăнларăн мана пĕтемпех.
Çур ĕмĕр ытла унтанпа ман пӳртре
Чуна ăшăтать сан куллу хĕвел пек.
Санран маттурри никам çук тĕнчере,
Саватăп сана çирĕмри каччă пек.
23.12.06
Купăс сасси ян каять,
Кăмăла çĕклентерет,
Пĕлменни те чăтаймасть,
Савăнса вăл сиккелет,
Хушса юрламалли:
Тĕрлĕ тĕслĕ тӳмисем,
Тĕслĕрен ун сассисем.
Тӳмисем, тӳмисем —
Чуна илĕртекенсем.
Ун сасси савăнтарать
Авалтанах çынсене.
Хуйхăра та пулăшать,
Юрлаттарать туйсене.
Купăсçине юратап,
Пӳрнисем вылянăран.
Ун куçĕсем ялкăшса
Юратуллă пăхнăран.
Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.
Акă пĕрремĕш урок — математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.
Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», — шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.
Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», — терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл.
Малалла
Шурăмпуç килнĕ чух
Çӳл тусен хыçĕнчен
Вăранать ыйхăран
Ман тăван Кинчеккей.
Юрататăп сана
Ман сăпкам, Кинчеккей,
Эсĕ — манăн шăпа,
Эсĕ — манăн телей.
Шур тĕтре улăхра
Сарăлать инçене.
Пачĕç сассисене
Кайăксем чăтлăхра.
Сывлăмпа çăвăнса,
Чечексем илемне
Парнелеççĕ пире
Ирхине шăплăхра.
Кӳлĕсем çап-çутах,
Вĕсенче — шур хурсем.
Тăрнасем кăрлатни
Илтĕнет тӳпере.
Вутăш евĕр хитре
Йăрăс пӳллĕ хĕрсем,
Улăп пек каччăсен
Вут-кăвар чĕрере.
Икĕ ту хушшинче,
Савнă ялăм, ларан.
Сарлака ураму,
Тăрă шывлă çăлсем.
Ешереççĕ хирсем,
Каш! кашлать сĕм вăрман.
Йăлкăшаççĕ çĕрле
Тăван ял çутисем.
Чечек пуçтарнă пек
Юратăва пуçтартăм.
Сап-сарă хĕвел пек
Сана эп ачашларăм.
Шăрăх кунхи ăш çумăр пек
Шăвартăм эп çĕре.
Пыл хурчĕ нектара юратнă пек
Юратрăм эп хĕре.
Анчах та шанчĕ юрату
Чечекĕм шаннă пек.
Ман чĕрере халь ырату
Хĕвел çухалнă пек.
Тырпул памарĕ савнă çĕр,
Пачах шыв сапман пек.
Алне памарĕ савнă хĕр
Пачах та савман пек.
22.12.06.
Савăнар-ха, хаклă тăвансем,
Юратса пурăнар пурнăçа.
Ялкăшчăр ялан пирĕн чунсем
Пĕр-пĕрне ĕмĕрех ыр сунса.
Хушса юрламалли:
Ай, юрлар-ха,
Ай, ташлар-ха,
Çут хĕвелпе савăнар-ха.
Ай, пĕр-пĕрне юратар-ха.
Атте-анне вырăнлă пултăр,
Çăкăртан аслăрах пулар мар.
Ача-пăча савăнса кулгăр,
Ĕçре те пулас вĕри кăвар.
Пултăр çумра юлташ-хурăнташ,
Чиперрĕн пурнасчĕ çĕр çинче.
Хумхантăр ылтăн тулă-ыраш
Пĕр килекен хаклă ĕмĕрте.
Хутăм шурă хут ума,
Лартăм сăвă эп çырма.
Хĕрĕхрен иртнĕ пуçпа
Çĕн ĕçе тытăнас-ха.
Тĕрлĕ шухăш пуçăмра,
Пĕтĕмпех ман асăмра.
Курмалли тата мĕн пур?
Савăнăç е хуйхă-хур?
Пулчĕ тĕрли пурнăçра,
Çын йĕмест вăл хавасран.
Хĕн-асапĕ — пысăк лав,
Кĕмĕлленчĕ ман тăнлав.
Пулчĕ савнăçĕ-кулли —
Пулаймарĕ вăл тулли.
Вырнаçать вăл хутаçа
Тата пĕчĕк ывăçа.
Куçăм, ытла ан шывлан,
Начар пулмĕ-ха ялан.
Чунăмпа шанатăпах:
Çăлтăра тупатăпах.
Акă эпĕ хуларан яла таврăнтăм. Каçхи сылăшпа уçăлса çӳреме урама тухас терĕм. Пирĕн кӳршĕ карчăкĕ патне ялти ватăсем пухăнса ларнă. Пырса лартăм вĕсен патне. Хветле аппа пĕр истори каласа кăтартать. Пурте ăна тимлĕ итлеççĕ.Мана та вăл каласа пани шухăша ячĕ. Эпĕ вара истори пулса иртнĕ вырăна кайма шут тытрăм.
Пыратăп шыв хĕррипе... Каç сĕмĕ çапа пуçланă ĕнтĕ. Сасартăк пуç тăрринчен сысназавр еверле чĕр чун вĕçсе кайрĕ. Ман куçран вут тухса кайрĕ те хам та астумастăп темле шыва лекнине. Йĕри-тавра шыв хумханать, йывăçсем кăн-кăвак та хуп-хура. Çулçăсем тăваткаллă та çап-çаврака. Ман умра темле сысна евĕрлĕ чĕрчунсем чупса çӳреççĕ. Вĕсем иккен сысназаворсем. Акă вĕсем пуçлăхĕ тухрĕ. Вăл икĕ пуçлă, пилĕк ураллă, тăватă куçлă. Акă манран тĕпчеме тытăнчĕ. Эп шыв сыпнă евĕр тăратăп. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн хам çинчен калама пуçларăм. Хампа паллаштарни вĕсене кăмăла каймарĕ пулас,вĕсем мана темле тĕттĕм вырăна илсе кайрĕç. Акă каç та пулчĕ. Никамран та хӳтлĕх çуккине лайăх пĕлетĕп. Çан-çурăма темле сивĕ çапа пуçларĕ. Ман ăш-чикĕ чĕтре пуçларĕ. Сасартăк шыв пӳрчĕ шавлама пуçларĕ. Темле черчен сасă илтĕнсе кайрĕ. Ку хĕр сасси янăрать иккен. Унăн юрри питĕ хурлăхлă. Тепĕр самантра вăл ман умра тăра парать. Эпĕ унран мĕнле лекнине ыйтрăм. Çак Шыв пики хăй çинчен каласа пачĕ. Вара çак шыв тĕнчинчен мĕнле хăтăласси пирки калаçрăмăр. Ирхине çакăнти тĕнчере çывăраççĕ иккен каçхине вара... Те хăтăлнă, те хăтăлман хам та пĕлместĕп.
Малалла
Çăлтăрсен туйне чăмса эп кĕрĕп.
Уйăха чуптăвăп тутинчен.
Алтăр-çăлтăрпа сипет эп ĕçĕп,
Пухăп эп илем шевлесенчен.
Асамат кĕперĕпе эп утăп,
Каçăп сиплĕ Атăл леш енне.
Хам валли унта çĕн пурнăç тупăп,
Çĕн хайлав çуратăп çуркунне.
Çут хĕвел шевлипеле вăй илĕп,
Çăвăнăп çап-çутă сывлăмпа,
Çап-çамрăк пулса тепре эп килĕп,
Юрламашкăн çĕнĕ вăй-халпа.
Çынсене савса çĕн юрă юрлăп,
Мухтăп юрăра тăванлăха.
Улăп евĕрех эп вăйлă пулăп,
Пулăшма юратнă халăха.
17.12.06
■ Страницăсем: 1... 267 268 269 270 271 272 273 274 275 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...