Çырмасен асамлăхĕнче
Ылтăн кĕркунне. Кĕрхи хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр хĕрхенмесĕр сапалать. Çĕлен ăшши тăнăран Кушлавăш уйĕнче касу пăхма питĕ аван. Ĕнесем çумăр хыççăн вăй илнĕ симĕс курăк çийĕнче çӳреççĕ. Сурăхсем Мучи çурт çырминче канлĕх тупнă. Пĕр-пĕрин çумне кĕпĕрленнĕ те пашка-пашка сывлаççĕ. Качакасем юнашарти Паранк çырминче ик ура çине тăрсах симĕс çӳçе вуллисене кăшлаççĕ. Шăллăм кăсăклансах фотоаппаратпа тем çатлаттарать. Эпĕ пушă вăхăта сая ярас мар тесе çӳллĕ вырăнти тĕмеске çине лартăм та сăвă вĕренме тытăнтăм.
Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать.
Çулла е хĕлле такам та туйĕ
Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать...
Тук-тук! илтĕнет инçех мар пĕр сасă. Алăка такам шакканă пекех туйăнать. Ĕненмесĕр унталла-кунталла çаврăнса илетĕп. Ара темех мар-çке, ыран „Хĕн-хур айĕнче” поэмăн сыпăкне пăхмасăр каламалла та, ĕçе вăраха яма юрамасть. Куçа хупатăп та йĕркен-йĕркен Çемен Элкерĕн ахах-мерченлĕ йĕркисене аса илетĕп.
Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать...
Кукамай паçăрах киле выльăхсене кăнтăрлахи апат пама кайнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ çитсе те пымалла. Ывăнни çинчен канса илме те юрĕ. Чавсаланатăп та Тукай çырми еннелле куç ывăтатăп. «Ара шăпах çак тăрăх çинчен вĕт-ха Элкер поэми», — тетĕп те тарăн çырмасем енне тинкеретĕп. Тарăн та чăнкăскерсем çĕлен пек авкаланса пĕр çĕртре пĕрлешсе, тепĕр вырăнта уйрăмшар саркаланса выртаççĕ. Пăчкă е пуртă мĕнне пĕлмен вăрман тахçанах çук ĕнтĕ. Унта та кунта шăтса тухнă хурăнсемпе çӳçесем çеç таврана сулхăн кӳреççĕ. Кĕçĕн Çавалти шыв та тĕкĕр пекех ялтăрать. Çулла кунта ачасем çĕр çырли татма килсен савăнсах шăмпăлтататчĕç, аслисем çăрттан е çĕлен пулли тытатчĕç. Пурте тата çалкуçĕнчен йĕкĕр ывăçпалах шыв ĕçеттĕмĕр. «Паян кун та сан пуянлăху иксĕлми, Тукайăм!», — тетĕп аллăмри кĕнекери сăвва вĕренмелли çинчен аса илсе.
— Ĕçсем мĕнле? — илтĕнчĕ палланă сасă.
— Аванах, — тетĕп шăллăмшăн та хурав тупса. Вăл ман çумра ларса çывăрса та кайнă иккен.
— Кӳршĕри Тольăсем никĕс валли Ейтук çырмине тăпра кăларма килчĕç те, мана çуран уттармарĕç.
— Мĕн тăпри? — тетĕп тĕпчесе.
— Хĕрлĕ тăпра ара. Çĕре çур метр пек чавалаççĕ те, унта хайхи тăпра тухать. Хĕвел çинче тимĕр пек шанках хытса ларать, пи-итĕ çирĕп, нимĕнле керамзит та кирлĕ мар, — тет кукамай пире ĕнентерсе.
— Тĕлĕнмелле, — тет шăллăм. — Кур-ха, кукамай. Паян çур кун хушшинче мĕн кăна тумарăм, мĕн кăна ӳкермерĕм. Ларса кан-ха. Кур.
Кукамайпа иксĕмĕр пикенсех шăллăм ĕçĕсене тинкерме тытăнтăмĕр. «Эх, епле хитре вĕт-ха тăван тавралăхăм!», — тетпĕр сăн ӳкерчĕксене пăхса ытараймасăр.
— Çав Ентӳк çырминче интереслĕ тăм чӳлмексен çурăкĕсене тупрăм. Кун пеккисене хальччен курманччĕ. Унта çынсем пурăннă-и? — тилмĕрсех ыйтать шăллăм пĕлесшĕн пулса.
— Çапла, тахçанах ку тăрăхра сĕм вăрман пулнă. Чăтлăх вăрмансенче пăшисемпе упасем çӳренĕ. Пăкачав вăхăтĕнче пĕр имшеркке пăлхавçă йывăр аманнăран Кĕçĕн Çавал хĕррине юлнă, çĕр пӳрт туса хĕл каçнă. Пирĕн тăрăхрисем вара ăна пулăшас тесе апат-çимĕç илсе çӳренĕ. Тункатана шаккаса çапла чĕннĕ: «Эй, тух! Эй, тух!» Пăлхавçă тункатана шакканине илтсен çынсем умне тухкаланă. Тукайĕнчи пĕччен Ентӳк ячĕ «Эй, тух!» сăмахран пулса кайнă та вара. Хĕрлĕ тăпраллă çырмана халĕ те Йăлмаччасем Ентӳк çырми теççĕ.
Каярах тата тепĕр çын килсе тĕпленсе çырма хĕрринчи тăвайккине çурт лартнă. Мучи çурт çырми çакăнтан тухса кайнă та.
Кукамайăн таса та тикĕс халапĕпе çывăрса кайрăм. Сĕм вăрманпа пыратăп. Шурлăх хĕрринчи йывăç çине хура упа хăпарса кайнă та мĕкĕрсех сарă хуртăн пылне кăларасшăн тапаçланать. Эпĕ унпа чăрманса тăрас теместĕп-ха. Анне парса янă çырла кукăлĕсене Ентӳк мучие çитерсе парас тесе васкатăп. Каç пуличчен тата çыр хĕрринчи Мучи патне те çитмелле. Шак-шак! тутартăм юман тункатинчен. Ман ума юмахри евĕр шур сухаллă старик сиксе те тухрĕ. Нумай калаçса тăма вăхăт çук тесе кучченеçшĕн тав туса куçран та çухалчĕ.
Ута-ута Мучи патне çитрĕмех. Вăл манран çĕр улми лаптăкне çумласа пама ыйтрĕ. Сакăр теçетке урлă каçнăскер, халĕ те пахчара тăрмашма пăрахмасть иккен. Çур пахчари çĕр улмине туххăмрах çумласа пĕтертĕм. Мучи тата пахча вĕçĕнчи кӳлле пĕвеленĕ иккен. Хур-кăвакал унта шыва чăма-чăма савăнать. Çумăр çунăран пĕве тулсах пырать. Мучипе нимех те тăваймарăмăр, пĕве татăлса кайрĕ. Пахчапа Мучи çуртне шыв уйăрса кайрĕ. Та-арăн çырма пулса юлчĕ. Мана хура шыв çавăрттарса анаталла илсе каять. Мучирен пулăшу ыйтса кăшкăратăп — сассăм тухмасть.
Пăсланса тăракан çупа ăшаланă çĕр улми шăршипе вăранса кайрăм. Кукамайпа шăллăм çаплах Ентӳк çырми çинчен калаçаççĕ. Кĕçĕн шăпăрлан татах тем пĕлесшĕн.
— Эпĕ пĕлетĕп: унта Мучи çурт патĕнчи çырмана Паранк çырми теççĕ. Унта Мучи çĕр улми туса илнĕ. Çеçкисем çӳ-ӳллĕ пулнă, — тетĕп хам нумай пĕлнине кăтартасшăн пулса.
Кукамай ман çине пăхса ăшшăн йăл кулать. Эпĕ юратса ăна ыталатăп, сăвва вĕренсе çитсен илемлĕн каласа пама сăмах паратăп.
Наталья Иванова (2011-11-01 20:27:10):
Ну, пултаратăн та вара эсĕ. Хайлав аван пулса тухнă. маттур
Виталий Никифоров (2011-11-07 13:56:34):
Кушлавăш çырмисем çинчен интересленсех вуларăм. Маттур!
Николай Григорьев (2011-11-28 00:14:40):
Çырмасем çинчен çырни аван пулса тухнă.
Ксения Варламова (2011-11-28 20:47:34):
Питĕ лайăх калав.Малалла та çавăн пекех тăрăш!
Анастасия Патшина (2011-11-29 16:26:41):
Маттур,Галина!Калав питĕ аван.
Ирина Кудрявцева (2011-11-29 21:48:13):
Хайлав питĕ килĕшрĕ!Пултаруллă çырнă.
Татьяна (2011-11-29 22:57:16):
Тăван шкулăн вĕренекенĕсен хайлавĕсене эпĕ яланах вулама хавас. Маттур, Галя, малалла та çырма тăрăш.
Кристина Петрова (2011-11-30 15:06:44):
Калава питĕ интереслĕ çырнă,вуланă çемĕн вулас килет.Маттур,ГАЛИНКА!
Васильев Владимир (2011-11-30 21:56:27):
Илемлĕ хайлав мана питĕ килĕшрĕ.Маттур Галя!
Марина Васильева (2011-11-30 22:06:04):
Калав питĕ илемлĕ, аван пулса тухнă.Маттур! тата нумай çакăн пек хайлавсем çыр.
Александр Григорьев (2011-12-02 17:24:04):
Маттур! Ку калава чăнласах вуласах тухрăм. Пи-и=тĕ килĕшрĕ.
Кристина Иванова (2011-12-08 20:52:56):
Питĕ лайăх калав.Маттур, Галя!