Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраШăплăхри аслатиСăвăсемпе поэмăсемЮрату ҫӑлкуҫӗӐшӑ ҫумӑрĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСунарçă халлапĕсем

Сывалĕ-ши вăрман?


Çулла вăрманăн тĕсĕ симĕс,

Ку тĕс чуна лăплантарать.

«Ăна никам çĕнеймĕ, тивмĕ» —

Эп шухăшлаттăм çак таран.

 

Сип-симĕс тĕс анчах çухалчĕ

Чылай çĕрте лаптăкĕпех.

Ун вырăнне вăрман хуралчĕ,

Çаралчĕ хытă хăрнипе.

 

Мĕскер ăна килсе çапайрĕ?

Пин-пинĕн хăрчĕç юмансем,

Вăрманăн симĕс тĕсĕ кайрĕ —

Типсе хуралчĕç йывăçсем.

 

Çакна курса, ман чун пăлханчĕ,

Хупланчĕ питĕм тĕксĕмпе,

«Хăçан-ши, — терĕм, — начарланчĕ

Çак çутçанталăк вăйĕпе?»

 

Хĕлле çитсен, пăртак лăплантăм

Шур тĕс çĕре капланăран.

Юрпа шуралчĕ хăрнă лаптăк...

Анчах сывалĕ-ши вăрман?

Кĕркунне


Çĕр каçать тĕтре халь айлăмра.

Тĕтрепе хупланнă хурама.

Курăнмаççĕ çирĕкпе йăмра

Тĕтре витĕр. Шурă хурăна

Сар тĕс çапнă. Йăрăс вĕрене

Пăрахать пĕрерĕн çулçине.

Йĕкелне тăкать лаштра юман.

Шăп кăна ларать кĕрхи вăрман.

Типсе хăрнă çĕмĕрт туратне

Карса илнĕ эрешмен карти.

Кăр-кăрлатрĕ тăрнасен карти:

Вĕçсе иртрĕ ăшă çĕр енне.

Тăкнă çулçине хăмла çырли.

Çук çырли ун. Типнĕ пĕрлĕхен.

Шăтнă кăмпасем вăрман тулли:

Çĕр ăшши кайман-ха халлĕхе.

Тăрса юлчĕ хыçалта çулла,

Шевлине сапмасть хĕртсе хĕвел.

Сивĕсем кĕçех пуçланмалла,

Çил ачи чупса кĕрет хĕве.

«Акатуй шăнкăравĕ тин-тин...»


Акатуй шăнкăравĕ тин-тин

Туй пĕкки çинчи пек шăнкăрав,

Иртнине мĕн шыратăн халь тин;

Туй иртсен туй кĕвви ан шыра!

 

Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,

Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...

Савнисен каччисем эпĕр мар,

Каччисен савнисем эпĕр мар,

Тин-тин-тин, тин-тин-тин, халĕ тин

Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...

 

Çулçӳрев — паянхи катаччи,

Чун çути пек умри йăлтăрав.

Чимлетет чарăнмасăр: чим-чим —

Пуç çинчи янкăс сас шăнкăрав.

 

Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,

Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...

Савнисен хĕрĕсем эсĕр мар,

Хĕрĕсен савнисем эпĕр мар,

Тин-тин-тин, тин-тин-тин, ĕнтĕ чим

Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...

 

1996, çу, 29.

Пӳлер, Валĕм хуçа çăлĕ

Çăлкуç


Пĕррехинче пĕр арçын пахчана шыв ăсма тухнă тет. Пахчара такам макăрнине илтет тет. Йĕри — тавра пăхать — никам та курăнмасть. Икĕ тулли витре шыв ăсса пӳрте кĕрет. Шывне сак çине лартса вутă çурма тула тухать. Ěçлесе ывăнсан пӳрте шыв ĕçме кĕрет. Ăна хирĕç пӳртрен така вирхĕнсе тухса тарать.Витрери шыва такам ĕçсе янă, пĕр пĕрчĕ те хăварман!

— Така пĕтĕм шыва ĕçсе янă! Пӳтсĕрскер! — ятлаçать арçын.

Арçын каллех витре йăтса пахчана тухать. Каллех шыв ăснă чухне такам макăрнине илтет. Унталла-кунталла пăхать тет, каллех никама та курмасть тет. Хайхи арçын витрене çăлран туртса каларчĕ тет. Витрере шыв çук тет. Арçын çăлкуçа пахать тет, çăлта шывĕ туллиех тет. Çăлкуçра такам калаçса ларать тет: «Мана никам та тасатасшăн мар, юшкăнланса лартăм, сывлама йывăрланса çитрĕ, çамрăк чухнехи пек шывăм та янкăр тăрă мар», — тесе макăрать такам.

— Кам эсĕ? — тесе ыйтать арçын.

— Çăлкуç, эсĕ кашни кун ăсакан çăлти çăлкуç!

— Мĕншĕн макăратăн?

— Мана сывлама йывăр, пулăш-ха, тархасшăн!

Арçын килне чупса кайса кĕреçе йăтса килчĕ те çур сехетре çăла тасаларĕ. Тинех çăл макăрма чарăнчĕ. Шывĕ те тасалчĕ.

Кĕр çитрĕ


Çу вĕçленчĕ. Çитрĕ кĕркунне.

Сивĕсем пуçланчĕç майĕпен.

Сулхăн çапрĕ хир-вăрмансене,

Çил ачи чупать халь çĕрĕпе.

 

Тумтирне хываççĕ йывăçсем:

Чăштăр-чăштăр сарă çулçине

Пăрахаççĕ аяла вĕсем,

Вылятса тăкаççĕ çĕр çине.

 

Янкăр тăрă халлĕхе тӳпе.

Шывĕ сивĕ кӳлĕ-пĕвере.

Айлăмра тăрать час-час ирпе,

Курăка çуса, кăвак тĕтре.

 

Эрешмен карти, каркаланса,

Силленет çилпе ăвăслăхра.

Тăрнасем çӳлте, карталанса,

Ушкăнпа вĕçеççĕ кăнтăра.

 

Çамрăк каччă çеç тракторĕпе

Ывăнмасăр сухалать çĕре.

Туй тумашкăн кĕр мăнтăрĕпе

Ӳкĕтлет каçпа вăл сар хĕре.

Хими удобренийĕ


Çеçенхирте çил вылять,

Тулă уйĕ хумханать.

Питĕ мăнтăр пучахсем.

Вăй ăçтан илнех вĕсем?

Ах, мухтаççĕ химине:

— Удобрение пула

Халь тырпул ăнать тинех!

Çавăнпа та пучахсем

Авăнаççĕ çилпелен!

Анчах, итлĕр: тăрисем

Юрламаççĕ ирпелен.

Курăнмасть çул хĕрринче

Ĕлĕкхи пек путене.

Хутран-ситрен хир çинче

Çын сасси çеç илтĕнет.

Ăçта тарнă кайăксем,

Мĕншĕн çук вĕсем хирте?

Хуртсемпе кăпшанкăсем

Кунта пур-çке халĕ те!

Хими удобренинчен,

Тӳсмелле мар, сăмсана

Кĕрет шăршă хирсенче.

Пĕтерет çав чĕрчуна.

Усăллах-ши, тăвансем,

Хими удобренисем?

Сапас мар-и тирĕснех?

Çав пулмасть-ши тĕрĕсрех?

Патраккел çăлкуçĕ


Ак пĕр ĕмĕр тапать,

Пит илемлĕн юхать

Патреккел ялĕнчи çут çăлкуç.

Хыçа ĕмĕр юлни,

Вăхăт шавлăн иртни

Сисĕнмест ун çине вăлтсан куç.

 

Ма тесен çулсерен,

Ял çынни ĕçченрен

Кивелмест, çĕнĕрен вăй илет,

Шап-шур çурт ăшĕнчен

Илĕртӳллĕ тĕнчен

Ытамне вăл асамлăн илет.

 

Кунта шкул ачисем

Шурă юр ирĕлсен

Тирпейлеççĕ çăлкуç таврашне,

Илеме çул парса,

Чечексем те лартса

Хăвараççĕ кашни клумбине.

 

Çуллахи вăхăтра

Кăнтăрла, шăрхра,

Çăл куçри сиплĕ шыв вăй парать.

Пур беседка кунта,

Ĕшĕнсен сулхăнта

Ял ĕçченĕ канма кăмăллать.

 

Пур утар та кунта.

Кунĕпех çакăнта

Вĕлле хурчĕ сĕрлет, пыл пухать.

Ыр ĕçе çул парса,

Паха пыл пуçтарса

Патреккел çуллен ӳсĕм тăвать.

 

Çут çăл куç юхакан

Çурт çамкин курнакан

Вырăнне вырнаçтарнă икон.

Турă амăш сăнне

Пĕтĕм халăх умне

Ахаль мар лартса хунă иккен.

 

Малалла

«Атăлçи Аттил авланнă...»


Атăлçи Аттил авланнă

Арăмĕпе айкашнă.

Аппике ачаш апла

Ачаланнă аякра.

Альякки ача арçын-çке

Аппике ай аптраман

Аялти Атăла ансан

Ашшĕне те асăнман.

Шурă акăш


Пĕр пысаках мар çĕр-шывра çамрăк, питĕ ырă та ăслă патша пурăннă. Вăл хăйĕншĕн мар, хăйĕн çыннисемшĕн тăрăшнă. Çавăнпа та пуль пурнăç çак çĕр-шывра мирлĕ пулнă. Кашни çын пурнăçа мĕнлерех лайăхлатма пулать-ши тесе шутланă.

Ку çĕр-шывра питĕ нумай юхан шывĕ те пулнă. Юхан шывсенче тĕрлĕрен пулă, хур-кăвакал тата ытти чĕр чунсем пурăннă.

Патша керменĕ чи пысăк та тарăн юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Çак юхан шывра тĕлĕнмелле пулăмсем пулса иртнĕ: чĕр чунсем çакăнти шывра çынсен чĕлхипе калаçма пултарнă, чирлĕ çынсем кунта шыва кĕнĕ хыççăн сывалнă. Анчах юхан шывран пĕр-икĕ километр аяккарах кайсан пĕтĕмпе каялла хăй вырăнне кайса ларнă: чĕр чунсем калаçма пăрахнă, çынсем каллех чирлесе кайнă. Çак шыв чирлĕ çынсене кăна пулăшнă, ыттисене вара сиен кӳнĕ.

Часах патша юнашар çĕр шыври патшан хĕрĕпе çемье çавăрнă. Пысăк туй тунă. Пурте савăннă, юрланă, ташланă!

Анчах савăнăç нумая пыман. Тепĕр темиçе кунтанах вĕсем çине тăшман çарĕ тапăннă. Патша пысăк çар пуçтарса патшалăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн çапăсма тухса кайнă. Кайиччен вара хăйĕн арăмне çапла хушса хăварнă:

— Эсĕ керментен ан тух, юхан шывра шыва ан кĕр. Кирлĕ чух çынсене пулăш. Маншăн ан пăшăрхан, пĕтĕмпех лайăх пулĕ, — тенĕ те тухса кайнă.

Малалла

Çырла вăхăчĕ


Кĕске кăна, пĕр-ик эрнелĕх,

Илемлĕ вăхăт пур çулла:

Уçланкăра куç илĕртмелĕх

Пиçсе çитет мерчен-çырла.

 

Çемçе кавир пек симĕс курăк.

Çырла тĕрри — кавир çинче.

Çырла çеçки тĕл-тĕл шап-шурă

Вырнаçнă тĕрĕ варринче.

 

Пиçет çырла. Хĕвел ăшпиллĕн

Парать çĕре хăй ăшшине.

— Çырла! Çырла! — чупать иркӳлĕм

Ача-пăча вăрман енне.

 

Çак вăхăтра килте-и ларăн?

Çырла пухатăп вăрманта.

... Чун-чĕререн савса мухтарăм

Çак тулăх, тутлă вăхăта.

■ Страницăсем: 1... 260 261 262 263 264 265 266 267 268 ... 796