Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем «зебра» ҫинче ҫынна ирттерсе яман «Лада Гранта» машинӑна чарнӑ.

Документсене тӗрӗсленӗ чухне 61 ҫулти водитель вӗчӗрхеннӗ, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Куншӑн тата ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ирттерсе яманшӑн, страховка ҫуккишӗн йӗрке хуралҫисем ун тӗлӗшпе административлӑ материалсем ҫырнӑ.

Кунсӑр пуҫне полицейскисен Ҫӗмӗрле арҫынни юраман хутӑшсене упрама пултарни пирки информаци пулнӑ. Вӗсем водителе ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе пама ыйтнӑ. Лешӗ ларкӑч айӗнчен хутаҫ туртса кӑларнӑ, унта 70 грамм ытла мӑкӑнь улӑмӗ пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнче пурӑнакан ҫемье пӗрлешнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Сӑмах кунта – Креппосем пирки.

Юрий Александровичпа Валентина Ивановна 60 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Вӗсем 1966 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑксем Иваньково-Ленино ялӗнчи «Красный луч» колхозра паллашнӑ. Юрий трактористра ӗҫленӗ, Валентина вара бухгалтер пулнӑ.

Мӑшӑр ывӑлсем ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Крепповсем ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑннӑ. Вӗсен ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ пур: пӗр-пӗрне пулӑшмалла, хисеплемелле тата, паллах, пӗр-пӗрне юратмалла.

Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑра ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем саламлама килнӗ. Эпир те Креппосене кевер туйпа саламлатпӑр!

 

Республикӑра
bataysk-gorod.ru сайтри сӑн
bataysk-gorod.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре хӑш-пӗр уявра эрех-сӑра сутма чарасси йӑлара. Пӗлӳ кунӗ ҫывхарать. Ҫапла, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те республикӑри лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ. Ку ваккӑн сутакансене пырса тивет.

Палӑртса хӑварар; ЧР Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикинче эрех-сӑрана ҫулталӑкне тӑватӑ кун сутма юрамасть: шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ирттернӗ кунсенче (ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ), Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун (ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ), Ҫамрӑксен кунӗнче (ҫӗртме уйӑхӗнчи юлашки шӑматкун) тата Пӗлӳ кунӗнче (авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ).

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Атӑл леш енче кӑмпана кайсан ҫухалнӑ 65-ри арҫынна шыраҫҫӗ. Геннадий Михайлович Константинов ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Заволжье» сад юлташлӑхӗ ҫывӑхӗнчен вӑрмана кайнӑ та каялла таврӑнман. Ӑна халӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.

Вӑл 171 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак. Вӑрмана кайнӑ чухне комуфляж костюм, сӑрӑ тӗслӗ кофта, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле шурӑ тӗслӗ витре илнӗ.

«Лиза Алерт» пуринчен те пулӑшу ыйтать. Ҫакӑн пек ҫынна курнӑ тӑк шӑнкӑравлӑр: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре шӑнкӑрав тӳлевсӗр). Е шырав инфоргӗпе ҫыхӑнӑр: Искрич (Виктория) 89876687081.

Сӑмах май, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне ҫын ҫухални пирки 28 заявка килнӗ.

 

Республикӑра
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пӗчӗк чиперккине палӑртӗҫ. Тӗрӗссипе ку конкурс — Раҫҫей шайӗнче иртекенскер.

«Юная краса ЖКХ» (чӑв. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пӗчӗк чиперкки) ят панӑ конкурса ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнайӗҫ. Вӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑна пайласа хаклӗҫ: 7-9 ҫултисем, 10-14 ҫултисем тата 15-17 ҫултисем.

Конкурс 12 номинаципе иртет. Вӗсем пурте хула хуҫалӑхен тӗп енӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, «Раздельный сбор ТКО» (чӑв. Йӑлри каяша уйрӑммӑн пуҫтарасси), «Создание комфортной городской среды» (чӑв. Хӑтлӑ хула тӑвасси), «Урбанистика» тата ытти те.

Конкурса хутшӑнакансен материалӗсене конкурс комиссийӗ хак парӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Раҫҫейри ӗҫ» кадрсен центрӗнче «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хулинче ӗҫлекен Екатерина Иванова «Чи лайӑх карьера консультанчӗ» номинацире мала тухнӑ. Халӗ унӑн Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнче хӳтӗлемешкӗн хатӗрленмелле.

Чи лайӑх кадрсен центрӗ Етӗрнери центр тесе палӑртнӑ. Ӑна Михаил Чернов ертсе пырать. Ҫурла уйӑхӗнче 10-мӗшӗ валли хатӗрленӗ статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче регистрациленӗ 53 ӗҫсӗр ҫын пуҫне вӑтамран пилӗк ваканси лекет.

Палӑртса хӑварар: конкурс «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ӑна специалистсен професси ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30755
 

Республикӑра
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи хӗрарӑм, падагогика тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, прическа улӑштарма шухӑшланӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

Ултавҫӑсенчен шар курнӑскер полицие заявлени ҫырма пынӑ. Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Хӗрарӑм прическа улӑштарас тесе малтан хӑйне мӗнлереххи кайнине тӗрӗслеме шухӑшланӑ та телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах унӑн телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Хӗрарӑм банк сарӑмне урӑх мелпе кӗнӗ те счечӗ ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнине курнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл телефонӗ ҫине лартнӑ сарӑмра вирус пулнӑ. Ултавҫӑсем укҫа вӑрлас тесе юри ҫапла хӑтланаҫҫӗ.

ШӖМ асӑрхаттарать: сарӑмсене официаллӑ ҫӑлкуҫсем урлӑ кӑна лартмалла. Сиенлӗ программӑсем анлӑ сарӑлнӑ тӳлевсӗр сарӑмсенче «пытанма» пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнче республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан – 2026» конкурс иртнӗ. Пӗтӗмлетӳсем паллӑ.

Малтан палӑртса хӑварар: кӑҫал унта тӗрлӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ – Чӑваш Республикинчен, Мари Элтен, Карели Республикинчен, Мускав облаҫӗнчен тата Тутарстан Республикинчен.

Тӳресем вӑрман касакансем мӗнле техникӑпа тата хӑвӑртлӑхпа ӗҫленине, хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннине хакланӑ. Хальхинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Улатӑр лесничествинче ӗҫлекен Сергей Фадеев тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна вара Вӑрнар районӗнчи специлист Алексей Иванов йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шӑмӑршӑ районӗнчи специалиста Сергей Семенова панӑ.

Палӑртса хӑварар: республика шайӗнчи «Чи лайӑх вӑрман касакан» конкурса 2005 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, унта кашни ҫулах вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан специалистсем тупӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Йӑлтах – йывӑҫ каснӑшӑн.

Улатӑр округӗнче 26 хурӑн тункатине асӑрхасан йӗрке хуралҫисем ҫакна кам тунине шырама тытӑннӑ. Йӗрсем вӗсене Суйкӑн ялӗнчи пӗр ҫурта илсе ҫитернӗ. Кайран иккӗленӳ юлман – картишӗнче тин каснӑ йывӑҫсене асӑрханӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл йывӑҫсене касса патшалӑха 152 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Йӗпреҫ районӗнче те хурӑнсем каснӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Унта 3 тунката пулнӑ. Йывӑҫсене Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын каснине палӑртнӑ. Вӑл «Урал» машинӑпа йывӑҫсем турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлет.

Йывӑҫ каснӑшӑн иккӗшӗн те суд сакки ҫинче явап тытма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_276211
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнче республика шайӗнчи професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртет. Хальхинче вӑрман касакансем тупӑшаҫҫӗ. Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗн тата вӑрман промышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Конкурса рабочи профессийӗсен ят-сумне ӳстерес тесе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Конкурса хутшӑнакансем пурте – 18 ҫултан аслӑрах, кашнин 2 ҫултан сахалрах мар опыт пур. Кунсӑр пуҫне кашнин хӑйӗн ятарлӑ тумӗ тата бензопӑчкӑ пур. Вӗсен пилӗк задание пурнӑҫлама тивӗ: йывӑҫ касса антарасси, сӑнчӑра улӑштарасси, раскряжевка, тӗплӗ раскряжевка тата турат касасси.

Ҫӗнтерӳҫӗсене мӗн чухлӗ балл пухнине кура палӑртӗҫ. Призерсем, 1-3-мӗш вырӑнсене йышӑннисем ЧР Ҫут ҫанталӑк министерствин дипломне тивӗҫӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...682
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 27

1841
185
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
136
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
103
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
89
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ