Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хӑйӗн 102-мӗш пултарулӑх сезонне уҫӗ. Ун чухне вӑл куракансене «Чӑваш тӗнчи» театрализациленӗ концерт программине йыхравлать.
Программӑн режиссёр-постановщикӗ – ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп балетмейстерӗ Алексей Тимошенко.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хӑйӗн 102-мӗш пултарулӑх сезонне уҫӗ. Ун чухне вӑл куракансене «Чӑваш тӗнчи» театрализациленӗ концерт программине йыхравлать.
Программӑн режиссёр-постановщикӗ – ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп балетмейстерӗ Алексей Тимошенко.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукайӗнчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Людмила Данькова патӗнче нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи пабликсенчен пӗри валлитревел-шоу ӳкерекенсем пырса ҫитнӗ.
Ют ҫӗршывран килнӗ виҫӗ студент пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи йӑла-йӗркепе кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Пӗр проекта харӑсах тӑватӑ регионти хӗрарӑм хутшӑнать. Вӗсенчен чи пултаруллине суйласа илсе ҫӗнтерӳҫӗне ӗне парӗҫ.
«Проект валли ӳкернӗ чух сирӗн республикӑра хам пулаймарӑм, эпӗ ун чухне ӗҫпе Владивостока кайнӑччӗ. Людмила Данькова питӗ килӗшнӗ», — каласа кӑтартрӗ проект продюсерӗ Анна ҫак йӗркесен авторне.
Проектпа ҫывӑх вӑхӑтра «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче паллашма май килӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Современная литература народов России. Поэзия и проза тюркских и монгольских народов» антологин хӑтлавӗ пулнӑ.
880 страницӑллӑ сумлӑ кӗнекене 18 тӗрлӗ чӗлхепе ҫырнӑ 135 авторӑн хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен унта Николай Теветкелӗн, Юрий Сементерӗн, Галина Матвеевӑн, Станислав Сатурӑн, Олег Прокопьевӑн, Людмила Сачковӑн, Валентин Константиновӑн, Улькка Эльменӗн, Владимир Степановӑн, Елен Нарпин хайлавӗсем кӗнӗ.
Ку антологипе Чӑваш наци библиотекинче паллашма пулать.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Выдающиеся личности в становлении и развитии профессионального театра и кинематографа Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри профессилле театрпа кинематографи йӗркеленсе кайнипе тата аталаннипе ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна актер ӑсталӑхӗн тата режиссурин кафедринче йӗркеленӗ.
Мероприятие Культура институчӗн чӗрӗк ӗмӗрне тата культура колледжӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Маларах асӑннӑ кафедра заведующийӗ Лия Чернова ҫамрӑк специалистсемпе студентсене вӗренӳ заведенийӗпе ҫыхӑннӑ сумлӑ ҫынсемпе паллаштарас ӗмӗтлине палӑртса хӑварнӑ.
Канашра ҫуралса ӳснӗ Светлана Елисеевӑн сӑнӳкерчӗкӗсем Мускаври хаҫат хуплашки ҫине лекнӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать.
Светлана Мускаври хими ӗнӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн профессийӗпе ӗҫленӗ. Декретра ларнӑ чухне вара сӑнӳкерчӗксемпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӗрне, тусӗсене ӳкернӗ, кайран урамри самантсене сӑн тунӑ. Халӗ вӑл Мускав ҫыннисен пурнӑҫӗнчи самантсене сӑн ӳкерет.
Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем Мускаври пӗр хаҫат ӗҫченӗсене питӗ килӗшнӗ, редакци вӗсене пичетлесе кӑларнӑ, ҫав шутра – хуплашка ҫинче те.
Светлана тӑван тӑрӑхне килсех ҫӳрет. Вӑл чӑваш наци туйне сӑн ӳкерме ӗмӗтленет.
Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси... Темшӗн литературӑра хам уҫнӑ ҫӗнӗ жанрпа (амфистрофпа) ҫырнӑ чи пысӑк хайлава ярса пама ыйтрӗҫ. 2016 ҫулта ҫырнӑ пӗр поэмӑна ярса патӑм.
Халь эпӗ тӗп хуламӑрта. Те кулас, те йӗрес — паян пач кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек Ӗнентерӳ хучӗ илме тӳр килчӗ.
Планета ҫинчи 140 ытла халӑх хушшинче чӑваш пулма питӗ кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ чӑваш поэчӗ.
Ӗнентерӳ хучӗнче Марина Карягина тӗнче литературине ҫӗнӗ жанр — Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫченӗн Галина Зотован юбилей иккен. Культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗчи хыпарта хӗрарӑм миҫерине каламан.
Галина Зотова бутафори хатӗрлекен ӳнер мастерскойӗн ертӳҫинче тӑрӑшать иккен.
«Галина Николаевна, сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх-пурлӑх, телей, савӑнӑҫ тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр! Сирӗн ӗмӗтӗрсем яланах пурнӑҫланччӑр, пурнӑҫӑрта савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ самантсем кашни кун пулччӑр.
Ӗҫре ҫитӗнӳсем хавхалантарччӑр, ҫемьере юратупа татулӑх хуҫаланччӑр», — саламласа ҫырнӑ хыпарта.
Чӑваш актёрӗсем Андрей Кончаловский сериалӗнче ӳкерӗннӗ.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче «Раҫҫей 1» телеканалпа Андрей Кончаловскийӗн «Хроники русской революции» сериалне кӑтартӗҫ. Унта пирӗн икӗ ентешӗмӗр Дмитрий Матвеев тата Даниил Иванов ӳкерӗннӗ.
Дмитрия куракансем «Чернобыль», «Империи: Александр I», Даниила – «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.
II Николай патша сӑнарне Никита Ефремов калӑплать. Вӑл — чӑваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевӑн тӑванӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑри культура ҫуртӗнче купӑсҫӑ кирлӗ. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Надежда Шандимирова пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программӑна хутшӑнакансем ӗҫе пуҫӑннӑ тесе хыпарланине курсан ҫав хӗрарӑм Юнкӑри культура ҫуртне ҫамрӑк культура ӗҫченне ярса парӗҫ-ши тесе ҫырнӑ.
«Ку ыйтӑва эп иртнӗ ҫулах хускатнӑччӗ. Пӗлтӗр те смотр вӑхӑтӗнче пирӗн купӑсҫӑна япӑх пулса кайрӗ. Ҫулӗ те пур, хӑлхи те, куҫӗ те витӗрех мар», — хыпарланӑ хӗрарӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ. | ||
| Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |