Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхине 7 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын тӳрех вилнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Кӑнтӑрла иртсен, 14 сехет ҫурӑра, кивӗ Никольски чиркӗвӗ ҫунма пуҫланӑ. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Ҫӑра тӗтӗм тӳпенелле хӑпарнине ҫынсем нумаййӑн пӑхса тӑнӑ. Кивӗ чиркӳпе юнашар ҫӗнни ларать. Телее, вӑл сиенленмен. Киввин вара тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ӑна культура учрежденийӗ «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑннӑ май йӗркелет. «Ҫеҫпӗл» кинозалта кӗҫӗр, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пысӑк экран ҫинче 2021-2022 ҫулсенчи ӑнӑҫлӑ кинопремьерӑсене кӑтартӗҫ. Вӗсене хамӑр ҫӗршыври ӑстасем ӳкернӗ. 18 сехетре квест иртӗ. 19 сехетре «Последний Богатырь: Посланник Тьмы» (6+) приключени, 21 сехетре «Пара из будущего» (12+) камит, 23 сехетре «Чемпион мира» (6+) драма кӑтартӗҫ. Тӳлевсӗрех! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 27 ҫулти ҫамрӑка вӗлернӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем шӑллӗне, 20 ҫулти ҫамрӑка, тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле 20-рискер килӗнче ӳсӗр пулнӑ, пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл пӗртӑванне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пиччӗшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Виктор Чугаров архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен «Чӑн Чӑваш» клубӗн черетлӗ 20-мӗш тӗл пулӑвӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ клуб хастарӗ Виктор Чугаров тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче йӗркеленӗ клубӑн пабликӗнче пӗлтернӗ. Клуб хӑни Раҫҫей Журналистсен союзӗн членӗ, Раҫҫейӗн армреслинг енӗпе спорт мастерӗ Олеся Михайлова пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен каласа панӑ. Виктор Чугаров пӗлтернӗ тӑрӑх, клубӑн ҫитес тӗлпулӑвӗ авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла кӑҫал календарьпе килӗшӳллӗн вӗҫленӗ. Ҫак кунсенче шӑрӑх тӑрать, авӑн пуҫламӑшӗнче кӗрхи ҫанталӑк килет. Юнкун 22-27 градус пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫуса илӗ, аслати авӑтӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче самаях уҫӑлтарӗ: 16-21 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Эрнекун вара ӑмӑрланӗ, 12-17 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес канмалли кунсем валли кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 6-11 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫапла сивӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула мэрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ Евгений Кадышев пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем. Евгений Кадышев хула мэрӗ пулса курнӑ ӗнтӗ. Вӑл ку тивӗҫе 2017-2020 ҫулсенче пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкар хула пухӑвӗн председателӗн ҫумӗсенчен пӗри. Аса илтерер: Шупашкар мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫывхарать, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вара математика учителӗ ҫук. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушано Аликово» (чӑв. Элӗкри сас-хура) ушкӑнра та ҫак специалиста шыраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак шкул 2014, 2015, 2016 тата 2017 ҫулсенче Раҫҫейре чи лайӑх пӗлӳ ҫурчӗсен ТОПне кӗнӗ. Вӑл республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1854 ҫулта уҫнӑ. 1934 ҫултанпа вӑл вӑтам шкул шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Хыркасси патӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗ хӑҫан уҫӑлӗ. ЧР Элтеперӗ ӑна ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне уҫма шантарнӑ. Уяв юпа уйӑхӗн 16-мӗшне лекет. Планпа килӗшӳллӗн вара унӑн ҫитес ҫул кӑна уҫӑлмалла. Икӗ уровеньлӗ развязкӑна 2019 ҫулта тума тытӑннӑ. Планра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. 2 миллиард та 35 миллион тенкӗлӗх ӗҫсене «Дорисс» пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |