Ӑслӑлӑх
Emirates Mars Mission тунӑ сӑн «Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ. Ӑсчахсем атмосферӑн ҫӳлти сийӗ ялтӑртатнин темиҫе сӑнне ӳкерсе илнӗ, вӗсем хушшинче каярах «кукӑр-макӑр дискретлӑ поляр ялтӑравӗ» ята панӑ паллӑ мар пулӑм асӑрханӑ. Вӑл атмосферӑри темиҫе пин километра тӑсӑлакан хумхануллӑ электронсен эмиссин ӑман евӗрлӗ ярӑмсем пек курӑнать. Тӗпчеве хӗвелӗн вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ирттернӗ, ҫакӑ вара питӗ вӑйлӑ поляр ялтӑравӗсем туса кӑларнӑ. Ку пулӑма Hope EMUS (The Emirates Mars Ultraviolet Spectrometer) ультрафиолет спектрометрӗпе усӑ курса ҫеҫ ӳкерме май килнӗ — вӑл 90-ран пуҫласа 180 нанометрлӑ хумсене сӑнама пултарайрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗнчи уявсенче Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пирӗн пата килекен пуйӑссен шучӗ нумайланӗ. Шупашкартан хушма пуйӑссем ҫу уйӑхӗн 2, 3, 7, 8, 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗҫ, Мускавран хушма рейс ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче пулӗҫ. Сӑмахран, 228/227-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12:55 сехетре хускалӗ, Мускава тепӗр кунхине 03:20 сехетре ҫитӗ. Вӑлах Шупашкартан Мускава ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 22:45 сехетре хускалӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ҫу уйӑхӗн 13:10 сехетре пулӗ. Расписание хушма рейссем те кӗртнӗ. Вӗсемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулсен сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Турра ӗненекенсем Мӑнкун хыҫҫӑн темиҫе кунтан ваттисене асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫынсем ҫӑва ҫине, леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсен вил тӑпри ҫине ҫитсе килме ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫав кун Шупашкар хула администрацийӗ 15, 30, 46, 52-мӗш маршрутсемпе, ҫавӑн пекех муниципалитетсем хушшинчи 249-мӗш маршрута Явӑш ялне ҫити ҫӳретме йышӑннӑ. 30-мӗш маршрут вара ҫуллахи расписани ҫине куҫӗ. Асӑннӑ маршрутра Карачура ҫӑви ҫине ҫитерекен рейссен шучӗ нумайланӗ. Чукун ҫул вокзалӗнчен рейссем 6-30, 7-30, 8-30, 9-30, 10-30, 11-30, 12-30, 13-30, 14-30, 15-30, 16-30, 17-30, 18-30 сехетсенче пулӗҫ; Карачура ҫӑви ҫинчен 7-00, 8-00, 9-00, 10-00, 11-00, 12-00, 13-00, 14-00, 15-00, 16-00, 17-00, 18-00, 19-00 сехетре хускалӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ырантан, ҫул уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарти юханшыв порчӗнчен пӑрахутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫынсене «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) икӗ палубӑллӑ пӑрахут турттарӗ. Рейссем кашни кун 13.00, 15.00, 17.00 тата 19.00 сехетре пулӗҫ. Аслисем валли билет хакӗ 270 тенкӗ пулӗ, 5-10 ҫулхи ачасем валли – 150 тенкӗ. 5 ҫултан кӗҫӗнреххисенчен укҫа илмӗҫ. Багаж хакӗ – 40 тенкӗ. Круиз сезонӗ пирӗн тӑрӑхра ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫав кун Шупашкарти юханшыв портне Дон ҫинчи Ростовран «Волга Стар» пӑрахут килсе чарӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Хусана Атӑл тӑрӑх круизсем уҫӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, республикӑра вилекенсен йышӗ,ҫуралакансемпе танлаштарсан, нумайрах. Пуш уйӑхӗнче 1630 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак уйӑхпа танлаштарсан, 6,7 процент нумайрах. Пуш уйӑхӗнче 861 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхинчен 26,7 процент сахалрах. Республикӑра пуш уйӑхӗнче 769 ҫын сахалланнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республикӑра 30496 ҫын вилнӗ. Кунашкалли 21-мӗш ӗмӗрте пулман. Ку - антирекорд. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта Куҫ микрохирургийӗ патӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, аваришӗн айӑплӑ ҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем сулахай енне ҫаврӑнма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине ӳсӗр водитель пырса кӗнӗ. Унӑн машини самаях вӑйлӑ сиенленнӗ. Водитель хӑй те суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Республикӑра юлашки талӑкра 33 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту тахҫанах, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе, пулман. Иртнӗ талӑкра 43 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 45 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78635 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 72441-шӗ сывалнӑ. 4607 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 1587 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ. Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ХМАО дума ҫурчӗ. Дума вырнаҫтарнӑ сӑн Ханты-Манси автономи округӗн дума депутачӗ Владимир Зиновьев 2021 ҫулта 27 тенкӗ тупӑш декларациленӗ, кун пирки дума сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хут тӑрӑх пӗлме пулать. Декларацире пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раҫҫей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» депутачӗ Владимир Зиновьев ҫакӑн пек тупӑша 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗ хушшинче илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн пурлӑхӗнче икӗ машшин шутланать: Mercedes-Benz тата Hyundai Santa. Унсӑр пуҫне унӑн пурлӑхӗнче 93 тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ пӗр хваттер пур. Тупӑш енӗпе пӗрремӗш вырӑнта вара Андрей Осадчук депутат вырнаҫнӑ — вӑл 200 млн тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче тиев тягачӗ, самосвал, автокран, икӗ ҫӑмӑл автомобиль тата икӗ тиев машини пур. Унсӑр пуҫне депутат харпӑрлӑхӗнче 14 пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ тата урӑх куҫман пурлӑх та нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сайтран илнӗ сӑн Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ транспорт ӗҫченӗн Липкин Яков Павловичӑн асӑну хӑмине чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Асӑну хӑмине хӑйӗн пурнӑҫӑн ытларах пайне пурӑнса ирттернӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Уявӑн чаплӑ мешехине транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, Яков Павловичӑн мӑшӑрӗ Людмила Александровна, ҫавӑн пекех унӑн ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата кӳршисем хутшӑннӑ. — Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Алексеевич Николаевӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2022 ҫула паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавна май 2022 ҫулта эпир Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсене хисеп тӑватпӑр. Пирӗн ҫакӑн пек ентешсенчен пӗри вӑл — Яков Павлович Липкин. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ «Чӑвашавтотранс» пӗрлешӗвӗпе ҫыхӑннӑ, унӑн тытӑмӗнче вӑл 45 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак гранит плитара эпир Яков Павловича мӗнешкен асра тытни, эпир ӑна мӗн таран хисеплени палӑрать. Пирӗн камран тӗслӗх илмеллине эпир пӗлетпӗр! — палӑртрӗ Владимир Осипов хӑй тухса калаҫнинче. Людмила Александровна Липкина мӑшӑрне асра тытма пулӑшнӑшӑн тата манманнишӗн пурне те тав турӗ, юратнӑ ӗҫпе лешӗ пурнӑҫӑн ытларах пайне, ҫав шутра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та, ирттернине палӑртрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |