Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. «Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев. 2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Юрма» ятпа пӗлнӗ предприятире харпӑрлӑхҫӑ улшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗлле ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. «Мега Юрма» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Производствӑн ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫисем продукцие ҫӗнӗ брендпа — «CHUVA» ятпа — кӑларма тытӑннӑ. «Ҫӗнӗ ребрендинг савӑнтарать, мӗншӗн тесен эсир ята ылмаштарнипех ҫырлахман, ӗҫе йӗркелессине те тӗпрен улӑштарнӑ, – ырланӑ Олег Николаев. – Кунта ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе ӗҫлетӗр, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет». Предприятире инкубатор ҫӑмарти туса илмелли репродуктор та ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗн тӗп пульницин поликлиники ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ-ха, анчах УФАСа ҫӑхав ҫитнипе срока каярах куҫарма тивнӗ. Поликлиника тӑррине, фасадне улӑштарнӑ, электросете, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ. Сӗтел-пукана та йӑлтах улӑштарнӑ. Поликлиникӑна хӑтлӑх кӗртес тесе ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Ку ӗҫсене «Стройремсервис» тулли мар яваплӑ общество 98 миллион тенкӗпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче шар курнӑ ҫуртсем Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ. Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ. Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() reporter-crimea.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 257 ҫын ятне улӑштарнӑ. Кун пирки Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. Чылай чухне ҫынсем ятне тӗпрен мар, кӑштах улӑштарма килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Артем – Артём, Ирина – Ира, Дмитрий – Димитрий. Хӑшӗ-пӗри ячӗпе хушамачӗ янӑраманнипе ЗАГСа пырса ӑна урӑхла ҫыртарать. Кӑҫал ят улӑштарнисен йышӗнче Алюна, Доминика, Арослан, Ирен, Мирра пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kuzbass-today.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ. Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен. Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk103.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти ватта сӑвӑс сӑхнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫитнӗ ҫӗре арҫын аптӑраса ӳкнӗ. Хайхи мӑн сӑпса ватӑ ҫынна уҫӑлма тухсан, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫӗнчен сӑхнӑ. Сӑвӑс сӑхни сывлӑха сиен кӳме пултарнине пӗлнӗрен арҫыннӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Вырӑна фельдшерсем ҫитнӗ ҫӗре пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Сывлӑш ҫулӗсем шыҫса ларнӑран вӑл сывлӑш ҫитменнипе, пуҫ ҫаврӑннипе, ӑш пӑтраннипе, вӑй ҫуккипе нушаланнӑ. Арҫыннӑн анафилактика шокӗ пуҫланнӑ. Фельдшерсем вырӑна реанимаци бригадине васкавлӑн чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара пирвайхи пулӑшу кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Совхоз урамӗнче (вӑл Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче) пушар тухнӑ. Инкекре 62 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 37 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Совхоз урамӗнчи 25-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кил хуҫисемсӗр пуҫне тата виҫӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсем — асӑннӑ хваттертен ҫӳллӗрех хутсенче пурӑнакансем. Пиллӗк хутлӑ ҫуртри тата 3 ҫынна ҫӑлавҫӑсем хулари Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин токсикологи уйрӑмне ӑсатнӑ. Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем ҫур сехетре лӑплантарнӑ. Инкек сӑлтавне сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ. Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ. Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта А.П. Ковалевский тӗпчевҫӗн «Чуваши и булгары по данным Ахмеда ибн Фадлана», «О степени достоверности Ибн Фадлана» ӗҫӗсем тата «Формы конечного «н» «з(р)» в арабской графике VII–XIII вв.», «Путешествие Ибн Фадлана на Волгу» материалсем кӗнӗ. «IX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Хӗвелтухӑҫ Европӑра ҫӗнӗ патшалӑх — Атӑлҫи Пӑлхар — йӗркеленме пуҫланӑ. 895 ҫулта Алмуш пӑлхарсен уйрӑмах вӑйлӑ ӑрӑвне ертсе пыма тытӑннӑ», — историе аса илтерет наука кӑларӑмӗн редакторӗ Владимир Степанов. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |