Республикӑра
regnum.ru сайтри сӑн Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчи уйрӑмӗн экс-заведующийӗ ют ҫын укҫине кӗсьене чикнӗ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗри ҫу уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 86-ри кинемейӗн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Карточкӑна ӑна упрама панӑ. Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Судья ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 5 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
вести35.рф сайтри сӑн Улатӑр мӑнастирӗнчи послушник тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме тесе укҫа куҫарса панӑ. Анчах вӑл ултавҫӑ тӗлне лекнӗ иккен. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче послушник полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме укҫа пухни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ, ӑна Константин атте чирли пирки пӗлтернӗ. Послушник 5 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Улатӑр ҫынни лешӗн сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе шӑнкӑравланӑ. Анчах телефон абоненчӗ ҫыхӑнура пулман. Послушник кун хыҫҫӑн полицие кайнӑ. Полицейскисем ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Пушкӑртстанри 37 ҫулти арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ. Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗнерхи кун Чӑваш Енре чи ӑшши пулнӑ. Сывлӑш температури 18,3 градус таран ҫитнӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех сивӗтӗ. Эппин, ӑшӑ тумсене халех пуҫтарса хумалла мар. Ыран 17-2 градус таран ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкун сивӗ фрончӗ ҫывхарма пуҫлӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати те авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун кӑнтӑрла нумайран та 5-10 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрле шӑнтӗ. Юр ӳкме те пултарӗ. Ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн пата пӗрремӗш декада варринче таврӑнӗ. Уявсем хыҫҫӑн сывлӑш температури 15-20 градуса ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Алексей Игнатьев шапашран килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа Мускавран тухассине каланӑ. Анчах киле паянхи кун та ҫитеймен. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл каллех шӑнкӑравланӑ, анчах палламан номертен. Ун чухне Алексей ҫул укҫи куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Алексей Мускавра электрогазосварщикре 5 ҫул официаллӑ майпа ӗҫленӗ, ку таранччен унашкал лару-тӑру пулман. Вӗсем халӗ Алексей патне те, вӑл ӗҫлекен организацие те шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ. Арҫынна "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Паян Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ҫавна май ятарлӑ парне хатӗрлерӗ — чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре ҫӗнетрӗ. Ҫӗнӗ версинче тупнӑ йӑнӑшсене юсанӑ тата сӑмахсен йышне ӳстернӗ. Енчен те малтанхи 31 пин те 82 сӑмаха пӗлнӗ пулсан, хальхи 31 501–31 502 сӑмаха (Libreoffice валли ӑсталанӑ хушӑмра 1 сӑмах ытларах) пӗлет. Вӗсенчен чылайӑшне текстсенче тӗл пулаканнисенчен кӗртнӗ. Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрпе Firefox браузерта тата Libreoffice йышши офис пакетӗнче усӑ курма пулать. Сирӗн Hunspell (орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн ячӗ) валли ӑсталанӑ чӑвашла сайта кӗмелле те ятарлӑ хушӑмсене уҫласа илмелле. Унта ҫавӑн пекех Hunspell валли тунӑ чӑвашла словарӗн тӗп файлӗсене те тупма пулать. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн паянхи тепӗр парни — 1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» «Р» тата «С» саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем. Вӗсене паян кӗртрӗмӗр. Ку словарӗн ытларах пайне тунӑ теме пулать, тата пӗчӗк пайӗ (Т-Я) ҫеҫ юлать. Ҫитес вӑхӑтра Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫак словарӗн тулли варианчӗ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
drama.21 тата nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗксем Паян «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ. Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ. Текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ. «Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев. Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
13 пляж пулӗРеспубликӑра
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикинче кӑҫал пурӗ те 13 пляж ӗҫлӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшне Шупашкарта уҫӗҫ, ыттисем – тӗрлӗ муниципалитетра. Ҫапах та тепӗр ырӑ хыпар та пур. Республикӑри тӳре-шара шыва кӗме 100-е яхӑн ятарлӑ вырӑн хатӗрлессине пӗлтернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов муниципалитетсенчен шыва кӗмелли ҫӗнӗ вырӑнсем, хӑтлӑ пляжсем тума заявка йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе Туризма аталантарас ҫинчен калакан программӑна кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ятарлӑ ҫул тӑвасшӑн. Ҫав ҫул 4 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулӗ. Хулари тӳре-шара ӗҫе пурнӑҫлама 915 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ. Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫула туса пӗтерсен унта Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче вӗренекен ачасемпе ҫамрӑксем ирӗн-каҫӑн чупса хӑнӑхма пултарӗҫ тесе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |