Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнч Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче Вӗрентекенсен аллейине уҫнӑ. Унта 40 портрет вырнаҫтарнӑ. Ҫав портретсенче – учитель-фронтовиксем, пысӑк стажлӑ вӗрентекенсем, династири вӗрентекенсем… Аллея Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак аллея – Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан шкулӑн пӗчӗк историйӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/spirincheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн. Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ. Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ. Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пӗр ҫамрӑк ҫулпа пынӑ чухне машина айне пулнӑ. Инкек юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Карӑклӑ ялӗ тӗленче пулса иртнӗ. Шупашкар хулинче пурӑнакан каччӑ (вӑл тӑрӑха ҫамрӑк хӑнана кайнӑ курӑнать) ҫулпа утса пынӑ. Ун ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Суранланнӑ каччӑна больницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109. Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Ӳнер музейӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Фёдор Мадуровӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Федор Мадуров 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 1960-1965 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсем паян Третьяков галерейинче, Вырӑс музейӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ. Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sovch.chuvashia.com сайтри сӑн Чук уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Шупашкарта Мускава хушма пуйӑссем ҫӳрӗҫ. Пирӗн патран икӗ хутлӑ пуйӑспа та кайма май пулӗ. Рейс 22 сехет те 10 минутра ҫула тухӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ рейс пур: 18 сехет те 5 минутра тата 21 сехет те 15 минутра. Чӳк уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче 12 сехет те 55 минутра хушма рейс пулӗ. Билетсен хакӗ – 1,4 пин тенкӗрен пуҫласа 2,4 пин тенкӗ таран. Сӑмах май, кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 3 сехет ҫурӑра Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче 46 ҫулти арҫын пӗрле пурӑнакан 45-ри хӗрарӑмпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Вӑйлӑ тарӑхнӑ арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 38 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ку сурансем хыҫҫӑн чӗрӗ юлайман. Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() rb7.ru сайтри сӑн Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекенсене япӑх пахалӑхлӑ какай ҫитернӗ. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ. Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, сысна ашӗнче сиенлӗ микроорганизмсем, ҫав шутра сальмонелла та, тупнӑ. Унпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмпе 21 килограмм аш пулнӑ. Россельхознадзор аш-какай комбинатне асӑрхаттару панӑ, хайсен продукцине тӗплӗнрех тӗрӗслеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ ҫумӗнче креативлӑ индустри шкулне уҫма палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет. Унта 12-17 ҫулсенчи ачасем культура тата цифра технологийӗсем енӗпе вӗренме пултарӗҫ. Шкулта дизайн, фото- тата видеопроизводство, анимаци, графика, интерактивлӑ цифра технологийӗсен студийӗсене уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, креативлӑ индустри шкулне ҫитес ҫул уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| «Колхозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |