Республикӑра
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ — 1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pg21.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ. Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ГКЧС сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна. Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура. Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать. Икӗ эрнере Шупашкарта пӗр хутчен ҫеҫ ҫумӑр ҫунӑ. Хальлӗхе уйӑхри нормӑн 5 проценчӗ кӑна ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк хальлӗхе вӗҫленмест. Ку – Оскар ятлӑ антициклона пула. Эрне варринче тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, анчах ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пӗчӗк. Ҫӗрлесерен те хальхи пек мар, ӑшӑрах пулӗ. Эрнекун ҫумӑр ҫукалӗ. Анчах типӗ ҫӗршӗн вӑл ним те мар. Канмалли кунсем хӗвеллӗ пулӗҫ. Шӑпах ун чухне Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне уявлӗҫ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ӑшӑтсах пырӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна сивӗтме, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Виҫӗ ватӑ хӗрарӑм тӑванӗсене ҫӑлас тесе пӗтӗмпе 500 ытла пин тенкӗ панӑ. Малтанах вӗсем ултавҫӑсен тӗлне пулнине ӑнланман ҫав. Ку йӑлтах ҫурлан 11-мӗшӗнче пулнӑ. 72-ри хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Унӑн мӑнукӗ машинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ имӗш. Хайхи ҫын мӑнукне яваплӑхран хӑтарма пултарать-мӗн. Хӗрарӑмӑн 100 пин тенкӗ куҫарса памалла ҫеҫ. 84-ри хӗрарӑм та 100 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Унӑн тӑванӗ авришӗн айӑплӑ тенине ӗненнӗ вӑл. 88 ҫулти хӗрарӑм вара ытларах шар курнӑ. Вӑл курьера 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем патне шӑнкӑравласан тин вӗсемпе ним те пулманнине, ӑна такам улталанине пӗлнӗ. Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pxhere.com сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи хӗрачана усал шыҫӑпа кӗрешекен эмел кирлӗ пулнӑ. Ҫакна нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пульницӑна ҫитнӗ тухтӑрсен консилиумӗн протоколӗсем те ҫирӗплетнӗ. Анчах утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗччен должноҫри ҫынсем ачана эмелпе тивӗҫтерес тесе нимӗн те туман, ЧР Сывлӑх министерствине документсем тӑратман. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма пуҫланӑ. Прокуратура та тӗрӗслев ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра хӗрачана кирлӗ эмелсемпе тивӗҫтернӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслев вӗҫленмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 6 сехет те 40 минутра Шупашкарти Гастелло урамӗ патӗнчи чарӑнура Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 220-мӗш маршрутка ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ: пӗтӗмпе 10. 11-мӗшӗ – водитель. Юрать-ха, вӗсен йышӗнче ачасем пулман. Водитель аманман. Пӗтӗм пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. 4 ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан фурӑна вара 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутайӗнче вӑрҫӑ ветеранне вӗлернине тӗпченине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Пӑтӑрмах Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 92 ҫулти хӗрарӑм (вӑл — вӑрҫӑ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ) 70 ҫулти тӑванӗпе пурӑннӑ. Инкек пулса иртнӗ кун арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ хӗрарӑма вӑл тапса ҫапса пӗтернӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ӑна хӗнесе вӗлернӗ ырҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Яндекс Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат пирӗн республикӑра миҫе яшпа миҫе пике пурӑннине шутласа кӑларнӑ. 14-35 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене илсен, 19 пике пуҫне 20 каччӑ тивет. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 14-35 ҫулсенчисем — 314 пин ҫамрӑк. Ку вӑл регионта пурӑнакансенчен чӗрӗк пайӗ пулать. Асӑннӑ йышран 161 пинӗ — каччӑсем, 153 пинӗ — хӗрсем. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: иртнӗ ҫул пирӗн тӑрӑхра 5 пине яхӑн мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав шутран 79 проценчӗ — 18-35 ҫулсенчисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() foto.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тата Кӳкеҫе ҫӳрекен маршруткӑсен маршручӗсен схеми улшӑннӑ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ. Муниципалитетсен хушшинчи 234-мӗш маршрут пассажирсене «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар-Шупашкар» ҫулпа турттарать. Республикӑн тӗп хулинчи В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне кайнӑ чухне вӑл Энтузиастсен, Грасис, Граждан тата Социалистически урамсем тӑрӑх кайма тытӑннӑ; каялла ҫаврӑнса килнӗ чухне — Социалистически, Граждан, Эльмень тата Энтузиастсен урамӗсемпе. Шупашкартан Кӳкеҫе хутлакан 325-мӗш маршрут «Хлеб» (чӑв. Ҫӑкӑр) общество патне ҫитет. Улшӑну ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |