Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ.

Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ.

 

Хулара
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пысӑк хуласенче пурӑнакансем машинӑсене ниҫта лартма аптӑрани час-часах пулать. Ятарлӑ парковкӑсем ҫывӑхра мар, кашни килсерен тенӗ пек автомобиль.

Уйрӑмах сӗмсӗррисем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнчи лаптӑка хӑйсем тӗллӗн ярса илеҫҫӗ. Ҫав вырӑнта машина номерне ҫырса ҫакса хураҫҫӗ, тӗрлӗ майпа (кивӗ кустӑрма хурса, тимӗртен карта тытса) паллӑ тӑваҫҫӗ.

Шупашкарти Эгер бульварӗнчи, Кӑкшӑм, Хусанкай урамӗсенчи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫавӑн пек картасемпе кустӑрмасене, машина номерӗсене ҫырса ҫакса хунисене хулари яваплӑ службӑсем сӳтсе тиесе кайнӑ.

 

Хулара
"Чаваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чаваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать.

Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.

Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре
tver.kp.ru сайтри сӑн
tver.kp.ru сайтри сӑн

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре шурӑ эрех, коньяк тата бренди хакӗсем ӳсӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсен хакне кашни ҫулах хӑпартаҫҫӗ.

РФ Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ эрех 281 тенкӗ тӑрӗ (261 тенкӗ пулнӑ). Бренди 348 тенкӗрен 375-е ҫитӗ. Халӗ чи йӳнӗ коньяк 480 тенкӗ тӑрать пулсан ҫитес ҫул 517 тенкӗ пулӗ. Ку хаксем - ҫур литршӑн.

Сӑмах май, 2020 ҫулта чи йӳнӗ шурӑ эрех 215 тенкӗ тӑнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ
tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр инвалида эмел паман. Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ. Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман.

Етӗрне районӗнчи тӗп пульница чирлӗ пациента кӑҫал темиҫе хутчен те эмелпе тивӗҫтермен. Ҫавна пӗлсен прокуратура сывлӑх сиплев учрежденийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ, тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Инвалида яваплисем тинех кирлӗ эмелсене тӳлевсӗр панӑ.

 

Политика

Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку должноҫе Алексей Иванов йышӑннӑ.

"Провинциль" Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Сӑмах май, унччен Ҫӗрпӳ район администрацине Сергей Беккер ертсе пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/provincivil
 

Республикӑра
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Хӗл Мучи чӗнме мӗн хак ларӗ? Ҫакӑн хуравне шыраса ӳркенменнисем пӗлтерӳсене тишкернӗ. Ун пек пулӑшу сӗнекенсем питех те йышлӑ иккен.

Тӳлевсӗр пӗлтерӳ вырнаҫтаракансен сайтӗнчи пӗлтерӳсем тӑрӑх хакласан, хак 600 тенкӗрен пуҫӑнать. Ку вӑл — 5 минутлӑх саламшӑн.

Хӗл Мучипе Юрпикене 15 минутлӑха килсе кайма ашшӗ-амӑшӗн вӑтамран 1500 тенкӗ тӳлемелле. Ҫав хушӑра хӑнасем саламласа та ӗлкӗрӗҫ, конкурссем те ирттерӗҫ.

7 пин тенкӗ тӳлесен Хӗл Мучи хӑнана алӑкран мар, чӳречерен пырса кӗрӗ.

Раштав уйӑхӗн 30 тата 31-мӗшӗсенче хак вӑтамран икӗ хут ӳсӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/7284
 

Республикӑра
chuvti.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvti.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн директорне Юрий Иванова ӗҫрен кӑларнӑ.

Асӑннӑ организаци республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать.

Юрий Иванова мӗн сӑлтавпа ӗҫрен кӑларнине республика ертӳҫин хушӑвӗнче каламан.

Ӗҫлӗ хута республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Роза Мазикова сӑнӳкерчӗкӗ
Роза Мазикова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти 19-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑpӑшӗ» ирттернӗ.

Асӑннӑ уява йӗркелесе ирттерекен Роза Мазикова чӑваш чӗлхи учителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек уява вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ. Хальхинче чӑваш ёлкине 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑннӑ.

«Паян эпӗ ирхи пиллӗкре тӑрсах чӑвашла сӑвва тепӗр хутчен аса илтӗм», — ҫунатланса пӗлтернӗ уйрӑмах хастар хӑш-пӗр ача-пӑча. Сӑвӑ кӑна-и, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене чӑваш ташшине те вӗрентнӗ.

Чӑваша калаҫакан Хӗл Мучипе Юрпике те — шкул ачисемех. Вӗсем — 9-мӗш класра ӑс пухаканскерсем.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл 66 ҫулти пӗлӗшӗн хваттерӗнче пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ваттине хӗненӗ, лешӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ.

35-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84072
 

Страницӑсем: 1 ... 768, 769, 770, 771, 772, 773, 774, 775, 776, 777, [778], 779, 780, 781, 782, 783, 784, 785, 786, 787, 788, ... 4003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.