Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре спорт гимнастики енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем тата спорт гимнастикине юратакансем Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне пуҫтарӑннӑ. Раҫҫей спорт мастерӗсен икӗ кунхи ӑмӑртӑвӗнче Никита Леснов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Спорт мастерӗсен кандидачӗсенчен Антон Антонова ҫитекен пулман. Асӑннӑ категорире кӗмӗл медале Андрей Кривошеев, бронзӑна Даниил Лисицын ьивӗҫнӗ. 1-мӗш спорт разрячӗн программинче ылтӑн медале Дмитрий Максимов ҫӗнсе илнӗ. кӗмӗле — Александр Пузырев, бронзӑна — Максим Замахов. 2-мӗш спорт разрячӗн программинче Иван Щербаков ҫӗнтернӗ. Сергей Раськин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Илья Лавров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи чиркӳре ылтӑн алка-эреш ҫухалнине асӑрханӑ. Килен-ҫӳрен чиркӳ валли укҫа хумалли ещӗк те уҫӑ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӑрӑ шала чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Полицейскисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. Ялта аллине кастарнӑ ҫынна курнине палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 49 ҫулти арҫын. Хайхискерӗн пурӑнмалли вырӑнӗ те ҫук. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ылтӑн алка-эреше туртса илнӗ. Ещӗкре мӗн чухлӗ укҫа пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Ку эрне вӗҫӗнче эпир 3 кун канатпӑр: чӳкӗн 4-6-мӗшӗсенче. Пульницӑсем ҫав вӑхӑтра мӗнле графикпе ӗҫлессине палӑртнӑ. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче пульницӑсенче 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпе ӗҫлеҫҫӗ. Чӳкӗн 6-мӗшӗ – канмалли кун, 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвирусран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи даннӑйсене илес тӗк, 610 пин ытла ҫын прививка тутарнӑ. Апла Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫурри вакцинациленнӗ. Вакцинациленнисенчен 605,9 пинӗшӗ – аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, ыттисем – ачасем. 18 ҫул тултарман 4,3 пин ача кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ. Вакцинацилес ӗҫ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Красноармейски районӗсенче аван пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vr-vyksa.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ поселокӗнче хӗрарӑмпа ачана шар кӑтартнӑ 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шутланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын юпа уйӑхӗнче курайманнипе арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман - кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Арҫын следстви вӑхӑтӗнче решетке хыҫӗнче ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Жизнь и свет Марфы Трубиной» (чӑв. Трубина Мархвин пурнӑҫӗпе ҫути) художествӑпа документлӑ спектакль кӑтартнӑ. Ӗҫе актёр ӑсталӑхӗпе режиссура кафедри хатӗрленӗ. Спектакль курма институтӑн тата культура колледжӗн студенчӗсемпе ӗҫченӗсем, институтра квалификацие ӳстерекенсем тата хулари шкулсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Трубина Мархви РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансене икӗ премьера кӗтӗ. Вӗсене иккӗшне те СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев хатӗрленӗ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кӗввипе» спектакль-концерт кӑтартӗҫ, 22-мӗшӗнче — В. Панова пьеси тӑрӑх лартнӑ «Уйрӑлу каҫӗ» мюзикл. Ҫак уйӑхри премьерӑра, «Мӑнаккасем» трагикомедире, пулса курманнисен те театра васкамалла. Ку спектакле чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тепӗр хутчен кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӗсем иккӗшӗ те авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Пӗри Шупашкартан, тепри Муркаш районӗнчен. Шупашкарта пурӑнакан 65-ри Владимир Александрович Широнов хура куртка, сӑрӑ кофта, хура шӑлавар, ҫавӑн тӗслех кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, кутамкка ҫакнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89196666680 номерпе шӑнкӑравламалла. 35 ҫулти Александр Викентьевич Николаев сӑрӑ комбинезон, хура тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки 89777084704 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.freepik.com сайтран илнӗ сӑн Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ. Ҫулӑм 160 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, ӑна часах, 45 минутран, сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 4 техника пурнӑҫланӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗ чутах пахча ҫимӗҫсӗр юлман вӗт. Складра упраннӑ тыр-пула, ҫӗрулмие – пӗтӗмпе 70 тонна ытла – упраса хӑварма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Анчах ку чир ҫухалнине пӗлтермест. Юпа уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ҫак амака пула 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртнӗ талӑкра 39 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ, пӗрне те пульницӑна вырттарман. Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче те больницӑна лекмеллех чирлекенсем пулман. Юпан 29-мӗшӗнче стационара 15 пациента вырттарнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 102,1 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 96,9 пинӗшӗ сывалнӑ. 4,7 пин ҫын ҫак амакран сывалайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |