Статистика
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн республикӑра уйрӑлакансен йышӗ сахал. Ҫак кӑтартупа Атӑлҫи федераллӑ округра Чӑваш Ен 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Раҫҫей Федерацийӗнче вара — 5-мӗш вырӑн. 2022 ҫулталӑкӑн ҫичӗ уйӑхӗ хушшинче республикӑра пӗр пин ҫын ҫине 3,6 уйрӑлу пырса тивет. Раҫҫейре вӑтамран ҫак кӑтарту 4,5 танлашать, Атӑлҫи федераллӑ округра — 4,0. Сакӑр уйӑх хушшинче вара республикӑра 2936 ҫемье арканнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 2942 танлашнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе ӑна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 17 сехетре вӑл хӑйӗн килӗнче ялти пӗр ҫынпа вӑрҫӑнса кайнӑ, ӑна вӑйлах ҫапнӑ. Тепӗр кун ирхине хайхискер ӑна мотоблок ҫине хунӑ та килне леҫсе янӑ. Унта лешӗ вилнӗ. 63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Малиновка ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Анна Петрова ҫухални пирки хӗрӗ полицие пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑма "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Кинемей килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Хӑй ҫӳллех мар, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ тата кӗске. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере ҫумӑр самай ҫурӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкнӗ. Ку кӑна мар-ха. Ҫитес 3 кунра 1 тӑваткал метр ҫине 25 литр шыв ӳкме пултарӗ. Шӑматкун ирхине тата кӑнтӑрла кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун вара кунӗпех йӗпе-сапа пулӗ. Ҫапах 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Тунтикун пирӗн пата тропика сывлӑшӗ килӗ. Пӗлӗтсен ҫийӗнче 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кун пек чухне типӗ те ҫилсӗр ҫанталӑкра 30 градус шӑрӑх тӑрать. Тунтикун 23 градус ӑшӑ тӑрӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫитес эрне вӗҫӗнче кӑнтӑрла 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлесерен – 7 градус кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Экономика
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ. Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм. Инвестициленӗ чухне мӗнпур укҫана пӗр вырӑна хывма сӗнмеҫҫӗ. Манӑн та ҫавнашкалах. Апла пулин те «Потокри» укҫа пысӑк пай йышӑнать. 1/3 пайран пысӑкрах. Ку — ӑна ытларах шаннипе ҫыхӑннӑ. «Потокӑн» лайӑх енӗсем«Поток» краудлендинг компанисен йышӗнче чи пысӑк пай йышӑнать. Мӗнпур пайран 40% ытла вӗсен. Мӗн-ха вӑл краудлендинг? Ку меслет пысӑках мар предприятисене (пӗчӗккисене тата вӑтаммисене) уйрӑм ҫынсен укҫине тивӗҫтерет. Чылай чухне вӗсемпе банксем ӗҫлесшӗн мар. |
Хулара
![]() liter.kz сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм инвестиципе укҫа ӗҫлесе илетӗп тесе савӑннӑ пуль-ха. Анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Тупӑш тӑвайман. Хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кӗҫех унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл унӑн консультанчӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа ӗҫлесе илме пулӑшать иккен. Ҫав палламан ҫын каланипе хӗрарӑм 10 кунра 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран вӑл укҫана тавӑрма шутланӑ. Паллах, усси пулман. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medboli.ru сайтри сӑн Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттернӗ, унта кӑшӑлвирус, вакцинаци пирки калаҫнӑ. Министр ҫак каварлӑ чирпе ытларах камсем нушаланнине каласа кӑтартнӑ. Республикӑра чирленисенчен ытларахӑшӗ, 92 проценчӗ, илте амбулатори мелӗпе сипленет. Пӗтӗмпе - 3 пин ытла ҫын. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() udoba.org сайтри сӑн Кӑмал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе республикӑра ӗнесен шучӗ 0,1 процент ӳснӗ. Ҫавна май сӗт суса илесси 2,8 процент нумайланнӑ. Анчах лавккасенче сӗт хакӗ чакнӑ-и? Кӑҫалхи 6 уйӑхра пӗр ӗнерен 8 процент нумайрах сӗт суса илме пуҫлан. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт туса илесси ӳснӗрен унӑн хакӗ чакнӑ. Халӗ республикӑра вӑл 68,74 тенкӗрен пуҫласа 83,62 тенкӗ таран тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫутҫанталӑка хӳтӗлес енӗпе ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Шупашкарти районсем хушшинчи прокурор должноҫне юстицин кӗҫӗн советникне Николай Костенкӑна шаннӑ. Николай Васильевич унччен Ивановӑри, Волгоградри районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫра тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ. Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ. Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |