Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Улатӑрсем Чӗмпӗр облаҫӗпе пӗрлешесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.04.2024 18:16 | 1174 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян ҫӗрле «Контактра» халӑх тетелӗнче «Алатырь» сообществӑра Чӗмпӗр облаҫне чӗнсе каланӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. Улатӑрта пурӑнакансем облаҫ кӗпӗрнаттӑрне хулана хӑйсен йышне кӗртес ыйтӑва пӑхса тухма, референдум ирттерме сӗннӗ.

Акан 8-мӗшӗнче муниципалитет реформипе килӗшӳллӗн депутатсем Улатӑр хулипе округне пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх итлевӗ пулмалла.

Улатӑрсем халӑх тетелӗнчи хыпарта унччен вӗсем Чӗмпер кӗпернинче пулнине, 1925 ҫулта Чӑваш Енпе пӗрлештернине, вӗсем хӑйсен тымарне манманнине палӑртнӑ, «чылай ҫул ӗнтӗ регион правительстви хулана хӗстерет» тесе ҫырнӑ.

Сӑмах май, 2019 ҫулта улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештерме ыйтнӑ. Ҫакна вӗсем Саранск Шупашкартан ҫывӑхрах пулнипе сӑлтавланӑ.

#Шупашкар, #Улатӑр районӗ, #Улатӑр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-126868090_457244454
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 14:29
Agabazar
Мăкшă мар, Мордва.
Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 14:31
Agabazar
Тутарстанран тухса такам патне пĕрлешес текенсем пур-и? — Çук.

Пăтранчăк саманапа усă курса тем хăтланас текенсем пирки кунта сăмах.
Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 14:36
Agabazar
Чăваш республикине референдумпа мар туса хунă. Ăна аркатасси те референдумпа пулас çук. Ялан çак япала юриех хĕтĕртсе пыни çавăн патне илсе пырать.

Марий-Эл республикинчен хăйпăнас текенсем пур-и? — Çук. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен хĕтĕртекенсем çук.
Agabazar // 3213.90.1184
2024.04.18 14:39
Agabazar
Çакна аса илтерме кирлĕ: Чăваш халăхĕ Раççейре ĕлĕкренпех чи йышлисенчен пĕри пулсан та, Чăваш республики — чи пĕчĕккисенчен пĕри.

Пушкăртстанран тухас текенсем пур-? Çавнашкал ыйтăва пăхса тухаççĕ-и? — Çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем