|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ. Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() РФ Ӗҫлев министерстви 2024 ҫулта мӗнле кантарасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ҫулти каникул раштавӑн 30-мӗшӗнче пуҫланса карлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗ – эрнекун, ҫапла 3 кун канӑпӑр. Пушӑн 8-мӗшӗ те эрнекуна лекет, 3 кун ӗҫлеме тивмӗ. Ака уйӑхӗнче юлашки эрне 6 ӗҫ кунӗллӗ пулӗ. Ҫапла ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи уявра 4 кун кантарӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 4 кун ӗҫлемелле мар. Ҫӗртмен 12-мӗшӗ – юнкун, 1 кун канмалла. 6 ӗҫ кунӗллӗ эрне чӳк пуҫламӑшӗнче пулӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсем – кану кунӗсем. Раштав уйӑхӗнче 29-31-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ – Республика кунӗ. Кӑҫал Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 103 ҫул ҫитет. Республика уявӗнче пӗрлешекенсем сахал мар пулӗҫ. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрма 86 заявлени панӑ. Сӑмах май, ҫуллахи тапхӑрта республикӑра пӗтӗмпе 1,9 пин мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменне заявлени панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк ҫуллахи пек мар, ҫу уйӑхӗнчи пек кӑна ӑшӑ. Ӗнер Шупашкарта вӑтамран 13 градус пулнӑ. Кунашкал сивӗ ҫанталӑк эрнипех тӑрӗ. Паян-ыран кӑнтӑрла 15 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 6-7 градус пулӗ. Ытларикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче 17-19 градус таран ӑшӑтӗ. Эрнекунран уҫласа вырсарникунччен 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе 3 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Питӗрти пульницӑра куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Вӑл патшалӑх службинче 1996 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Малтан ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унтан Шупашкар районне ертсе пынӑ. 2002-2010 ҫулсенче вице-премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2010 ҫулхи ҫулла республика Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин шанчӑка ҫухатнӑ тесе ӑна должноҫрен кӑларнӑ. Ҫав ҫул ҫу уйӑхӗнче Михаил Игнатьев РФ Аслӑ судне ку тӗрӗс мар тесе тавӑҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкарта 75 ҫулти хӗрарӑма урамрах, ача-пӑча лапамӗнче, улталанӑ. Вӑл палламан хӗрарӑмсене 400 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Кинемей ура ыратнипе аптӑрать. Урамра пынӑ чухне ун патне хӗрарӑм пынӑ. Вӑл урине сиплеме пулӑшать-мӗн. Анчах сывалма темӗнле йӑла тумалла имӗш. Ҫав вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑм пынӑ та ку сиплев унӑн амӑшне пулӑшни пирки каланӑ. Кинемей вӗсене ӗненнӗ, килӗнчи 400 пин тенкине илсе тухса ҫав хӗрарӑмсене панӑ. Лешсем вара укҫапа ун ҫийӗн сулкалашнӑ та ҫухалнӑ. Кинемей тепӗр кун полицие кайнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑмсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ министрӗн аккаунтӗнчи сӑн Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян та республикӑри ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче 9 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх "Лада Гранта водителӗ сулахай еннелле ҫаврӑннӑ чухне "Фольксвагена" ҫул паман. Аварире "Гранта" водителӗ, 63 ҫулти арҫын, вилнӗ. "Фольксваген" водителӗ тата икӗ пассажир аманнӑ. Пӗр пассажирӗ 12 ҫулта кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ҫакӑн пек хыпарланӑ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елен Нарпи Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче лартнӑ Ҫӗнӗ ӗҫ пирки. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче театр ҫинче чӑвашсен асамлӑ юмахне «Ух-х старик / Ух-х — властелин подземелья» ятлӑ спектакль кӑтартнӑ. «Телей пулчӗ пулӗ — спектакль сценарине ҫырма мана шанчӗҫ. Чӑвашла лартнӑ юмаха тӑвансемпех кайса куртӑмӑр. Туйӑмсем — тӗлӗнмелле! Сценарине ҫырнӑ чухне пӗр тӗрлӗ курӑнать иккен, сцена ҫинче мӗн кӑтартнине курса ларма вара пушшех интереслӗ. Тӗп режиссёр Байрас Ибрагимов чӑн-чӑн асамлӑх тунӑ пьесӑран. Артистсем выляни те ҫав тери ӗненмелле. Лолита Чекушкина ҫырнӑ кӗвӗ те шӑпах юмах валли. Пӗр сӑмахпа, ТЮЗ сцени ҫинче чӑвашсен авалхи асамлӑ тӗнчине кӗрсе пӑхма май паракан тепӗр селӗм спектакль ҫуралчӗ. Ку юмаха +0 тенӗ те, анчах вӑл аслисем валли те. Шӑпах ҫемьепе кайса курма меллӗ спектакль. 1 сехет пырать, сентябрьтен репертуарта пулать», — тесе хыпарланӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сценари авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() kcso19.eps74.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе ӗненнӗ. Анчах ӑна улталанӑ. Ӑна Пермь крайӗнчи 21 ҫулти каччӑ шӑнман пӑр ҫине лартса хӑванӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хайхискер казинора выляма юратнӑ, анчах укҫи пулман. Ҫапла вӑл ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе палламан номерсем ҫине пӗлтерӳсем янӑ. Кун хыҫҫӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ те унти укҫана вӑрланӑ. Ҫак каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
