Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци пӗтӗм Раҫҫейӗпе чӳкӗн 3-8-мӗшӗсенче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртет.

Пирӗн регионта диктант ҫыракансем Шупашкарта Чӑваш наци музейне Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти упранакан зала пухӑнӗҫ. Тестра – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ пӗтӗмӗшлисем, 10-шӗ вара Чӑваш Енпе ҫыхӑннисем. Хуравлама 40 минут уйӑрса парӗҫ.

Пӗтӗмлетӳсемпе диктант сайтӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗччен паллашма май пулӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн.

Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен.

Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ.

 

Сывлӑх

Пирӗн республикӑра ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче кӑшӑлвирусран вилекен пулман. Утӑ уйӑхӗнче ку чире пӗр пациент парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче вара 3 ҫын кӑшӑлвируса пура пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Иртнӗ эрнере 28 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Унчченхи эрнере унашкаллисем 25 ҫын пулнӑ.

Иртнӗ эрнере 291 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем вара 285-ӗн пулнӑ.

 

Политика
forum.na-svyazi сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗремӗш ҫумне Алексей Лукшина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн паянхи кун икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем – Надежда Никандрова тата Марина Лежнина.

Алексей Лукшин министерствӑри ҫав пукана шӑп та лӑп виҫӗ ҫул йышӑннӑ. Министр ҫумӗн тилхепине ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тыттарнӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 45-мӗш шкул директорӗнче ӗҫленӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Надежда Кузьмина артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Надежда Кузьмина — актриса та, юрӑҫ та, юрӑсен авторӗ те, киносценарист та.

«Чӗререн савса» пултарулӑх каҫне сцена ӑстин 50 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ юбиляра Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

«Надежда Кузьмина 25 ҫул каялла ҫак театра килчӗ те унӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл ҫак сцена ҫинче тӗрлӗ жанрлӑ 55 сӑнара калӑпларӗ. Актрисӑна чунӗ уҫҫишӗн, ҫутҫанталӑк панӑ ҫыпӑҫулӑхӗшӗн те куракансем юратаҫҫӗ», – тенӗ Валерий Яковлев.

Артиста саламлама ытти артист та пырса ҫитнӗ.

 

Ҫул-йӗр
"Автодор" архивӗнчи сӑн
"Автодор" архивӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче строительсем Атӑл урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче асфальт сарса пӗтернӗ. Вӑл - ҫак ҫул ҫинчи чи вӑрӑм кӗпер: 3362 метр тӑршшӗ, 25 метр сарлакӑш.

Халӗ унта тимӗр картасем вырнаҫтараҫҫӗ. Кайран кӗпер ҫинче ҫутӑ тӑвӗҫ.

Палӑртмалла: ҫак кӗпере 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, уҫасшӑн. Ҫавӑн чухнех машинӑсем Мускавран Хусана ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ҫул Мускавран пуҫласа Арзамас таран уҫӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/avtodorgk
 

Пӑтӑрмахсем
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри организаци-предприятисенче ҫынсем ӗҫе кайсан сусӑрланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ӗҫри инкексене тата вӗсен сӑлтавне паян республика Правительствин ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.

Кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче производствӑра 17 ҫын йывӑр суранланнӑ, 8 ҫын вилмеллех аманнӑ.

Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова палӑртнӑ тӑрӑх, инкексен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменрен пулнӑ. «Кун пекки, шел пулин те, нумай сферӑра сисӗнет», – тенӗ министр.

Ларура инкексем пулнӑ предприятисен представителӗсене итленӗ. Вӗсен шутӗнче — «Шупашкар алӑкӗсем», «Панулми», «Честрой ЖБК» обществӑсем, «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗ, «Чӑвашэнерго» филиалӗ.

 

Политика
t.me/oanikolaev каналти сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev каналти сӑнӳкерчӗк

Паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗпе Эдуард Гиматовпа паллашнӑ.

Аса илтерер: Эдурад Гиматова Чӑваш Ен прокурорӗ пулма Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе пилӗк ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.

Унпа Элтепере РФ генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Николай Шишкин паллаштарнӑ.

Эдуард Рафикович Курган облаҫӗнчи Боровское ялӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Тӗменти пашалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Прокуратура органӗсенче 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Тӗмен прркурорӗ, Тамбов облаҫӗ прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/4293
 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пӗрер пуҫлӑх юлӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫавӑн пек пулнӑччӗ-ха. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн администраци пуҫлӑхӗсем (вӗсене тепӗр майлӑ сити-менеджер та теме тытӑнчӗҫ) пулса тӑчӗҫ тата Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тесе тире урлӑ ҫырма тытӑнчӗҫ.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта малашне пӗр пуҫлӑхлӑ меслет ҫине куҫӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринче пӗри хӑйӗн машинине ҫухатнӑ. Унӑн «УАЗне» такам хускатса кайнӑ.

Транспорт хуҫи йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «Буханкӑна» арҫын кил умне лартнӑ. Анчах машинӑн уҫҫине илме манса кайнӑ.

«УАЗа» йӗрке хуралҫисем Сӗнтӗрвӑрринчен 30 километрта тупнӑ. Вӑрра видеокамерӑсем тӑрӑх палӑртнӑ.

Машинӑна хускатса кайнӑ 20 ҫулти каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланкаланӑ-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 661, 662, 663, 664, 665, 666, 667, 668, 669, 670, [671], 672, 673, 674, 675, 676, 677, 678, 679, 680, 681, ... 4143
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...