Республикӑра
smartik.ru сайтри сӑн Етӗрнере 49 ҫулти арҫын пӗчӗк ачан сывлӑхне сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче арҫын патӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗ 7 уйӑхри ачипе пулнӑ. Ирхи 4 сехетре те хӗрарӑм ун патӗнчен кайман. Ача темшӗн канӑҫсӑрланса макӑрнӑ. Арҫынна ку килӗшмен. Малтан вӑл ачан хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пепкен пуҫӗ суранланнӑ, пуҫ купташки хуҫӑлнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Вӑл унччен йывӑр преступлени тунӑшӑн судпа айӑпланнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
vk.com сайтри сӑн Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать. Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ. Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
proprikol.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Вӑл юмахри сӑнарӑнни пек. Нумаях пулмасть тӗп хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗ Золушка ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрӗ валли ҫак ята суйланӑ. Иртнӗ эрнере ҫак районта 48 пепке ҫуралнӑ: 24 арҫын ача тата 24 хӗрача. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: Илиан, Лука, Золушка, Дана, Стефания. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем: Дамир, Ярослав, Михаил, Валерия, София, Василиса, Елизавета. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Глас.ру сайтри сӑн Германири ӑсчахсем анлӑ тӗпчев ирттернӗ — Египетри 1,5 пинрен пуҫласа 3,5 пин ҫулти мумисен геномне юсаса тӑратнӑ та ӑна типченӗ. Вӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн авалхи египтянсем Африкӑри ҫынсемпе пӗрре те тӑванлӑ пулманнине пӗлнӗ, ытларах енӗпе вӗсем израильсене, турккӑсене, грузинсене тата ливансене ҫывӑх иккен. Ку ДНК-на Европӑри халӑхӑн ДНК-ипа танлаштарнӑ хыҫҫӑн Европӑри халӑхӑн ҫурри ытла Тутанхамонпа тӑванлӑ пулнине, хальхи египтянсен вара ҫак ДНК пит сахал пулнине, R1b1a2 халӑх йышӗн 1% ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Ӑсчахсем хальхи Египет ҫыннисем авалхи патшасемпе ним енчен те ҫыхӑнманни пирки пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Египет патшисемпе европа халӑхӗн пӗрлехи мӑн-мӑн аслашшӗ Кавказра тӑхӑр пин ҫурӑ ҫул каялла пурӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхине Кӳкеҫпе Апаш хушшинче, Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель «зебра» умӗнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ. Аварире «Шевроле» водителӗ вилнӗ. Вӑл 34 ҫулта пулнӑ. 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварире вилнӗ водитель Ҫӗрпӳ район хаҫачӗн водителӗ пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан Ҫӗмӗрле хулинче хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланать. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗ. Чи малтан ача пахчисене, социаллӑ учрежденисене ӑшӑ парӗҫ. Пурӑнмалли ҫуртсенче те кӗҫех ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ҫывӑх кунсенче офиссенче тата ытти учрежденире те ӑшӑ парӗҫ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӑтам сывлӑш температури 5 кун 8 градус тӑрсан ӑшӑ пама тытӑнмалла. Хальлӗхе ун пекех сивӗ пулман-ха. Ҫапах ҫӗмӗрлесен ав хваттерӗсенче ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ch.versia.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр пульницинче ӗҫлекен тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑма операци туса унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. 82-ри кинемей ниепле те хӑсма чарӑнман, сиплев те, укол та пулӑшман. Васкавлӑ медпулӑшу ватӑ хӗрарӑма пульницӑра илсе ҫитернӗ. Унта ӑна компьютер томографине тунӑ. Унӑн пӳсӗр хӗсӗнсе ларнӑ иккен. Хӗрарӑм ватӑ пулсан та, хӑснипе вӑйӗ чаксан та тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ пациент килне таврӑнма хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сайтран илнӗ сӑн «Демографи» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — ҫӗршыври пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси. Ҫакна пурнӑҫлама хастар вӑрӑм ӗмӗре аталантаракан тӗрлӗ проект пулӑшать. Сӑмахран, нумаях пулмасть Шупашкарта Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли гимнастика енӗпе уҫӑ занятисем пуҫланнӑ, кӑмӑл пур пулсан унта пурне те йышӑнаҫҫӗ. Нацпроектсен мероприятийӗсене ирттерес ӗҫ Денис Спирин администраци пуҫлӑхӗ хушнипе йӗркеленет. Занятисем П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Республикин кунг-фу федерацийӗн пайташӗ Светлана ертсе пынипе иртнӗ. Текстильщик микрорайонта пурӑнакансем сывлав упражненийӗсен усси пысӑк пулнине пӗлнӗ, Тайцзицюаньпе Цигун китайсен гимнастики тивӗҫтерекен лайӑх кӑмӑла хӑйсем тӗллӗн туйса илме пултарнӑ. Интенсивлӑ хусканусем иммунитета тата чӗрепе юн тымарӗсен системине ҫирӗплетни, кӑмӑла ҫӗклени, чылай вӑхӑтлӑха вӑй-хӑвата тивӗҫтерни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне вӑл — чир-чӗртен упранмалли тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшне тӑсмалли меслет те. Курма пынисене интерактивлӑ занятисем ҫав тери килӗшнӗ. Нумайӑшӗ ҫитес вӑхӑтра пулмалли тренировкӑсене ҫырӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ачасем ҫурални – кашни ҫемье пурнӑҫӗнчи калама ҫук пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ самант. Ҫемьере харӑсах икӗ пӗчӗк ача хушӑнсан вара телейӗ те, ачасене ӳстернӗ мӗнпур самант та икӗ хут пысӑкрах. Паян, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа черетлӗ, 19-мӗш йӗкӗреш регистрациленӗ. 2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Н. ҫемье «Пепкелӗх центрӗнче» икӗ хут телейлӗрех пулса тӑнӑ. Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ. ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |