Чӑвашлӑх
![]() Анжелика Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ. Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур. Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ. Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() aartyk.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Темиҫе кун каялла ун патне пиччӗшӗ шӑнкӑравланӑ. Чӑннипе вара вӑл пачах ют ҫын пулнӑ. Хайхискер кӑшӑлвирусран сипленпе укҫа ыйтнӑ. Ку ӑна 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 65 ҫулти хӗрарӑм та "пиччӗшне кӑшӑлвирусран сипленме" х28 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Икӗ тӗслӗхӗнче те палламан ҫын хӑйне Сергей тенӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашла ҫыракан блогерсене хавхалантарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине аталантаракан блогерсене, журналистсене, программистсене конкурс ирттерсе хавхалантарсшӑн. «Ӳлӗмрен у пек конкурссем темиҫе пулӗҫ. Ку вӑл тӗрӗс», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александра Бочкарева. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместительне Александра Бочкаревӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 37 ҫулти Александра Сергеевна министрӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Вӑрмар поселокӗнче 3 ҫулти ача урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне сӑнав ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш. Ку ӗнер 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Телее, ача чӗрех, унӑн пысӑк суран та ҫук. Следстви-оперативлӑ ушкӑн ҫав вырӑна тӗрӗсленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа халӗ тӗпчет. Яваплӑ ҫынсене те палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин сайтӗнчи сӑн М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни. Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра текех юр ҫумасть пек туйӑнать. Анчах ҫанталӑк пирӗн валли «парне» хатӗрленӗ иккен. Ҫу уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ: ун чухне пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш 7-8 градус таран сивӗнӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Ҫил вӑйланнӑран пушшех те сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен уяртӗ. Майӗпен ӑшӑ таврӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле те ӑшӑрах тӑрӗ. Уяври канмалли кунсем хыҫҫӑн 12-17 градус ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 градус ӑшӑ пирӗн пата ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ. Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хулан тӗп пайӗнче 13 сехетрен пуҫласа транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Чару Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫӑнса Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем ҫыхӑничченхи вырӑнсене, ҫавӑн пекех Президент бульврӗнчен Дзержинский, Кооператив урамӗсене, Электроаппаратчиксен бульварне тухакан ҫулсене пырса тивӗ. Ҫӗнтеӳ кунӗнче, сӑмах май каласан, чару «Ҫӗрпӳ-Красноармейски-Кӳлҫырма» ҫула та пырса тивӗ. Унта ҫӑмӑл атлетсем «Дорога Мужества» (чӑв. Паттӑрсен чупӑвӗ) чупӑва тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |