Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кашни ҫынах ватӑлать, юратнӑ ӗҫне хӑварса тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ку пуриншӗн те тенӗ пекех йывӑр тапхӑр.
Ҫакна тӗпе хураҫҫӗ Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Кунта «Ватӑ ӑшши» клуб ӗҫлет.
Ҫак клуб темиҫе ҫул ӗҫлет. Унта ҫӳрекенсем — вырӑнти йӑла-йӗркене пӗлекенсем. Уйрӑмах Иосиф Ильин, Ольга Басникова, Лидия Борисова, Раиса Иванова, Лидия Евдокимова, Раиса Петрова, Мария Васильева хастар — ялти, районти пӗр мероприятирен те юлмаҫҫӗ.
Культура ӗҫченӗсем тата «Ватӑ ӑшши» клуб пайташӗсем йӑла-йӗркене вӗренеҫҫӗ, вырӑнти халӑх юррисене ҫырса илеҫҫӗ, асаилӳ каҫӗсене йӗркелеҫҫӗ, хӗрарӑмсен пуҫ хатӗрӗсене ӑсталаҫҫӗ.
Хӑш чухне ватӑсем Серафим аттепе те курнӑҫаҫҫӗ.