Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт уявне тухнисем
Спорт уявне тухнисем

Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, республикӑри кашни тӑрӑхра спорт уявӗ иртрӗ. Ҫав шутра Сӗнтервӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗнче те.

Ҫак кун ялти стадион шкулта ӗҫлекен пур вӗрентекене те пухрӗ, Григорьев Г.П. директор та вӗсенчен юлмарӗ. Вӑй-хал культурине вӗрентекенсем йӗркеленипе сӑрт ҫинчен йӗлтӗрпе ярӑнчӗҫ, хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртрӗҫ. Тӑркӑчпа та ярӑнса канчӗҫ ҫак кун — ара пӗр кун маларах ятарласа тенӗ пек катока тасатрӗҫ-ҫке!

Уяв епле иртнипе пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ!

 

Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ
Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.

«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.

 

Ҫӗнӗ Шупашкарти шывпа тивӗҫтерекен компани
Ҫӗнӗ Шупашкарти шывпа тивӗҫтерекен компани

Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта хуласене шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнче те шывпа тивӗҫтересси лайӑх ӗҫленӗ. Шупашкарпа Етӗрнере ҫеҫ кӑрлачӑн 1-мӗшӗн каҫхине пӑтармахсем сиксе тухнӑ, анчах вӗсене тепӗр куннех юсама пултарнӑ.

Элтепӗр ҫак кун «Чӑваш Республикинчи шывпа тивӗҫтерессипе шыва ҫитерессине аталантармалли хушма ӗҫсем ҫинчен» саккуна алӑ пуснӑ иккен. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарӑн шывпа тивӗҫтерекен системӑсене пӗрлештересшӗн пулас. Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологические очистные сооружения» предприятипе «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин комуналлӑ сечӗсем» предприятие акционерлама палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ҫӗнӗ Ҫул ҫитрӗ. Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем вара ачасем валли парне тӑвас шухӑшпа Хӗл Мучипе Юрпике тумне тӑхӑнса ял урамне тухрӗҫ.

Чӑн та урам варринче Хӗл Мучипе Юрпикене курасса ачасем шанман та пулӗ, анчах акӑ вӗсем, сан умрах иккен! Тата ахаль тухман, Ҫӗнӗ Ҫул саламӗсем илсе килнӗ! Шӑпӑрлансем та маххӑ памарӗҫ — Хӗл Мучине хӑйсем пӗлекен сӑвӑсене каласа пачӗҫ. Юрласа паракансем те пулчӗҫ.

Хӗл Мучипе Юрпике ватӑ ҫынсем патне кӗрсе тухма манмарӗҫ. Нумай ачаллӑ кил-йышсем вара вӗсенчен парне илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Ашшӗ-амӑшӗсене те, ача-пӑчана та кунашкал уяв туса пани кӑмӑла кайрӗ.

Сӑнсем (6)

 

Куславккари ХӖТЦ. Foto.cheb.ru сӑнӗ
Куславккари ХӖТЦ. Foto.cheb.ru сӑнӗ

Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр иртнӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ.

2012 ҫул вӗҫӗ тӗлне кунта пурӗ 54 ҫынна шута илнӗ иккен. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вара кунта ӗҫ шыраса 924 ҫын килнӗ, вӗсенчен 27,9% ялта пурӑнакансем, 36,8% — ӗҫе хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса кайнисем, 4,2% — пенси ҫулне ҫитсе пыракансем, 39,1% — 14–18 ҫулхи ҫамрӑксем.

Ҫулталӑк хушшинче районти предприятисем пурӗ 1607 ӗҫ вырӑнӗ панӑ, вӑл вырӑнсене 562 ҫынна вырнаҫтарма пултарнӑ. Пурӗ вара 875 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пурӗ 102 пушӑ ваканси шутланса тӑнӑ.

Ҫавӑн пекех Куславкка районӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ҫулталӑк хушшинче ӗҫ вырӑнӗсен ярмӑрккисене йӗркеленӗ, вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксене пӗрремӗш вырӑна вырнаҫтарнӑ, ытти тӑрӑхсенче ӗҫ вырӑнӗсем тупса панӑ, професилле пӗлӳ илме пулӑшнӑ.

 

КӐР
03

Пӗчӗккисен уявӗ
 ermakowanadejda | 03.01.2013 17:15 |

Пӗчӗккисен уявӗ
Пӗчӗккисен уявӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗн Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи пӗчӗккисен уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кунта тӗрлӗ сӑвӑ, юрӑ, юмах янӑрарӗ. Уява Трифонова Р.Н., Паркина Л.А.. Васильева С.Н., Васильева М.В. воспитательсем ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ.

Курма пыракансем те, уява хутшӑнакансем те питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Хӗл Мучи пурне те пӗчӗк кучченеҫсемпе сӑйларӗ.

 

Хамӑрӑн сайта эпир «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн телепрограммине вырнаҫтартӑмӑр.

Телепрограмма сулахай енче пулӗ — вӑл кашни кун ҫӗнелсе тӑрӗ. Унта эсир паянхи кун кӑтартакан программӑсен йышне курма пултаратӑр. Ҫав шутра иртсе кайнисем пулмӗҫ — вӗсемпе эсир наци телерадиокомпанийӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Ҫавӑн пекех, тен, ҫывӑх вӑхӑтра, радиокӑларӑмсен йышне те вырнаҫтарӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/schedule.aspx
 

Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!

 

Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлать!

2012 ҫул хӑшӗ-пӗришӗн, тен, йывӑр пулчӗ, хуйхи-суйхине те сахал мар чӑтрӗҫ пулӗ. Ҫавах та япӑх пулӑм кив ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта лайӑххи кӑна пулӑр!

Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!

Ҫапла пултӑр!

 

Тӗнче тетелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат ҫулталӑк хушшинче палӑрнӑ ҫынна суйлать. Кун пирки «Вконтакте» халӑх тетелӗнче вырнаҫнӑ вӗсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.

Кандидатсене эсир те тӑратма пултаратӑр — вӗсен йышне раштавӑн 31-мӗшӗччен кӗртме пулать. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вара вӗсенчен пӗр кун хушшинче сасӑлав мелӗпе ҫулталӑк ҫыннине палӑртма шутлаҫҫӗ.

Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак ҫынсене тӑратнӑччӗ: Александр Блинов, Геннадий Иванов-Орков, Эдуард Фомин, Эктор Алос и Фонт, Кейт Линдси, Арцём Федорiнчик, Олег Цыпленков, Алексей Ефремов, Надежда Лисовая, Дмитрий Мадуров, Русалина Селентай, Илья Иванов, Николай Лукианов (список кӗртнипе йӗркеленӗ).

 

Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗн 33-мӗш ҫурчӗ ҫине кунта 1952–1977 ҫулсенче чӑваш халӑх поэчӗ Василий Давыдов-Анатри пурӑннине асра тытса асӑну хӑми ҫакрӗҫ.

Митинг иртрӗ — сӑмах тухса калакансем йышӗнче Юрий Семендер, Анатолий Кибеч, Светлана Азамат, Раиса Сарби, Валентина Тарават ҫыравҫӑсем пулчӗҫ. Тӑванӗсен ятӗнчен Чӑваш Республикинчи Раҫҫей авторӗсен пӗрлӗхӗн инспекторӗ пулсан ӗҫлекен Нина Давыдова-Анатри тухса калаҫрӗ.

Асӑну хӑмине Владимир Нагорнов кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ. Укҫи-тенкине вара Чӑваш Енӗн культура министерстви уйрӑнӑ.

Митинг вӗҫленнӗ май пухӑннӑ халӑ асӑну хӑми ҫине чечексем хучӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i559.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3643, 3644, 3645, 3646, 3647, 3648, 3649, 3650, 3651, 3652, [3653], 3654, 3655, 3656, 3657, 3658, 3659, 3660, 3661, 3662, 3663, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...