Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗсен министерстви 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнсенче «Кӗмел сасӑ» ятлӑ тӗнчери чӑваш эстрада юррисен VIII фестивалне ирттерет!

 

Тутар, Пушкӑрт, Чӑваш республикисенчи, Чӗмпӗр, Саратов, Самар, Тюмень облаҫӗсенчи тата ытти регионсенчи чӑвашсен чи пултаруллӑ эстрада юрӑҫисем хутшӑнаҫҫӗ.

 

Хӑнасем - иртнӗ фестиваль ҫӗнтерӳҫисем: Вячеслав Христофоров, Лариса Васильева, Михаил Федоров, Ирина Сафандеева, Полина Борисова, Алена Акӑшпи тата чӑвашсен ытти паллӑ эстрада ҫӑлтӑрӗсем.

 

Фестиваль концерчӗсем Чӑваш Республикин культура училищин вӗрентӳ театрӗнче (Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт) иртеҫҫӗ. 18 сехетре пуҫланать. Билет хакӗ 80 тенкӗ.

 

Пурне те пырса курма чӗнетпӗр!!!

Малалла...

 

Чӑваш Ен правительствин юлашки ларӑвӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство перлешӗвӗнчи» лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Предприятири ӗҫсем япӑх пыни пирки пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчех предприяти панкрута тухма пуҫланӑ, анчах та ун чухне лару-тӑрӑва лайӑхлатма май тупса панкрута тухассинчен ҫӑлнӑ. Халӗ вара завод каллех ҫав шая ҫитме пуҫланӑ — палартнӑ правительство ларӑвӗнче. Предприятири ӗҫ укҫи Шупашкартинчен те, ун йышши ытти предприятинчен те каярах, 2006 ҫулхи тупӑшлӑхӗ палӑртнӑ 12% вырӑнне 2% ҫеҫ ӳснӗ, пӗр хушӑ эрнере 4 кун кӑна ӗҫленӗ. Фёдорова предприятири ытти ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Предприяти ертӳҫи Михаил Резников каласа панӑ тӑрӑх вара предприятин ӗҫӗсем япӑх пулни Раҫҫее 500 вакун Китай пиротехникине илсе килни, вӗсене 2 хут йӳнӗрех хакпа сутни, самай укҫа производствӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре янипе ҫыхӑннӑ. Вӑл калашле 2007 ҫулта предприятири ӗҫ укҫи 21% ӳсмелле, тупӑшлӑхӗ — 16%.

Предприятири лару-тӑрӑва ҫӑлма ыйтса Н. Фёдоров Фрадков патне ҫыру янӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Кӑҫал Раҫҫейре Китай ҫулталӑкне палӑртнӑ май Шупашкарта «Восток» (Хӗвелтухӑҫ) ятлӑ Китай патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗ хӑйен пултарулӑхне кӑтартӗ. Вӗсен пултарулӑхне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх опарӑпа балет театрӗнче курма пулать.

Ку ушкӑн Китайри пур провинцире те пулса курнӑ, ҫавӑн пекех тӗнчери 80 патшалӑха ҫитнӗ. Ушкӑнри 100 ытла хутшӑнаканӑн ӳнер шайӗнчи патшалӑх чаплӑ ячӗсем пур.

Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла Китай халӑх тата ытти ҫӗрсенчи ташӑсем, юрӑсемпе инструментлӑ пьесӑсен шучӗ — пин ытла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ валли халалласа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуканесен куравӗ уҫӑлнӑ. Кунта Татьяна Шарковӑпа Галина Изратовӑн ӗҫӗсене курма пулать. Татьяна Шаркова хӑйӗн пуканисене пластикпа тӑмран хатӗрленӗ, Галина Изратова вара — фольгана тӗпе хурса пластикпа тӑма хутӑштарса. Вӑл каланӑ тӑрӑх тӑмпа ӗҫлеме ҫӑмӑл, анчах та пуканесем ытла йывӑр пулаҫҫӗ.

КУравта ҫавӑн пекех йывӑҫран хатӗрленисем те ҫыхса тунисем те пур.

 

Мускавра каллех дискотека йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн сайт вара Мускавра пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене унта чӗнет! Дискотека 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Ку каҫ сире хӑйӗн пултарулӑхӗпе Шупашкарти «Туслӑх» ушкӑн савӑнтарӗ. Ҫавӑн пекех сире унта шоу-программа, чӑваш юрӑҫисен паллӑ юррисем, тӗрлӗ вӑйӑсемпе парнесем кӗтеҫҫҫӗ!

 

Дискотека ҫакӑнта иртӗ: Мускав хули, Аслӑ Тула урамӗ, 44 ҫурт, «КОММУНА» каҫхи клуб.

 

Чи малтан ҫитнӗ 10 ҫын тепӗр дискотекӑна ТӲЛЕВСӖР лекӗ. Студентсемпе курсантсем кирлӗ документа кӑтартсан ҫурма хакпа кӗме пултараҫҫӗ.

 

Дискотекӑна йӗркелекенӗ: Чӑвашсен наципе культура федераллӑ автономийӗн ҫумӗнчи Ҫамрӑксен Обществӑллӑ юхӑмӗ.

 

Chuvash.Org пӗрлӗх пур хӗрсене, хӗрарӑмсене ҫак уяв ячӗпе саламлать!

Ырлӑх, телей сирӗнпе яланах пӗрле пултӑр!

 

НАР
24

Chuvash.ru
 Хана | 24.02.2007 14:06 |

Ултӑ уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн тетеле Chuvash.Ru сайт каялла таврӑнчӗ. Сайт малашне канашлӑва усӑ курмасӑр аналитикӑллӑ публицистика енӗпе ӗҫлӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
20

300-мӗш ача
 Аçтахар Плотников | 20.02.2007 11:12 |

Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГСӗ 2007 ҫулта ҫуралнӑ 300-мӗш ачана регистрациленӗ. 300-мӗш ача шутӗнче кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ҫӳралнӑ Серафима ятлӑ хӗреча. Хӑйӗн ҫемьинче вӑл виҫҫӗмӗш ача — унсӑр пуҫсӑр аслӑраххисем Веня (3 ҫулта) тата Маша (ҫулталӑк ҫурӑра) пур. Ерофей Федотовичпа Лия Николаевна Илларионовӑсен кил-йышӗнче ӳсӗ пӗчӗк хӗрача. Виҫӗ ача ашшӗ вӗсене пӑхса ӳҫтерме ҫӑмӑл мар пулин те ҫапах ӳстерӗпӗр тесе калать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ача ҫулталӑкне тата Чӑваш Ен балетне йеркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетре «Айболит тухтӑрӑн ҫулҫӳревӗ» балетӑн премьери иртӗ.

Пурне те, ашшӗ-амӑшӗсене, ачисене тата асламӑшӗсемпе аслашшӗсене ҫак икӗ пайлӑ балете чӗнетпӗр!

Кӗввине Петр Изотов ҫырнӑ, хореографипе либретти Юрий Пузаковӑн.

 

Ан манса кайӑр, 12 сехетре пуҫланӗ!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Малтанхи информаци тӑрӑх «Мускав Пики-2007» конкурса Мускавра ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттересшӗн. Мероприяти «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!!!

 

Хисеплӗ пикесем! Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнасшӑн пулсан, сирӗн ҫак анкетӑна тултарса o.a.borisova@gmail.com адрес ҫине ямалла. Васкӑр, конкурс вӑхӑчӗ ҫитсех пырать!!!

 

«Прожектор» КК адресӗ: 1-мӗш Владимирски ур., 10 "в" ҫурт.

Епле ҫитмелле: Перово е Энтузиастсен шоссе м. ст. хуть те хӑш транспортпа «Слава» кинотеатр таран ҫитмелле. Унта «Прожектор» КК вырнаҫнӑ. (схема кунта).

 

Страницӑсем: 1 ... 3603, 3604, 3605, 3606, 3607, 3608, 3609, 3610, 3611, 3612, [3613], 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, 3619, 3620, 3621, 3622, 3623, ... 3631
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...