![]() Йышӑнура - Лидия Василенкова Анчах пур ҫӗрnе те мар, Шупашкартан Явӑш ҫӑви патне ҫитиччен. Паян унта ҫитме 40 тенкӗ кӑларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьепе каяс пулсан мӗн хака кайса ларӗ?» — пӑшӑрханнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ӗнер йышӑнӑва пынӑ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Василенкова. Хӗрарӑм Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен 249-мӗш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкӗ, тӑвасшӑн иккен. Чӑн та, 2011 ҫулта унта ҫитме 12 тенкӗ кӑна тӳлеттернӗ-мӗн. Тӳррипе вара «Чӑвашавтотранс» предприятийӗшӗн капла тариф майлах пулман — вӑл тӑкак тӳснӗ. Ҫук-ха. Тӳсме пултарнӑ. Тӑкака хула хыснин шучӗпе саплаштарнӑ иккен. Пӗлтӗр вара автотранспорт предприятийӗпе хула администрацийӗ апла килӗшӳ туман. Ҫапах та халӗ кая юлнӑ ӗнтӗ темелле мар — Ҫимӗк тӗлӗнче Явӑш масарӗ ҫине кайса килме ҫул укҫине чакарӗҫ. Республика Элтеперӗ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тӑкакне саплаштарма майсем пӑхса хӑварма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян вӑл ҫапла курӑнать Ҫапла хушнӑ паян Шупашкар районӗнче пулнӑ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев шкул ҫулне ҫитменнисен Кӳкеҫре ҫӗкленекен учрежденине ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн. 240 вырӑнлӑ ача пахчине уҫасси пирки хӑй вӑхӑтӗнче пачах урӑх вӑхӑта асӑнатчӗҫ. Тӗрӗсрех, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ пирки калатчӗҫ. Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тенӗ евӗр пулса тухрӗ — унтанпа шыв-шур юхман мар, ҫапах та ҫӗнӗ ача пахчи хута каяймарӗ-ха. Пӗчӗккисен учрежденине тума республика хыснинчен кӑҫал 30,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ иккен. Хальлӗхе 3,4 миллионӗпе кӑна усӑ курнӑ. Ҫурта «Парнас» общество хӑпартать иккен. Асӑннӑ обществӑна республика ертӳҫи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫӗклессине вӑраха янишӗн ӳпкелесе илнӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ общество кун пек пӗрре кӑна мар хӑтланать-мӗн. «Парнас» ертӳҫи ӗҫе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме шантарать иккен. Республика Элтеперӗ ача пахчине авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма ЧР Вӗренӳ тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене, район администрацийӗсене хушса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Шупашкарта 32 ҫулти арҫын ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, унччен вӑл 25 ҫулхи каччӑ патне пынӑ. Ҫамрӑка хайхискер арӑмӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ иккен. Каччӑна кӗтнӗ вӑхӑтра арҫын ҫур литр коньяк пушатнӑ имӗш. Кайран, лешӗ подьездран хӗрпе кӗнине курсан, ӑна пистолетран пеме пуҫланӑ. Анчах тӗл лектереймен, лешӗ тата унпа пӗрле пулнӑ хӗр тухса тарса ӗлкӗрнӗ. Урама тухнӑ хыҫҫӑн арҫын хӑйне хӑй пӑшалпа пенӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе каяҫҫӗ, анчах унта ҫитсен куҫне ӗмӗрлӗхе хупать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, 11:00 сехетре Склад тӑкӑрлӑкӗнче инкек сиксе тухнӑ — тиев машини ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ҫапса кайнӑ. ҪЙХПИ ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх айӑпӗ хӑйӗнче пулнӑ мӗн. — Ҫул урлӑ каҫиччен урапасем (машин) пуррипе ҫуккине лайӑхрах сӑнамалла пулнӑ. Ку арҫын вара унталла-кунталла пӑхма ӳркеннӗ, хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула ҫеҫ инкеке лекнӗ. Сусӑрланнӑ арҫынна тӳрех пульница леҫнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ҪЙХПИ ӗҫченӗсем. ГАЗ–53-14 тиев машини водителӗ те ҫул урлӑ каҫакан арҫына тӳрех асӑрхаманни ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла вара урапана вӑхӑтра чарса ӗлкерейменнипе ҫынн пырса ҫапнӑ. Инкеке лекнӗ арҫын сывлӑхне халь Шупашкар пульницинче сиплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫу уйӑхӗнче 67 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫав уйӑхрах ҫемьеленнӗ 53 мӑшӑр уйрӑлнӑ пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара 114 мӑшӑр хӑйсен юратӑвне пӗрлешӳ кӗрменӗнче ҫирӗплетме палӑртнӑ. ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра Ҫӗнӗ Шупашкарта 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: 41 хӗрарӑм, 56 арҫын. Ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑсӑр пуҫне ку хулара ача ҫуралнин шучӗ те самаях кӑтартуллӑ. Ҫу уйӑхӗнче 181 пепке кун ҫутти курнӑ. Вӗсенчен 106 арҫын ача, 75 — хӗрача. Хула администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх амӑшӗпе-ашшӗ хӑйсен ачисене ят панӑ чухне Артем, Максим, Дмитрий, Виктория, Кира, Александра ятсене кӑмӑлланӑ. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑранпа 7 йӗкерӗш ҫуралнӑ пулнӑ. Ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑш ятне регистрациленӗ чухне 15 хутӗнче ашшӗ ятне палӑртманни пирки те пӗлтерет Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шантарнине виҫӗ ҫул кӗтнӗ текен каларӑш ҫӳрет те халӑхра, чӑн та, пӗр-пӗр ӗҫ тӑвиччен хӑш чух тем чухлех кӗтме тивет. Ҫакна Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ӗҫ» дача юлташлӑхӗн икӗ пайташӗ те пӗринче ӑнланса илнӗ. Вӗсем дачӑна ҫутӑ кӗртесшӗн пулнӑ. Анчах «МРСК Волга» общество ыйтӑва татма васкаман. Кун пирки Федерацин монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет. Ҫынсем кӑлӑхах шанса мӗн чухлӗ пурӑннине унта ҫырман-ха. Аптӑранӑ енне хайхисем яваплӑ службӑран пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Монополипе кӗрешекенсем дача хуҫисене хута кӗнӗ, заявкӑна вӑхӑтра пӑхса тухса килӗшӳ проектне вӑхӑтра паманни РФ Административлӑ кодексне прӑсни пулать тесе палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн энергетиксене 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 11-мӗш тата 9-мӗш класс пӗтерекенсемшӗн ҫак кунсем питех те яваплӑ, мӗншӗн тесе вӗсем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытаҫҫӗ-ҫке. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — ачасем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ-ха. Информатика, биологи тата истори суйласа илнисем вара ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче парта хушшине ларчӗҫ. Ыттисемпе каярах пулӗҫ. Экзамена епле тытнине пӗличчен вӑхӑт самай иртет. Республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ӗнерхи пресс-конфренцире пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑс чӗлхи тата математика предмечӗсемпе епле тытнине малтан 6 кун хушши республика шайӗнче хаклӗҫ. Кайран, тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт, мускавсем тӗрӗслӗҫ. Ачасем хӑйсен кӑмӑлӗпе тытакан экзаменсене пурӗ 8 кун хушшинче пахаламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак шӑматкун Мускаври «Измайловӑри Кремль» культурӑпа кану комплексӗнче Акатуй иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ те 17 сехетччен пырӗ. Унта чӑваш эстрада юрӑҫисем Алексейпа Андрей Шадриковсем, Петр Ермолаев, Валентина Кузнецова, Сергей Павлов, Сергей Кувшинов, Полина Борисова, Кирилл Павлов, Олег Залогин, «Хурӑнташ» ушкӑн, Мускаври чӑвашсен «Атӑл» хорӗ тата ыттисем хутшӑнмалла иккен. Ытти ҫулхи пекех спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелӗҫ, кӑсӑклӑ ытти мероприяти пулӗ. Чӑвашсен хӑш-пӗр предприятийӗ те унта кайма палӑртать иккен — вӗсем хӑйсем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркелӗҫ, сутлӑха та кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти сӑра савучӗн филиалӗ Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, «САН ИнБев» сӑра вӗретекен компанин пресс-службин пуҫлӑхӗ Анна Грибкова пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Шупашкарти савут — вӑл компанин филиалӗ шутланать — хӑйӗн ӗҫне пӑрахӑҫлать. Тепӗр майлӑ каласан — хупӑнать. Асӑннӑ предприяти Шупашкар бюджетне ҫулсерен 500 миллион тенкӗ (акциз) яхӑн тупӑш парса тӑнӑ. Юлашки 5 ҫулта компани алкоголь продукцине кӑларакан икӗ савута хупнӑ пулнӑ, пӗри Пушкин, тепри Курск хулисенче. Кӑҫал вара Ҫӗнӗ Шупашкарти филиала хупма палӑртнӑ. Анна Грибкова палӑртнӑ тӑрӑх савута хупнин сӑлтавӗ — юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре налуксене ӳстерни тата сӑра таврашне саккунпа «хӗссе» пыни. Тупӑшлӑ мар имӗш сӑра вӗретесси, тӑкакӗ нумайланать. Ҫӗнӗ Шупашкарта сӑра савутне хупнӑ хыҫҫӑн 100 ытла ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Хӑш-пӗрисене ытти филиалсене ӗҫлеме чӗнӗ пулин те ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе пурне те тивӗҫтерме май ҫук ҫав. Ҫапла май ыттисен шӑпине компани саккунпа килешӳллӗн ҫитес кунсенче татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эрехпе пуҫа минретнӗ ҫынсем пур-пӗрех юлашкинчен нӗрсер ӗҫсем туса хура ҫул ҫине тӑрӗҫ. Виҫене пӗлмесӗр ӗҫни ҫынна мӗнле кӑна тискер ӗҫсем патне илсе ҫитермест-ши? Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫ ҫакна чӑнласах та сӑнласа парать. Ҫӗнӗ Шупашкарта 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн амӑшӗпе вӑрҫса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, самаях хӗренкеленӗ арҫын иртнӗ кунхи харкашушӑн хӑйӗн ҫывӑракан амӑшне хырӑмран пӗр хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫакна пула 57 ҫулхи хӗрарӑм выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ. Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паян Ҫӗнӗ Шупаркар сучӗ арҫынна айӑп тунӑ — амӑшне вӗлернӑшӗн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колонийӗ ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |