Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Беларуҫра этнокультура экспедицийӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 31.10.2014 19:31 | 1578 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Юпан 4-13-мӗшӗсенче Беларуҫ Республикинче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУн регион историн, этнографи тата археологи кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ В.А.Васильев ертсе пынипе Беларуҫри чӑвашсен историпе культурине тӗпчес енӗпе этнокультура экспедицийӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Беларуҫсем Раҫҫейри университетсемпе ирттернӗ проектсем халӗччен пулманнине палӑртнӑ. Экспедици программине тӗпчев тата культура тӗллевӗсем кӗнӗ: Чӑваш Енрен тухнӑ чӑвашсем пирки документаллӑ материалсем тупасси, истори тата культура палӑкӗсемпе паллашасси.

Беларуҫри Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин патшалӑх музейӗнче вӑрҫӑри паллӑ мар паттӑрсем пирки — Чӑваш Енрен тухнӑскерсем ҫинчен — истори ҫӑлкуҫӗсем Гродно хулинчи 35-мӗш шкулти «Ӑс-тӑн упрать» музейра упранаҫҫӗ.

Беларуҫра нумай наци ҫынни пурӑнать. Ытларахӑшӗ — беларуҫ. Чӑвашсем йышӗпе унта 14-мӗш вырӑнта. Гродно хулинче иртнӗ экспедицире чӑвашсен тата беларуҫсен йӑли-йӗркине, истрине, культурине тарӑнрах пӗлме пулӑшнӑ. 35-мӗш шкулти музей экспозицийӗсем «Коля пичче» ушкӑн пирки каласа кӑтартнинчен пуҫланать. Ушкӑна Етӗрне районӗнчи Николай Волков йӗркеленӗ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна тата Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ арӑмне Варвара Васильевнӑна гестаповецсем персе вӗлернӗ. Халӗ вӗсен ывалӗ Георгий пурӑнать. Хӗрӗ — Етӗрне районӗнче.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче Кино ҫуртӗнче пулнӑ, унта Д.Н.Михлеевӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Ось земли» кӗнекене хӑтланӑ. Икӗ ҫӗршыври ӑсчахсен тӗпчев проекчӗсем, мероприятийӗсем, студентсемпе ылмашӑнни наци хушшинчи ҫыхӑнӑва тата та ҫирӗплетме пулӑшать.

#Шупашкар, #Гродно, #музейсем, #чӑвашлӑх, #тӗнчере, #Белоруҫ, #Етӗрне, #чӑвашсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем