Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тутарстан чӑвашӗсен туслӑ тӗлпулӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.03.2015 16:55 | 1751 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чӑвашсем хӑйсен хушшинче тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ тесе пӗлтерет РФ тата ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин «Сувар» хаҫатра.

«Алексеевски районӗнчи чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Н.Н. Сторожев чӗннипе пирӗн районти чӑвашсен делегацийӗ Галина Терентьева ертӳҫӗпе пӗрле кӳршӗсем патӗнче пулса курчӗ», — тесе хыпарланӑ вӑл.

Чӑн малтан Чӑваш Майни ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялта чӑваш наци шкулӗ ӗҫлет иккен. Ушкӑнра вӗрентекенсем те пулнине шута илсе Г.З. Федоров директор шкул ӗҫне мӗнле йӗркелесе пыни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Вӗрентекенсем тӑван чӗлхене, халӑхӑн йӑли-йӗркине лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. Вӗсем шкул предмечӗсен эрнисене, уйрӑм темӑсемпе калаҫусем, конкурссем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенсем, вӗсем ертсе пынипе вӗренекенсем те ял ҫыннисен культура пурнӑҫне кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа ку хушӑра ачасенче патриотизм туйӑмне ҫӗклес ӗҫе самаях вӑйлӑлатнӑ. Ҫав кун та акӑ шкула вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсем, Чӑваш Писательсен союзӗнче тӑракан М.П. Константиновпа Л.Г. Угахина килнӗччӗ. Вӗсем пулни-иртнине аса илчӗҫ, сӑвӑсем каласа пачӗҫ. Шкулти фольклор ансамблӗ ҫинчен те пӗлтерес килет. «Ҫеҫпӗл» ятлӑ вӑл. Чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ ҫамрӑк ачасем юрланӑ та, ташланӑ та.

#Алексеевски районӗ, #Тутарстан, #кӳршӗре, #Чӑваш Майни, #тӗлпулусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5954.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем