Культура
![]() Муркаш районӗнче ача-пӑча эстрада юррисен «Асамлӑ сасӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен унта апла конкурс йӗркелемен. Тепӗр майлӑ каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш хут пулнӑ. Фестивале пуҫаракансем (ӑна вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ музыка учителӗсен районти методисчӗсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле йӗркеленӗ) пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне наци культурине палӑртассине те асӑннӑ. Фестивале 60 ытла ача хутшӑннӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хӗвел тухсан Хӗветӗр, эсир ӑна пӗлетӗр, хӗвне ҫӑкӑр чикрӗ те тухрӗ-кайрӗ вӑрмана хӑрӑк турат пуҫтарма». Ҫак йӗркесене ас туман ҫын пур-ши? Унӑн авторӗ кам иккенне те пурте пӗлеҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Ҫапла, вӑл — Михаил Федоров. Вилӗмсӗр «Арҫури» баллада авторӗ. Тепӗр тесен, хальхи вӑхӑтра ку хайлав жанрне епле каланине пӗлместӗп. Эпир аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне баллада мар тенине те астӑватӑп. Паллӑ этнограф тата педагог ҫуралнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 165 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Михаил Федоровӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Арҫури» авторӗ унти Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Михаил Фёдоровӑн ҫуралнӑ кунӗнче Ҫичӗпӳрт ялӗнчи культура ҫуртӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта Мари Эл республикинчи (Михаил Федоров мари халӑхӗшӗн те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ) «Ушанлык» халӑх фольклор ансамблӗ те килсе ҫитнӗ. Унти хӑнасем «Арҫури» авторӗн тӑван ялне ҫитсе асӑну хӑми патне (ӑна Михаил Федоров ҫуралнӑ кил тӗлне хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ) чӗрӗ чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноармейски районӗнче Питӗр хулинчи купӑсҫӑ, композитор, халӑх юррисене шӑрантаракан Игорь Шипков пулнӑ. Красноармейски районӗнче вӑл унччен те килнӗ. Пуҫласа — икӗ ҫул каярах. Хальхинче Питӗр хӑнипе пӗрле Мускаври Илья Соловьёв юрӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем Геннадий Заволокин тата ытти купӑсҫӑ юррисене шӑрантарнӑ. Хӑнасене кура Красноармейски тӑрӑхӗнчи купӑсҫӑсем те чӑтайман. Сцена ҫине тухнӑ. Геннадий Яковлев, Юрий Романов тата Николай Дмитриев чӑваш халӑх кӗвви-ҫеммисене выляса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Марина Федорова иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Тӗмен хулинче кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна та мар, унтан вӑл ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Икӗ пӑт таякан кире пуканне хӗр 114 хутчен ҫӗклесе 68 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗнче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина хальхи вӑхӑтра Санкт-Петербургри ҫарпа спорт академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Кӑҫал хӗршӗн чӑннипех те ӑнӑҫлӑ ҫулталӑк. Маларах вӑл Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иртнӗ эрнере Вӑрнар тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗнче асра юлмалла пулӑм иртни пирки пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ. Чӑн та, хирӗҫлемӗпӗр — ҫапла. Унта СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, 90-ри Вера Кузьмина пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (капла калани ӳстерсе калани мар тесе шухӑшлатпӑр) юратнӑ артистки ҫав кун икӗ тӗлпулу ирттернӗ: Санарпуҫӗнчи шкул ачисемпе тата Ҫӗрпелӗнче пурӑнакансемпе. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Вера Кузьминичнӑн сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе кӑна мар, пурнӑҫӗнчи ытти фактпа та паллашма май килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Вера Кузьмина Смоленск тата Мускав хулисем патӗнче хӳтлӗх сооруженийӗсем тунӑ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тӑваттӑмӗш степеньлӗ ордена, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хастарлӑхшӑн медальсене тивӗҫнӗ. Тӗлпулура Вера Кузьмина «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли». «Салтак амӑшӗ», «Хура чӗкеҫ» спектакльсенчи сыпӑксене выляса панӑ, мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, сӑввисене вуланӑ. Тӗлпулу хыҫҫӑн пурте тенӗ пекех юратнӑ артисткӑна сырса илнӗ — автограф илме е пӗрле ӳкерӗнме хыпӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Чи пысӑк ыйту — республикӑн кашни районӗнче, хулинче Конгресӑн вырӑнти уйрӑмне йӗркелесси пулнӑ. Ку вӑл халӑхпа тӳрремӗн ҫыхӑнса ӗҫлеме кирлӗ тесе пӗлтерет Конгресс. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне 2014 ҫул валли яма палӑртнӑ Ҫырӑвне кӗртме сӗнӳсем пухма пуҫлани ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Президиум ларӑвӗнче та ҫак ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. «Наци конгресӗн те каламалли пур, чылай сӗнӳ нумай пулмасть иртнӗ Аслӑ Пухура янӑранӑччӗ», — терӗҫ Президиум пайташӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта автомашинӑсене эвакуацилеме пуҫлаҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне лартса тухнӑ машинӑсем лартса тухни коммуналлӑ хуҫалӑх машинисене те чӑрмантарни каламасӑрах паллӑ. Хӗлле лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленет — урамра ларакан машинӑсене пула юр тасатма та йывӑр. Шупашкарта йышӑннӑ хӑтлӑх кӳмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн унта-кунта лартса хӑварнӑ машинӑсене эвакуацилеме тытӑнӗҫ. Ятарлӑ рейдсене каҫсерен ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ автопредприятин кун валли виҫӗ эвакуатор пур-мӗн. Ҫапах та ҫапла кӑра мера йышӑниччен хула влаҫӗсем «Лартма юрмасть» текен асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ асӑрхаттарусем 66 штук иккен. Вӗсене машинӑсем уйрӑмах хутлакан ҫул-йӗр хӗрне е машинӑсене кӗрсе тухма йывӑр вырӑнсене вырнаҫтарса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку факта Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Хула мэрийӗпе Депутатсен хула пухӑвӗ кӑна мар, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫлекен муниципалитет учрежденийӗ те саккуна — монополие хирӗҫлине — пӑснӑ иккен. Ҫакӑн пек кӑлтӑк юлашкинчен асӑннӑ предприятие тӗрӗслев функцийӗ панӑ чух сиксе тухнӑ. Шупашкар депутачӗсемпе хула мэрийӗ хысна учрежденине ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма ордер парас функципе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗ маларах асӑннӑ йышши ирӗк панӑшӑн укҫа тӳлеттермелле тунӑ. Монополие хирӗҫле саккуна пӑснӑ фактсем пирки асӑрхаттару ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «В трагические годы, репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые» ятпа кӗнекен пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче ӗҫлесе полковника ҫитнӗ Валерий Кошкин. Хӑй вӑх 1952 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетне вӗренсе тухнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл хальхи «Хыпар» хаҫатра ҫулталӑк тӑрӑшнӑ. Патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх службинчи ӗҫе пӑрахнӑ хыҫҫӑн республикӑн культура министерствинче 10 ҫул тимленӗ. Кошкинӑн ҫӗнӗ кӗнекине (унччен те вӑл кӑларнӑ) 1930 ҫулсем хыҫҫӑн политика тӗлӗшӗнчен хӗсӗрленӗ ҫыравҫӑсем, журналистсем, ученӑйсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Репресси пирки каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |