Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем Судран тарнӑ арҫын
Судран тарнӑ арҫын

Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ.

Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и...

 

Ял хуҫалӑхӗ Сылтӑмри — хуҫалӑх ертӳҫи Николай Андреев
Сылтӑмри — хуҫалӑх ертӳҫи Николай Андреев

Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах.

Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем кӑна мар, учительсем те пӗр пек ҫи-пуҫ ҫине куҫнӑ. Дресс-код кӗртес шухӑш унти вӗрентекенсем ултӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Анчах ачасем кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл йӑла вырӑнлах мар пек туйӑннӑ.

Вӗрентекенсен тумтирӗ тӗксӗм жилетран, юбкӑран е шӑлавартан (кам мӗн кӑмӑллать, ҫавна суйланӑ) тата ҫутӑ тӗслӗ кӗперен тӑрать. Ҫи-пуҫа хулари ҫӗвӗ ателйисенчен пӗринче ҫӗлеттернӗ. Пысӑкрах фирмӑсем пӗчӗк заказа йышӑнма килӗшмен-мӗн. Эрнере пӗрре, шӑматкунсерен, урӑхла тӑхӑнса килме юрать тесе йышӑннӑ. «Каярах, тен, йӑлӑхтарӗ те-и, анчах хальлӗхе ку тума юратсах тӑхӑнатпӑр», — теҫҫӗ иккен вӗрентекенсем.

 

Культура

Республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премийӗ енӗпе ӗҫлекен комиссин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ. Ларӑва васкавлӑ йӗркелени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, литературӑпа ӳнер енӗпе паракан премие Константин Иванов ячӗпе хисеплентермелли пирки сӗнсе янӑ ҫыру хистенӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнса шӑрҫаланӑ иккен.

Ларура епле пӗтӗмлетӳ патне пырса тухнине кӗске информацире уҫӑмлӑн каламан. Анчах ҫапла ӑнлантарни пур. Константин Иванов ячӗллӗ литературӑпа ӳнер премине 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑн чухне ятлӑ тепӗр премие те пама йышӑннӑ: музыкӑпа театр ӳнерӗнчине — Федор Павлов ячӗпе, сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑрине – Петр Егоров ячӗпе, ӑслӑлӑхрине — Никита Бичурин ячӗпе. Ятлӑ премисене тепӗр пӗр-ик ҫултанах пама пӑрахнӑ.

 

Культура

Чӑваш наци музейӗнче ӗнер ют ҫӗршыв студенчӗн кунне ирттернӗ. Ӑна аякран килнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аваллӑх управҫин курав залӗсемпе тата куравӗсемпе паллаштарас тесе йӗркеленӗ. Вӗсем валли ятарлӑ программа та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав шутра чӑваш тумӗпе тата хулана пуҫарса янисен йӑли-йӗркипе паллаштарассине те кӗртнӗ. Театрализациленӗ экскурсие истори реконструкцийӗн «Вырӑс егерӗ» йӗркеленӗ.

Ют ҫӗршыв студенчӗсем валли мӗнпур мероприятие тӳлевсӗр ирттернӗ.

 

Раҫҫейре

Ӗне выльӑх тытакансене пулӑшма кӑҫал йышӑннӑ йӗрке килес ҫул та вӑйра пулмалла. Кун пирки Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Илья Шестаков пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗсен департаменчӗ кирлӗ сӗнӳсене РФ Ял хуҫалӑх министерствине янӑ.

Пӗрремӗш тата чи пысӑк сортлӑ сӗте субсидилеме кӑҫал ҫӗршыв хыснинчен пурӗ 9,5 миллиард етнкӗ укҫа уйӑрнӑ. Выльӑх апачӗ хакланнине кура каярах ку тупрана тепӗр 3,2 миллиард тенкӗлӗх хушса панӑ.

Ҫапах та пирӗн ҫӗршывра сӗт ҫитмест иккен. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 миллион тонна чухлӗ сахал, сӗт туса илекенсен шучӗпе вара — 15 миллион тонна.

 

Ҫул-йӗр

Ишӗлекен, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫуртсене май килнӗ таран куҫарса пыраҫҫӗ-ха. Ҫапах та ку ыйту вӗҫне тухса пӗтейменнине ун йышшисенче пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен фонд нумаях пулмасть ишӗлекен хӑш ҫурта хӑҫантарах юсамалли плана ҫирӗплетнӗ. Миҫе ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫарассине те кӑтартнӑ. Ку списокра ишӗлекеннисен шутне пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кӗртнисене шута илнӗ. Списокпа тӗплӗнрех паллашас тесен http://gov.cap.ru/info.aspx?id=2660381 каҫӑпа каймалла.

 

Экономика

Канаш хули монохула тесе федераци хыснинчен укҫа илме ӗмӗтленет. Монохуласенче, аса илтеретпӗр, вӑй питтисенчен чылайӑшӗ пӗр е шутлӑ темиҫе предприятире тӑрӑшать. Тепӗр майлӑ каласан, хыснана укҫа самай кӳрекен предприяти ун йышшисенче пӗр алӑри пӳрнепе шутласа кӑлармалӑх кӑна.

Монохуласене федераци хыснинчен укҫа уйӑркалса пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ҫавӑн пек шанӑҫпа Канаш хули пурӑнать. Кирлӗ хутсене Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерствине тӑратнӑ ӗнтӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара асӑннӑ ведомствӑн Ятарлӑ экономика зонисен, регионсемпе монохуласен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен департаменчӗ канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Канашлура эпир маларах асӑннӑ хулан комплекслӑ инвестици планне пӑхса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫапла ӑнлантарнӑ Шалти ӗҫсен министрествин ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсене Шупашкарти аэропортра тытса чарнӑ 28 ҫулти арҫын.

Ӑна йӗрке хуралҫисем ирхи 4 сехет те 10 минутра асӑрханӑ. Вӑл вышка патӗнче пулнӑ иккен. Пӑхсан арҫын ӑс-тӑн енчен йӗркеллех мар пек туйӑннӑ. Аэропорта мӗн тӗллевпе кӗнин тӗрӗс сӑлтавне палӑртас тесен ведомствӑлла мар хурал пайӗн ӗҫченӗсем арҫынна ШӖМӗн Транспорт ҫинчи йӗркене тытса тӑракан лини пайне пӗлтернӗ. Ирӗк илмесӗр аэропорта кӗнӗшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1378160/
 

Республикӑра

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Вӗсене Олимп парӑннӑ!» квест-вӑйӑ ирттересси пирки пӗлтерет. Квест тенине акӑлчанран куҫарсан шырав тенине пӗлтерет. Вулавӑшра ӗҫлекенсем ача-пӑчана ҫамрӑк ӑрӑва Олимп спортсменӗсемпе тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарас тӗллев лартнӑ иккен.

Вӑййа хутшӑнма 138 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем. Квест-вӑййа ирттерме 28 вулавӑш пулӑшма кӑмӑл тунӑ. Ыйтусене www.chuvrdub.ru адреспа тупма пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 3454, 3455, 3456, 3457, 3458, 3459, 3460, 3461, 3462, 3463, [3464], 3465, 3466, 3467, 3468, 3469, 3470, 3471, 3472, 3473, 3474, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 30

1909
116
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
111
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
96
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...