Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Интерфакс-Эра» текен экологипе энергетикӑн рейтинг агентстви. Вӑл мӗнпур регионти пурӗ 4 пин предприятие тишкерсе тухнӑ иккен. Лару-тӑрӑва сӑнанӑ май экспертсем экологипе энергетика тата технологи тухӑҫлӑхне шута илнӗ. Вӑл е ку регионти предприяти-организацисем епле ӗҫленине те тӗпе хунӑ. Ҫапла вара рейтингра Чӑваш Ен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ку хыпар пирки раштавӑн пуҫламӑшӗнче тӑван тавралӑха сыхлассипе ҫӗршывӑн тӗп хулинче иртнӗ съездра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Виҫӗмкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче, шыва чи пысӑк карапа антарнӑ — унӑн тӑршшӗ 488 метр иккен. Ӑна Кӑнтӑр Корея ҫӗршывӗнче Shell корпораци ыйтнипе Samsung Heavy Industries компани ӑсталанӑ. Ҫак капмар карап тинӗс хӗрринчи ӑшӑх вырӑнта ҫутҫанталӑк газне кӑларнӑ ӗҫе хутшӑнӗ. Ӑҫта ӗҫлессине те палӑртнӑ — Австралин ҫурҫӗрти сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче, Брум хулинчен 475 ҫухрӑм ҫӳрҫӗр-тухӑҫалла. Ҫулталӑк хушшинче вӑл 3,6 миллион шӗветнӗ газпа тивӗҫтерме пултарӗ иккен. Карап ҫинче ҫӗре пӑралама, газа шӗветме тата упрама кирлӗ пур хатӗр те пур имӗш. Туп-тулли тултарсан унӑн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ 600 пин тоннӑна ҫитет. Танлаштарма: чи пысӑк аваиносеца илсен ҫак йывӑрӑшпа тан пулма улттӑ тан кирлӗ пулӗ имӗш. Ҫӗр айӗнчен кӑларнӑ газа Prelude FLNG карап хӑй илсе ҫитерме (каллӗ-маллӗ кусиччен газ кӑларӗ ӗнтӗ), ҫак ӗҫе ятарлӑ ытти карапсем пурнӑҫлӗҫ. Карап пӗтӗмпе 25 ҫул ӗҫлемелле имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫапла-ҫапла. Ҫырма мар, футбол выляма. «Российская газета» хаҫатӑн корреспонденчӗ Александр Кузин шӑпӑрлансене футбол выляма вӗрентет. «Гимнастикӑна е каратэне виҫӗ ҫултанах илеҫҫӗ, футбол выляма вара ҫичӗ ҫултан аслӑраххисене кӑна. Ҫавӑнпа эпӗ пӗчӗккисем валли секци уҫма шутларӑм», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Ун патне паян 3 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи 18 ача таран ҫӳрет. Вӗсемпе пӗрле — ашшӗ-амӑшӗ те. Александр Шупашкарта зал ятарласа тара илнӗ, кирлӗ инвентарь туяннӑ. Халӗ вӑл пӗчӗкскерсене футбол выляма тӳлевсӗрех хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн тиражӗ — 2 200 экземпляр. Кӗнекене ӗлӗкхи чул палӑксем ҫинче ҫырнисемпе паллӑ мар авторсен сӑввисенчен пуҫласа паянхи поэзи таранах кӗртнӗ. Пӗтӗмпе унта 284 поэт вырӑн тупнӑ. Ҫавсен хушшинче Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай, Илле Тӑхти, Илле Тукташ, Нестӑр Янкас, Стихван Шавли, Яков Ухсай, Иван Ивник, Петӗр Ялкир, Георгий Ефимов, Николай Теветкел, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Николай Исмуков, Пётр Афанасьев, Петӗр Эйзин, Петӗр Яккусен, Георгий Ирхи тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Хӗрлӗ Чутайра патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтеретпӗр, унта пурӗ 60 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Нумай пулмасть ҫак спорт ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Стритбол выляса Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче руеспубликӑн вӑй-хал культурипе спорт министерствин спортсменӗсене ҫитекенни пулман иккен, «кӗмӗле» республика Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вӗренӳ министерстви тухнӑ. Баскетбол вӑййинче РФ Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем выляни палӑрнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн налук службин ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — айӑплавсене пурнӑҫлакан федераллӑ службӑн республикӑри Управленийӗн пӗрлештернӗ команди. Хуласемпе район администрацийӗсен баскетболҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Канаш хулин тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн спортсменӗсем. Бассейнра ишессипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсем мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑна Вӑй-хал культурипе спорт министерстви тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Экономика аталанӑвӗн министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫынсене сӑнатӑн та, этем тени мӗн чухлӗ пуянрах, ҫавӑн чухлӗ перекетлӗрех. Ара, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухмасӑр мул пухӑнмасть пуль ҫав. Акӑ, республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви те кашни пуса шутлама пӗлет. Вӑл шутран кӑларнӑ пурлӑха та сутса «кӗмӗл» тӑвать. Республика харпӑрлӑхӗнчи кивелнӗ пурлӑха шутран кӑларас тата сутас йӗркене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн 2011 ҫулхи ятарлӑ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Шутран кӑларнӑ пурлӑха сутнипе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республика хыснине 810 пин тенкӗ ытларах укҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак шухӑша республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова паян «Чӑваш Республикинчи ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен 2013 ҫулхи чи лайӑх специалист» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ май каланӑ. Ӑмӑрту кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Кӑҫал Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ сыхлавӗн инженерне Владимир Порфирьева ҫитекен пулман. Вӑл ҫулталӑкри чи лайӑх специалист пулса тӑнӑ. 2-мӗш вырӑна 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Любовь Иванова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи «Чесла» обществӑн ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Анатолий Михайлов. Ӗҫ сыхлавӗ пирки хаҫатра ҫыракансемпе радио-телевиденире калса паракансене те хавхалантарас тенӗ. Вӗсем валли ятарласа икӗ номинаци палӑртнӑ. Ӗҫ сыхлавӗн тӑрӑмӗ пирки ҫырса кӑтартнисенчен «Время» профсоюз хаҫатӗнче тӑрӑшакан Владимир Рыбкинпа Евгения Басовӑна пӗрремӗш вырӑна тухнӑ тесе йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Чӑваш радиовӗн «Столичный курьер» кӑларӑмне ертсе пыраканӗ тата авторӗ Николай Мулянов, виҫҫӗмӗшӗнче — Етӗрне район администрацийӗн информаци пайӗн тӗп специалисчӗ Лилия Петрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Олег Цыпленков сӑнӗ Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ. Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ. Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ. Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов тӗлӗнмелле операци тунӑ. 3D меслетпе пурнӑҫлакан операцие вӑл Тӗнчери офтальмологи конференцийӗ вӑхӑтӗнче Самар хулинче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттернӗ. Конференци вӑхӑтӗнче Самарти, Пензӑри, Кироври, Мускаври тата Шупашкарти куҫ тухтӑрӗсем хальхи йышши 10 операци туса кӑтартнӑ иккен. Арсютов пурнӑҫланӑ 3D форматлӑ операци пирки каласан, хирург мӗн туни пысӑк экран ҫинче курӑнать иккен. Ӳкерчӗке тухтӑр 3D куҫлӑхпа пӑхать. Ҫакӑ кӑштах кӑна каснипех катарактӑна сиплеме май парать. Кун пек операцие пула хируга та ӗҫлеме ҫӑмӑл иккен, чирлине те ыраттармасть-мӗн тата куҫ та хӑвӑрт сипленет теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ. Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ. «Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |