«Ҫыхӑнура» портала йӗркелекене Алексей Радченкӑна ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче прокурор пулӑшуҫи патне допроса чӗннӗ. Йӑлтах — сайтри «Политика тата общество» форума пула.
«Акӑ мана «Политика тата общество» форума пула допроса чӗнчӗҫ. Ахӑртнех, ҫак форума хупма ыйтӗҫ», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн кун кӗнекинче (блогӗнче).
Радченко блога Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури панӑ повесткӑн сӑнӳкерчӗкне кӑларса хунӑ. Ӑна пӑхсан акӑ мӗн паллӑ: прокуратура форумпа усӑ куракан ыйтнипе сайт администрацийӗ экстремизмпа кӗрешекен саккуна пӑхӑннине тӗрӗслет-мӗн.
Радченкӑран «Политика тата общество» форум пирки информаци кӑтартма ыйтнӑ: йӗркелӳҫӗсем пирки, форума хутшӑнмалли май, администраторсен ӗҫӗ ҫинчен. Форум ӗҫӗн лицензин копине те ыйтнӑ.
Ҫавӑн пекех прокуратура администраторсен ячӗ-шывӗпе кӑсӑкланать. Форума вырнаҫтарнӑ ҫырусене тата информаци тӗрӗслӗхне тӗрӗслеҫҫӗ-и? Ку та прокуратурӑна кӑсӑклантарать.