Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ. Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш наци телерадиокомпани хальлӗхе ертӳҫӗсӗр пурӑнать, пуҫлӑх тивӗҫӗсене Стройкова Юлия Викторовна туса пырать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫлӑха суйлассине тепӗр хут ирттерес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ — конкурс пуҫарнӑ. Хутсене раштавӑн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ конкурса хӑйсене кирлӗ ҫынна тупма пултарнӑран йӗркеленӗ имӗш. Информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерствине хӑйсен хучӗсене темиҫе ҫын тӑратнӑ теҫҫӗ. Енчен те малтанхи конкурса ытларах арҫынсем хутшӑннӑ пулсан, хальхинче хӗрарӑмсем нумайрах. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсем хушшинче Юлия Стройкова (хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене тӑвакан), Марина Карягина (чӑваш поэчӗ, телекуравра нумай ҫул тӑрӑшакан), Александр Магарин (хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Ен» телекомпанин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» передача ертӳҫи, ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи) пур. Марина Карягинӑпа ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнма хутсене вӑл кайса пани пирки пӗлтерчӗ, раштавӑн 7-мӗшӗнче кайнӑ иккен. Татьяна Ильина та кандидатсем хушшинче пуррине хирӗҫлемерӗ. Конкурс комиссийӗ пуҫлӑх ыйтӑвне раштавӑн 24-мӗшӗнче татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет. Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра. Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутайри культура центрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ 20 ҫул тултарнине халалласа уяв иртрӗ. Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Роно пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, Марина Альгешкина аслӑ лейтенант Конституци историйӗпе тата тытӑмӗпе паллаштарчӗҫ. Уявра Надежда Сливницынӑпа Юрий Михайлова — Етӗрне районӗн тӳрисене — Хӗрлӗ Чутай администрацин Хисеп Хучӗпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Етӗрне сучӗн специалисчӗ Ирма Чикирина, Юрий Почейкин судья пулӑшаканӗ тата суд ларӑвӗн ҫыруҫи Надежда Еремеева чылай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата юрист кунӗ ячӗпе администрацин Хисеп Хутне тивӗҫрӗҫ. Александр Степановпа Алексей Порфирьев 20 вӗренекене Раҫҫей гражданинӗн паспортне панӑ май вӗсене ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ пулма чӗнсе каларӗҫ. Уяв хаваслӑ концертпа вӗҫленчӗ. Сӑнсем (55) |
Республикӑра
![]() Суйлав саманчӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн суйлавӗ пуласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян вара суйлав иртнӗ. Ректора икӗ кандидатран суйлама тивнӗ. Маларах вара ҫак вырӑн пирки ӗмӗтленекенсем пилӗк ҫын таран пулнӑ, анчах Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви вӗсенчен иккӗшне кӑна ырланӑ. Паянхи суйлав конференцине хутшӑннисенчен асӑннӑ аслӑ шкулӑн проекторӗншӗн Андрей Александровшӑн 207-ӗн сасӑланӑ. ЧПУна ертсе пырас шухӑшлӑ пулнӑ Юрий Исаев (вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗнче тӑрӑшать) кандидатурине 13 ҫын ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чӗрӗ сӑмах» спектакль премьери иртнӗ. Шел те, вӑхӑт хӗсӗккипе ҫитме май килмерӗ. Унта пулса курнисем вара премьера кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ. Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ — тӗлӗнмелле пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чӑваш Иосиф Дмитриев (Трер). Музыкӑпа поэтика ревю ҫирӗммӗш ӗмӗрти поэзин классикӗсен — Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн тата Геннадий Айхин — хайлавӗсенчен никӗсленнӗ. Вилӗмсӗр поэтсен сӑнарне туртса кӑларма пултаракан роле кама выляттарасси пирки Иосиф Трер пуҫ ватнине хам та ас тӑватӑп-ха. Кун пирки вӑл пӗр калаҫура палӑртнӑччӗ. Ҫапла вара Поэт рольне Сергей Никитина шанса панӑ. Спектакле Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн вӗренекенӗсене те явӑҫтарнӑ. Премьерӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна СССР халӑх артисткин пултарулӑхне тата Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи ҫуркунне сакӑр теҫетке ҫул тултарнине халалланӑ. «Шӑплӑхра сасӑ илтӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштавӑн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче чӑваш ҫӗрӗн чи чаплӑ та чи сумлӑ Хӗрарӑмӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина хӑнара пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн юратнӑ артистки тӗлпулӑва академии драма театрӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе «Сенкер чаршав» шоу-концерт программипе килчӗ. Ҫамрӑк артистсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, Вера Кузьминична вара «Хура чӗкеҫ» спектакльти монологпа тыткӑнларӗ. Тӑпӑ ларма пӗлмен ачасем те сывламасӑр тенӗ пек артистка ҫинчен куҫ илмесӗр итлерӗҫ, аслӑраххисем шывланнӑ куҫӗсене шӑлчӗҫ. Концерт вӗҫӗнче Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвва вуларӗ. Концер вӗҫленсен артистсене куракансен ячӗпе З.Ю.Кузьмина тав сӑмахӗ каларӗ. Юратнӑ артисткӑна малашне те сцена ҫинче пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. «Вера Кузьминична, эсир ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Сирӗн пек ҫынсем пур чухне Чӑваш театрӗн малашлӑхӗ тата та ҫутӑрах пулӗ. Пысӑк тав сире пуриншӗн те», — терӗ вӑл. Тайма пуҫ чаплӑ актрисӑна! |
Кӳршӗре
![]() Хӑш-пӗр ют ҫӗршывра канма хамӑр патра каннинчен хаклине пушӑ вӑхӑта савӑк иртерме кӑмӑллакансем пӗлеҫҫӗ-тӗр-ха. Ҫынсем хамӑр патра канма ӑнтӑлччӑр тесен ҫӗршыв шайӗнче таранах программа кирлине палӑртакансем те пур. Илӗртӳллӗ вырӑнсем, чӑн та, пур. Ҫакна «Атӑлҫине уҫ» ятпа Чулхулара иртекен фестиваль-хӑтлав вӑхӑтӗнче те тепӗр хут курса ӗненме май килнӗ. Унта хутшӑнакан 14 регион хушшинче Чӑваш Енте пур. Чӑваш Ентен унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем те тухса кайнӑ. Конкурсра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм пӗчӗк хули» номинацире Сӗнтӗрвӑрри ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Глухов Чӑваш Енри «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ҫӗршыв Президенчӗн 400 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Ун пек кӗмӗле Раҫҫейри 124 коммерцилле мар организацие пама йышӑннӑ. Ҫӗнсе илнӗ тупрана килес ҫул уйӑрӗҫ. Чӑваш Енри организаци ӑна этем правине хӳтӗлеме тата ҫутта кӑлармалли мероприятисем ирттерме уйӑрасшӑн-мӗн. Асӑннӑ организаци ертӳҫи ҫынсене судсенче хӳтӗлет, ҫӗршывӑн аслӑ судне тата Ҫын парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен европӑри суда ҫӑхавсем ҫырма пулӑшать. Асӑннӑ организацин юрисчӗсем ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳреҫҫӗ. Унӑн ертӳҫи Алексей Глухов ШӖМӗн тата ытти организаци ӗҫченӗсем валли лекцисем вулать-мӗн. Республикӑра йышӑнакан тӗрлӗ саккуна тӳрлетӳсем кӗртме пӗрре кӑна сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби. Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ. Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |